Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫараканӗ (тĕпĕ: пуҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ стройкӑна пуҫараканӗ хула директорӗ Генрих Трамм пулнӑ.

Движущей силой новой стройки был городской директор Генрих Трамм.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Шӑпах Голсуорси Конрада ҫулҫӳревсем пирки ҫрнӑ калавӗсене пичетлеме ӳкӗте кӗртнӗ, ҫапла май иккӗмӗшӗн литература карьерине пуҫараканӗ пулса тӑнӑ.

Именно Голсуорси убедил Конрада публиковать свои рассказы о путешествиях, став своего рода инициатором литературной карьеры второго.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Пуҫараканӗ кирлех-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫе пуҫараканӗ - Малти Ишек ял поселенийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Вячеслав Ластухин.

Куҫарса пулӑш

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Александр Борисович Культура ҫулталӑкӗнче Красная — Часово — Ивановка — Палевицы — Сотчем маршрутпа ирттернӗ авточупӑва пуҫараканӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха тӗллев — астӑвӑма упрасси // Н.Медведева. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0%b ... %81%d0%b8/

Ырӑ ӗҫе пуҫараканӗ — Тинӗс Ҫар Флочӗн майорӗ, Хуруй ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Анатолий Григорьевич Воронин.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Культура ҫурчӗпе юнашар паркри йывӑҫсене лартма пуҫараканӗ тата хавхалантараканӗ музыка учителӗ Валентин Удирякович Охотников.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Унтан ҫивӗч ыйту хускалчӗ, пуҫараканӗ — Петӗр.

Потом поднялся острый вопрос, а начал его — Петр.

Пире валли те юлӗ-ха // Юрий Ксенофонтов. «Капкӑн», 2011, 16№, 3 с.

Тӗрӗсрех, ҫав кӗвве пуҫараканӗ ӗнтӗ вӑл, вӑйӑ пуҫласа калаканӗ, дирижерӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Смолярчук старшинана курсан, кирек кам та савӑнӗ, ку каччӑ стройра та яланах сылтӑм енчи пӗрремӗш ретре тӑрать пуль, службӑра та, вӗренӳре те чи малта пырать пуль, походра юрӑ пуҫараканӗ те ҫаках пуль, каннӑ чухне шӳт тӑвакан, култаракан ҫын пуль, ӑна хӗрсем юратаҫҫӗ пуль, юлташӗсемпе тусӗсем те хисеплеҫҫӗ пуль, вӑл питех те тӗреклӗ, вӑйлӑ пуль, тесе калӗ.

Всякий, глядя на старшину Смолярчука, сказал бы, что он правофланговый в строю, первый в службе и в ученье, запевала на походе, весельчак и шутник на отдыхе, что его любят девушки, уважают товарищи и друзья, что он обладает завидным здоровьем и силой.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Луизӑн ашшӗ пекех, Кассий Кольхаун та Луиза юланутпа инҫете кайса ҫӳреме пӑрахнӑшӑн пит кӑмӑллӑ пулнӑ, — ҫӳреме чарассине пуҫараканӗ вӑл хӑй пулнӑ та-ха.

Кассий Кольхаун, так же как и отец Луизы, чувствовал большое удовлетворение от того, что Луиза отказалась от своих далеких прогулок верхом, — он-то и был инициатором этого запрета.

ХХХIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ӑна пуҫараканӗ Соломон Борисов пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Брест кирпӗчне музея парнелерӗҫ // А.Исаева. Каҫал Ен, 2018.07.10

Вӑл, пӑлхав пуҫараканӗ, капитана ҫыхса пӑрахнӑ, ирсӗр сӑмахсемпе ятлаҫса кӳрентернӗ.

Он первый бросился на капитана и связал ему руки, оскорбляя и ругая его.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тӗл пулӑва пуҫараканӗ — нимӗҫ журналисчӗ Ян Шредер, мероприятие йӗркелекенӗсем – маларах асӑннӑ Виктор Чугаров тата Ян Шредер.

Куҫарса пулӑш

Берлинта чӑвашсен иккӗмӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23176.html

Смирнов вӗрентекенсен йӑхне пуҫараканӗ — Петр Михайлович.

Куҫарса пулӑш

Смирновсен династине те чысланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12264.html

17. Тавӑҫра ӗҫе малтан пуҫараканӗ тӗрӗс пек, анчах унпа тупӑшаканни килет те, ӗҫ урӑхла курӑнать.

17. Первый в тяжбе своей прав, но приходит соперник его и исследует его.

Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех