Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлӑхсене (тĕпĕ: пуҫлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулӗпе аслӑ пулсан та, пуҫлӑхсене хисеплеме пӗлет мучи, йӗркене юратать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗҫӗнрех пуҫлӑхсене вӑтаммине стаканпа тыттаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ электродран юлнӑ татӑксемпе мӗншӗн пуҫлӑхсене перетӗн?

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ку кӗтмен ыйту Рамана аптратса ӳкермерӗ, хӑйсем мӗнле ӗҫленине, малашне мӗн-мӗн тума пултарнине пӗлсе, шанса тӑраканскер, сывлӑш ҫавӑрса ячӗ те пуҫлӑхсене лӑплантарнӑн, васкамасӑр каларӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Налуксемпе ытти хушма тӳлевсем пирки пуҫлӑхсене ҫапла кала: эпӗ таврӑнатӑп та мӗнпур налуксене тӳлесе тататӑп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эпӗ хам пата килсе калаҫакана кирек кама та юрататӑп, терӗм ӑна, анчах юнашар ӗҫлекен «пӗчӗкрех» пуҫлӑхсене картман ҫынна кӑмӑллама пултараймастӑн, мӗн кирлӗ, мӗн тумалла, мӗнле тумалла, — кун пирки чи малтанах строительство управленийӗнче канашласа пӑхма хӑнӑхӑр, терӗм, ӗҫне вӗсемпе пӗрле тумалла-ҫке, терӗм.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пирвай ятларӗ ӑна: «Пуҫлӑхсене юрама пӗлменнипех харап курчӗ, эпӗ вӑл ялпо председательне е хамӑр урамри бригадира киле чӗнсе пынине пӗрре те астумастӑп, юрать-и ҫапла пурӑнма!» — терӗ, унтан мухтаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пуҫлӑхсене ҫывӑх пулни, вӗсен юррине юрлама пӗлни усӑллӑ иккенне Петр Васильевич ҫамрӑк чухнех чухланӑ, ахальтен мар Инессӑна качча илме хыпкаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Каярахпа хайхискер майӗпен-майӗпен тӗрлӗрен пуҫлӑхсене айӑн-ҫийӗн тустарма пуҫлатчӗ: вӗсем халӑхшӑн усӑллӑ ӗҫ тума мар, пухусемпе канашлусенче хӑйсенчен аслӑраххисене мухтаса урра! кӑшкӑрма кӑна пӗлеҫҫӗ имӗш.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Каллех пирӗн пурнӑҫа элеклеме хӑтланать хисеплӗ Таранов юлташ, каллех. Унӑн директорӗ ытла та хура, унӑн председателӗ ытла та тӗксӗм. Ҫавнашкал пуҫлӑхсене хура куҫлӑх тӑхӑннӑ писатель кӑна шухӑшласа кӑларма пултарать. Чӑннипе вара совет ҫӗршывӗнче Таранов сӑнарласа кӑтартнӑ пек тӑрлавсӑр председательсем ҫук, ун пеккисене пирӗн хушӑра кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупаймастӑн».

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Районти пуҫлӑхсене колхоз нуши мар, план кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пуҫлӑхсене вӑл ҫак илемсӗрлӗхе кӗске вӑхӑтра пӗтерме, кивӗ картасене те илсе пӑрахма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Пуҫлӑхсене йӑпатсан, Пӗртак парне тӑратсан — Тӗттӗм ҫӗрле ҫӳреме Ирӗк, теҫҫӗ, кимсене.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тем тата пуҫлӑхсене те кӑтӑр-кӑтӑр кӑшлакаласа илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

— Пирӗн килте ку таранччен никам та пуҫлӑхсене юрасшӑн тӑрӑшмӑн.

— В нашей семье до сего времени никогда никто не выслуживался перед начальством.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫавӑнпа вӑл тӗн кӗнекисем ытларах кӑларма, аслӑ пуҫлӑхсене юрама тӑрӑшнӑ пек хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пуҫлӑхсене вӑл ак ҫапларах ӑнлантарма пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сутлашма шутлаҫҫӗ пулсан пуҫлӑхсене, леш вӑрӑм ҫилхеллисене, парне памалла мар-и унта халӑх ячӗпе?

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе кун каялла Усеин-Сеит пуҫлӑхсене каласах Хусана тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫук, Горбатый-Шуйский тытса хуптарман вӗсене, пуҫлӑхсене ҫапла ҫеҫ пӗлтерме хушнӑ: Мӗша тӑрӑхӗнчи мӑрсасемпе ҫӗрпӳсен хӑйсен ҫыннисене илсе килӗсене саланмалла, тек ҫар пуҫтарма пӑрахмалла, халиччен юн тӑкнӑшӑн вырӑссенчен каҫару ыйтмалла.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех