Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлансан (тĕпĕ: пуҫлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1940 ҫулта ҫемье тепӗр хут пӗрле пурӑнма тытӑннӑ, анчах каллех нумайлӑха мар — Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫлансан Йокопа амӑшӗ тӑван тӑрӑхне таврӑнма шутланӑ.

В 1940 семья повторно воссоединилась, однако опять ненадолго — с началом Второй мировой войны Йоко с матерью решили вернуться на родину.

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи пуҫлансан VI Георг Лондонран эвакуациленмен.

Когда началась Вторая мировая война, Георг VI не стал эвакуироваться из Лондона.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Вӑрҫӑ пуҫлансан, ывӑлӑм патне Куйбышева куҫса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансан пӗр эрнерен эпир Украинӑри пӗр яла пырса кӗтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Штурм пуҫлансан та матроссенчен юлмарӑм, вӗсем хыҫҫӑнах чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл, ҫитмӗл ҫулхи старик, военкомата пынӑ, анчах ӑна унтан лӑпкӑн кӑна йӑпатса кӑларса янӑ…

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансан, ашшӗ фронта кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑхӑтра ҫитеймерӗм вӗт, концерт пуҫлансан тин килтӗм…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Концерт пуҫлансан тин вара кӗтӗм те — билет ҫинче кӑтартнӑ вырӑнсем патне пытӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

1941 ҫулта, вӑрҫӑ пуҫлансан, Микулай Мускав ополченийӗпе хулана хӳтӗлеме каять.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Астӑватӑн пуль, пӗр ӗҫкӗ-ҫикӗ пуҫлансан, пӗрре лартса пӗр така ҫитерсе яраканччӗ хӑнасене.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫлансан фронта тухса кайнӑ, ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнайман.

Куҫарса пулӑш

Никама та манӑҫа хӑварар мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%bd%d0%b ... %b0%d1%80/

Хӗл пуҫлансан ферма ӗҫлеме куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Пӗреххинче, ав, кирпӗч ҫитмен пирки шӑв-шав пуҫлансан, Романов Пилешкассине хӑй персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Спецопераци пуҫлансан, вӗсен ҫар чаҫне Украина территорине ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫар службине чыслӑн пурнӑҫлать // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3411147

Съеэд пуҫлансан, вӑл пусӑрӑнма мар, тата вӑйлӑрах ҫӗкленсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хаяр вӑрҫӑ пуҫлансан вӑйпитти арҫынсем ҫапӑҫу хирне тухса кайнӑ, тылри пӗтӗм йывӑрлӑх хӗрарӑмсем, ача-пӑча ҫине тиеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ватлӑха хакламалла // Павел ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d0%b ... %bb%d0%b0/

Халӑх писателӗ пуличчен малтан вӑл Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче ҫуралнӑ (ку событи 65 ҫул ӗлкӗрех пулнӑ), унтан, ытти пур ачасем пекех, утма вӗреннӗ, ултта кайсан парттӑ хушшине ларнӑ, ялти шкул хыҫҫӑн педтехникумра вӗренсе учитель ятне илнӗ, кайран Мускаври театр институчӗн литература факультетӗнче вӗреннӗ, Шупашкара таврӑнсан искусство учрежденийӗсенче ӗҫленӗ, унтан ӑна Совет Ҫарне илнӗ те, вӑл 1939 ҫулта шурӑ финсемпе ҫапӑҫса аманнӑ, Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑ пуҫлансан каллех фронта кайнӑ, стрелковӑй рота командирӗ пулнӑ, дивизи хаҫатӗнче ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансан, ялти чылай ытти ачасемпе пӗрлех, Укахви те шкула ҫӳреме пӑрахрӗ: Тӑван ҫӗршывшӑн хаяр вӑрҫӑ пынӑ чух, пӗтӗм халӑх мӗнпур вӑй-халне тӑшмана пӗтерме панӑ чух кунсерен улт-ҫич сехет шкулта, икӗ сехет ҫул ҫинче, юлашкисене — кӗнеке ҫинче ларса ирттерме намӑс пекчӗ Укахвие.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Концерт пуҫлансан, пӑхса пӗтермесӗр те пӑрӑнса каймастӑп.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех