Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫтармарӗ (тĕпĕ: пуҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Варвари фермӑра каҫхи сменӑна юлмалла пирки ытти кунсенчи пек ӗҫне вӑр-вар пуҫтармарӗ, выҫса кайнӑ чӗпсене майӗпен кӑна ҫитеркелерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Анчах ват ҫын нимле пуху та пуҫтармарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нимӗн те пуҫтармарӗ вӑл Хусан валли.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Картсем выртрӗҫ, Давенантпа ют ҫынсен шанчӑкӗсем тӗлӗшпе Тиррей ӑнланайманнине сӑнларӗҫ, анчах нимӗн те улшӑнмарӗ: никам та укҫине пуҫтармарӗ, никам та урӑх хумарӗ.

Карты легли, выразили свое, непонятное ему отношение к его и чужим надеждам, но ничего не изменилось: никто не убирал денег, никто не ставил еще.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Анне полицирен ҫав тери хӑраса ӳкнине пула пӳртре пуҫтармарӗ те.

Мать так перепугалась полиции, что и убирать не стала.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Санин лаша ҫинчен анса шлепкене илес тенӗччӗ, анчах Марья Николаевна ӑна: «Ан тӗкӗнӗр, эпӗ хам илетӗп» терӗ те йӗнер ҫинчен аялалла авӑнчӗ, чӑпӑркка аврипе вуальран ҫаклатса чӑнах та шлепкине илчӗ, пуҫне тӑхӑнчӗ, анчах ҫӳҫне пуҫтармарӗ, каллех кӑшкӑрса ярса, малалла вӗҫтерчӗ.

Санин хотел было слезть с коня и поднять шляпу, но она крикнула ему: «Не трогайте, я сама достану», нагнулась низко с седла, зацепила ручкой хлыста за вуаль и точно: достала шляпу, надела ее на голову, но волос не подобрала и опять помчалась, даже гикнула.

XLII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Анчах вӗсене халӗ никам та пуҫтармарӗ ӗнтӗ.

Но их уже никто не подбирал.

25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех