Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫланӑччӗ (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене пӗр ҫӗрелле пуҫтарса хума пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа эпӗ те васкарах ҫӳреме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Халь чапа тухнӑ ҫӗнӗ станока тунӑ чухне, ӗҫ ӑнӑҫсӑр пӗтессине сиснӗ пек пулса пуль эпӗ кӑштах сыпкалама пуҫланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анчӑка старикпе карчӑкӑн мӑнукӗ хыҫнелле шутарма пуҫланӑччӗ ҫеҫ, вӑл пӗр-ик хут вӗрсе те илчӗ, темрен-ҫке ури ҫакланнӑ, кӗрӗс-мерӗс ҫӗре персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Нумайӑшӗ алӑ ҫупма пуҫланӑччӗ кӑна — кӗтесрен Микулай арӑмӗн сасси янӑраса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хыв эс кӗрӗкне, Хрисан пичче, — Елина унӑн кӗрӗк тӳмисене вӗҫертме пуҫланӑччӗ, анчах Хрисанӗ ӑна чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Макар савӑнсах тапак тӗтӗмне ҫӑтма пуҫланӑччӗ, махорка шӑршине сиссе, юнашар выртакан суранлӑ салтаксем пур енчен аллисене тӑса пуҫларӗҫ:

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуллахи куна каҫхи сарӑ сӑн ҫапа пуҫланӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗнӗ темелӗх хӳхӗм марччӗ ӗнтӗ вӑл, сӑмси пӗр тӗлтен хуҫӑлма та пуҫланӑччӗ, пурпӗрех уявсенче ытти карттуссенчен хакла хурать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Иртнӗ ҫул, — пуҫларӗ сӑмахне Алексей, — ҫав ҫурта тунӑ ҫӗре кӗмелли-тухмалли вырӑнта ҫӗнӗ хуралҫӑ ӗҫлеме пуҫланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Манӑн юлташ лӑплана пуҫланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

— Ӗнер улӑштартӑм, — терӗ Фильчин, — шурса кая пуҫланӑччӗ те.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Теприн ҫырлисене татма пуҫланӑччӗ кӑна, сӑмса умӗнченех чӑрӑш йӗкелӗ патлатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Малюҫ, хӑйӗн ҫине пӑхма хӑрушӑ пулин те — ҫавӑнтах, пӗли-пӗлми шӳтлеме пуҫланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн Шарик, — теме пуҫланӑччӗ кӳрши, анчах чарӑнчӗ, темӗскер чӑрмантарчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан Ленька тепӗр такмак калама пуҫланӑччӗ, Санюк сиксе тухрӗ те ун ҫӑварне хупларӗ, такмакласа пӗтерме памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шывӗ те юха пуҫланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кунсӑр пуҫне, чӗрене шӗкӗ ҫиет тейӗн, самаях пӑшӑрханма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ: манӑн лару-тӑру шутсӑр кӑткӑсчӗ, шыв пӗтнӗпе пӗрехчӗ, инкеклӗн анса ларни ырӑпа вӗҫленмессӗн туйӑнма пуҫланӑччӗ.

Мне было не по себе, положение становилось серьезным, воды почти не осталось, и я начал бояться, что моя вынужденная посадка плохо кончится.

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Лешӗ Прохорова ҫине хӑрарах, чалӑшшӑн пӑхса илчӗ, анчах Прохорова машинӑран тухма пуҫланӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тӗттӗмленме пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, самолечӗсем нумай та пулмасть боевой заданирен таврӑннӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тул ҫутӑлас умӗн Кирле ҫывӑрма пуҫланӑччӗ, Курак матки ӑна силлесе вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех