Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлатчӗ (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушӑ вӑхӑтра вӑл медработниксем пухӑнса ларакан пӳлӗме кӗретчӗ те пирӗнпе шӳтлеме пуҫлатчӗ, хӑш чухне вара хӑйӗн мӑнукӗ ҫинчен каласа паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пыл чӗресне пуҫлатчӗ, тет те, унта шӑши тавраш кӗрсе ӳкнӗ пулсан, шӑшие, пыл ӑшне путнӑскере, аяккалла ывӑтса яриччен малтан, хӳринчен туртса кӑларса, ҫӑварне хыпатчӗ, тет…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла ыйтусем парса минретсе ҫитерсен вӑл ҫерем ҫине урине явса ларатчӗ, пушшине юнашар хуратчӗ те мана фронтри ҫапӑҫусем ҫинчен аса илсе каласа пама пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Тихӑн амӑшӗ, уявра-мӗнре кӑштах эрех тутанса пӑхсан, тӳрех ывӑлӗ ҫинчен калаҫма пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара хапхасем уҫӑлса каятчӗҫ, урамсене выльӑх-чӗрлӗх тухса тулатчӗ, ял янрама пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Каярахпа хайхискер майӗпен-майӗпен тӗрлӗрен пуҫлӑхсене айӑн-ҫийӗн тустарма пуҫлатчӗ: вӗсем халӑхшӑн усӑллӑ ӗҫ тума мар, пухусемпе канашлусенче хӑйсенчен аслӑраххисене мухтаса урра! кӑшкӑрма кӑна пӗлеҫҫӗ имӗш.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лида вара, те ҫавна асӑрхаса, те унпа та мар, сасартӑк лӑпланатчӗ те манпа калаҫма пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эх, пуҫлатчӗ вара мӑйлама «сӑвӑслан»: мӑй-мӑй-мӑй-мӑй…

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Захар сӑрт тӑрринчи йӑмра сулхӑнне тӑсӑлса выртатчӗ те куҫне хупнӑ-хупманах харлаттарма пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Лешӗ ытларах йӗкӗлтеме пуҫлатчӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Иван пичче вара мана авалхи ҫинчен юмахсем каласа пама пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пур чӗрчун та вара уншӑн Хӗвӗшме пуҫлатчӗ, Кайӑксем те ҫӗнӗ куншӑн Шӑхӑрса юрлатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Лешӗ е кил-ҫуртне пуҫтаратчӗ-и, е выльӑхне апат паратчӗ — ӗҫне шарт пӑрахатчӗ те ачасене ӑҫта кӗтсе илнӗ, ҫавӑнта тенешкел кӑткӑс та чӑлхануллӑ вырӑна ӑнлантарма пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ун пек чухне лешӗ Леннеберга ялӗн тепӗр енче илтӗнмеллех ҫухӑрашма пуҫлатчӗ: «Ӑҫта ман кепарик?!»

Но он поднимал такой крик, что слышно было на другом конце Лённеберги: «Где мой кепарик?!»

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Каҫ-каҫ, пӗрер сехет пек пушӑ вӑхӑт тупӑнсан, вӑл кӑвайт умне, боецсем ларнӑ ҫӗре пыратчӗ те, «концерт» пуҫлатчӗ.

Лишь только выдавался у него вечером свободный часок, он шел к костру, где сидели бойцы, и начинал «концерт».

Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Музыка янӑра пуҫласанах чӑх вальс ташланӑ пек пӗр вырӑнта ҫаврӑнкалама пуҫлатчӗ, музыка чарӑнсанах чӑх та ташлама чарӑнатчӗ.

Как только раздавалась музыка, курочка начинала вертеться на одном месте, как бы вальсируя, музыка прекращалась — и курочка переставала танцевать.

Ташлакан тӑрнасемпе ҫара уран ҫӳрекен чӑхӑ // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Унтан вӑл пуҫӗ урлӑ сиксе выляма пуҫлатчӗ.

Потом начиналось кувырканье через голову.

Мимуспа карлик // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Борькӑна клеткинчен кӑларсанах вӑл сада кайса, унта Пепопа выляма пуҫлатчӗ те, вӗсем иккӗшӗ нумайччен вылятчӗҫ.

Когда Борьку выпускают из клетки, он убегает в сад и затевает игру с Пепо, они долго играют.

Борькӑпа Сурька // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Беби арена ҫине тухатчӗ те ҫынсене пуҫ тайма пуҫлатчӗ.

Выйдет, бывало, Бэби на арену и давай кланяться.

Ҫӗр те ҫирӗм ултӑ булка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Кӑнтӑрла та, нумайччен пӗччен тӑнӑ хыҫҫӑн, вӑл ӳркенсе хобочӗпе хӑйне кайри уринчен кӑкарнӑ сӑнчӑрӗпе выляма пуҫлатчӗ, юлашкинчен, шавлама тытӑнатчӗ.

Даже днём, оставаясь один долго в стойле, он сначала лениво играл хоботом со своей цепью, которой он был прикован за заднюю ногу к полу, а потом начинал тревожиться и шуметь.

«Карлик» // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех