Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫра (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним калама аптрарӗ каччӑ, пуҫра самантрах тахҫанхи аслатиллӗ каҫ, шкул вальсӗ ташлакан Стасикпа Тамара, пӗр хӗре ӑсатакан икӗ каччӑ вӗлтлетсе иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑслӑ пуҫра пурте арпашӑнса кайрӗ — вӑрҫӑ, ҫӗнтерӳ, кинӗ, тӗрме, ачисем — виҫҫӗшӗ те пуҫне хуни, мӑнукӗсем.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шухӑшсем пуҫра йӑшӑлтатаҫҫӗ, канӑҫ памаҫҫӗ, тарӑху кӑкӑра хӗсет.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашкинчен пуҫра кӑштах ҫуталчӗ, каллех ҫывӑрса кайнӑ ывӑлне вӑратма кирлине ӑнланса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуҫра хӑй тӗллӗнех тӑван хӗрӗ ҫинчен сӑвӑ йӗркисем ҫуралчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуҫра кӑштах уҫӑлчӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ӳкес марччӗ хӑть. Ӳкес марччӗ! Кайран тӑраймӑп вӗт», — пӑлханаҫҫӗ шиклӗ шухӑшсем пуҫра.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуҫра тӗрлӗ шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫамрӑксем «пуҫра ҫавра ҫӗлӗкчӗ» тесе шӳтлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тата тепӗр шухӑш пуҫра йӑва ҫавӑрчӗ: унӑн шӑнкӑрав куллине илтмесӗр пӗр кун пурӑнса ирттересси те маншӑн тамӑк пулӗ.

Неужели, неужели я никогда больше не услышу, как он смеется?

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫак самантра ман пуҫра кӑмӑла ҫӗтӗлтерекен пӗр шухӑш явӑнатчӗ: «Ҫав гайка ним тусан та ҫаврӑнмасть пулсан эп ӑна мӑлатукпа ҫапса нимӗретӗп».

В ту минуту я говорил себе: «Если этот болт и сейчас не поддастся, я так стукну по нему молотком, что он разлетится вдребезги».

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ман пуҫра самантрах ҫак пӗчӗкскерӗн вӑрттӑнлӑхне ӑнкарса илме пулӑшакан шухӑш ҫути мӗлтлетсе илчӗ.

«Так вот разгадка его таинственного появления здесь, в пустыне!» — подумал я

III // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Нимех те пулман, эпӗ «Луч» журналта пӗр япала куртӑм та, ман пуҫра аса илӳсем ҫуралчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак юрату туйӑмне маларах эпир хамӑр чӗрере, пуҫра йӑтса ҫӳренӗ пулсан, юлашки вунӑ ҫул хушшинче куҫ умне кӑларса тӑратмалли мелсемпе усӑ курма пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Кирлӗ информаци пуҫра юлтӑр тесе ӑна ачасемшӗн интереслӗ кӑтартса пама тӑрӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Апла та, капла та ҫавӑрса сӳтсе яврӑм пуҫра.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Пуҫра урӑм-сурӑм шухӑш арпашрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сасартӑк — кӑвак хуппи уҫӑлса кайнӑ пек пулчӗ пуҫра та, чӗрере те…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

– Чикӗ унта мар вара, вӑл – сирӗн пуҫра.

– Граница не там, она у вас в голове.

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Ытти шухӑш валли епле вырӑн тупӑнтӑр пуҫра?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех