Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫран (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арӑмне те, хӑй ҫунатти айне илсе, пуҫран ачашласа хӑвармарӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Анчах чӑкӑртӑш, шакӑрчаллӑ, тӗнккес, никрес, икӗ питлӗ Ҫтаппана — «тимӗр пӑрҫана», унӑн юман чукмар пек алли час-часах пуҫран ҫӳлерех ывӑтӑна-ывӑтӑна хӑпарнине, хӗрарӑмсене ӗнсисем хыҫне йӑва ҫавӑрнӑ шуйттансенчен ытла та чурӑссӑн, мурлансах тасатнине пӗлсе, ялта ун ҫумне яланлӑха тӗршӗнесшӗн, унпа пурнӑҫа пӗрле ҫавӑрасшӑн ҫунакан инкесемех е «пиҫсе ҫитнӗ, анчах татӑлмасӑр юлнӑ ҫырласем» — хӗрсем — «парка ӳснӗ ӗшнере» те тупӑнман.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Вӑл, пушмака алла илсе, ачи патне тулхӑрса пычӗ те: — Ҫи-пуҫ мурӗ! Укҫа мурӗ! Уруна ҫӗклесе утаймастӑн-и? Сана ҫи-пуҫ туянса ҫитереймӗн! Ы-ы-ых! — тесе хӑтӑрса тӑкса, ӑна пушмакпа пуҫран тивертсе пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ман хӑлхара ҫав-ҫавах Кнутов хушаматлӑ «купалансах хулӑнланнӑ тир» сӑмахӗсемех, пуҫран саваламан тукмакпа шанлаттара-шанлаттара, пуш кустӑран-скат пек тӑмплатаҫҫӗ-ха: «…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сентресем ҫинче — мӑнттай чӑматансем, тулли сумкӑсем; сӗтел хушшинче, пукан ҫинче, чӑпӑл курӑкӗ тӗслӗ платье тӑхӑннӑ, шурӑ тӗрӗллӗ симӗс тутрине ҫур пуҫран ҫеҫ ҫыхнӑ тапчам та тулли питлӗ хӗрарӑм ӗҫ хучӗсемпе аппаланса ларни, хачӑпа та хамчӑк! хамчӑк! тукаласа тем касни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ула Тимӗр хӑйне айӑпсӑра кӑларма пуҫран нимех те ӑслине ӑсласа кӑлараймасӑр, шӗл-л хӗрелсе, Полинӑна хӑййӑн пӑхса, тӗрӗнсе, тӗкӗр-тӗкӗр тӑрать, Полина та, шанк хытса, тӗлӗнсе, витӗрех тӗсесе, арҫын ача куҫӗнче ҫак хӑтланӑш сӑлтавне-тӗшшине шырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуриса ӗнтӗ унӑн хаяр, ылханлӑ сӑмахӗсем ҫеҫ хӑрр! хӑрр! хӑваласа ҫитсе, янк-янк хӑлха чикки парса пуҫран тӳнк-тӳнк тӳнккерӗҫ, кӑштахран вӗсем те хавшаса, йӑмса ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Валери Туркай каланӑ сӑмахсем пуҫран каймаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Пӗлетӗн-и эсӗ, хӑвӑн дисциплинупа пӗтӗм коллектива каялла туртнине, хӑвна хӑв ача пек тыткаласа пуҫран ачашласса кӗтетӗн-и?

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗрремӗшпе иккӗмӗш классенче Митюк, чӑнах та, япӑхах вӗренмерӗ-ха (ара, шкулта килти пек мар ӗнтӗ, учительсем нихӑш ачине те уйрӑммӑн пуҫран ачашламаҫҫӗ).

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Революцишӗн вӑрттӑн ӗҫленӗ чух пуҫран ачашласса ан та кӗт, — Ваня выртма кансӗр пулнӑ пек, сак ҫинче ҫаврӑнкаласа илчӗ.

В революционном подполье не до нежностей, — Ваня беспокойно заворочался на лавке.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Конспирацие пӑснӑшӑн мана хама та партин хула комитечӗ пуҫран ачашламарӗ.

Меня и самого горком партии по головке не погладил за нарушение конспирации.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Автор повеҫри геройсем, вӗсен пурнӑҫӗпе революцилле кӗрешӗвӗсем ҫинчен пуҫран шухӑшласа ҫырман.

Куҫарса пулӑш

Самсон Шляху // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с. — 3 с.

Пулӑ пуҫран ҫӗрме тытӑнать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ, пуҫран ҫапнӑ сурӑх пек, анкӑ-минкӗ пулса юлтӑм…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Капланса ларнӑ йывӑҫсем час ӳкмеҫҫӗ вӗсем, анчах мана пӗр-пӗр турат кӗҫ-вӗҫ пуҫран ҫапса ӳкерессӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ивановпа Алексеев, ӳсӗрскерсем, ӑна рычакпа пуҫран ҫапнӑ, унтан йывӑр суранланнӑ леснике пуртӑ ҫивӗчӗшӗпе пуҫран каснӑ, тискеррӗн вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑш-пӗр ҫынсем ухмах ҫӳҫ пӗрчисем ӑслӑ пуҫа пӑрахса тараҫҫӗ, текелесе шӳтлеҫҫӗ, эпӗ: ӑслӑ ҫӳҫ пӗрчисем ухмах пуҫран тараҫҫӗ, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Хӑвӑрт парӑнасшӑн мар ҫеҫ: — Апла тесен, ӑҫтан сиксе тухрӗҫ ку хӑлапсем? Эпӗ вӗсене хам пуҫран шухӑшласа кӑларман вӗт! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫли, пуҫран ҫапса антарнӑ пек, ним калама аптраса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех