Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫаракан (тĕпĕ: пуҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуринчен малтан кулӑш пуҫаракан крючник чупса пычӗ те Ҫтаппана пулӑшасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата темиҫе сӑвӑ каланӑ хыҫҫӑн Петӗр Ҫеҫпӗл Мишшин чӑваш сӑвӑҫӗсене чӑннипех ҫул кӑтартса паракан статйисем пирки асӑнчӗ, чӑваш Совет поэзине пуҫаракан поэтӑн кӗске кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӑл кӑҫал фестиваль пилӗк ҫуллӑх юбилейне паллӑ тунине, пуҫаракан музыкантсемпе артистсен, режиссерсемпе художниксен, ученӑйсемпе волонтерсен, журналистсемпе модельерсен Капсель бухтинче ҫӗнӗрен пӗрлештернине палӑртнӑ.

Он подчеркнул, что фестиваль в этом году отмечает пятилетний юбилей и вновь объединяет в бухте Капсель начинающих музыкантов и артистов, режиссеров и художников, ученых и волонтеров, журналистов и модельеров со всей страны.

Путин "Таврида.АРТ" фестивале хутшӑнакансене тата организаторсене саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3393500

Техникӑна ҫӗнетесси пырать, хальхи ӗҫсене ӗҫе кӗртеҫҫӗ, патшалӑх активлӑ пулӑшнипе пуҫаракан фермерсем ҫӗнӗ интереслӗ проектсем пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑхӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... te-3353036

- Фиргать Хайртдинов пӗлтӗр Кивӗ Сӗнтӗрте федерацин «Ӗҫ пуҫаракан фермер» программипе килӗшӳллӗн 1,1 млн тенке, ытти укҫана явӑҫтарса 250 пуҫ выльӑх усрамалӑх вите турӗ.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Чире пуҫаракан вируссем ӳсӗрнӗ, сунасланӑ, калаҫнӑ май сывлӑша тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Грипран вӑхӑтра сыхланӑр // Е.Егорова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%b3%d1%8 ... bda%d1%80/

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2012-2021 ҫулсенче выльӑх пӑхакан ҫемье фермисем — 93, 2012-2020 ҫулсенче ӗҫ пуҫаракан фермерсем – 343, 2016-2021 ҫулсенче ял хуҫалӑхӗнчи потребительсен кооперативӗсем – 16, 2019-2021 ҫулсенче «Агростартап» программӑпа — 51, 2021 ҫулта «Перспективӑпа» 21 грант (пӗтӗмпе 2 миллиард тенкӗлӗх) илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Вӗсем хыҫҫӑн — колонна пуҫӗнче трубачсем, литаврщиксем тата юрӑ пуҫаракан ҫеҫен хир тенорӗсем пыраҫҫӗ.

За ними — в голове колонны — трубачи, литаврщики и запевалы — степные тенора.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— «Ӗҫ акӑ мӗнре, — вуларӗ вӑл малалла, — вӑрҫӑ пуҫаракан ҫӗршыв пулса тӑракан Германин войскисене йӑлтах мобилизацилесе ҫитернӗ пулнӑ…»

— «Дело в том, — читал он, — что войска Германии, как страны, ведущей войну, были уже целиком отмобилизованы…»

VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Этем ӑсӗ — мораллӗ ӗҫе-хӗле пуҫаракан ниме тӑман хевтесӗр вӑй ҫеҫ!

Жалкая, ничтожная пружина моральной деятельности — ум человека!

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ну, конкретлӑ, вӑт ҫав Егор Дымшаков, эсир: мӗн пур лайӑх мар япаласене пуҫаракан ҫын текенни, вӑл мӗн — ӗҫет-и, алхасса ҫӳрет-и, ӗҫе тухмасть-и?

— Ну конкретно, вот этот Егор Дымшаков, которого вы считаете заводилой во всех нездоровых явлениях, он что — пьет, дебоширит, не выходит на работу?

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тата: Ҫимӗк нумай хӑна-вӗрле – ҫывӑхри, аякри тӑвансене пуҫтарать, ҫавӑнпа вил тӑприсем ҫинче шавлӑ калаҫу пуҫаракан, сӑра-эрехпе минрешсе ҫынлӑх картинчен тухнӑ тӗслӗхсем те тӗл пулкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ вырӑна сӑваплӑхра тытар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%81a%d0% ... %b0%d1%80/

Ҫапах та Нягинсен династине пуҫаракан Константин Петрович Крдыков-Петров пирки паха ӗҫсем пухнӑ.

Все же удалось собрать хороший материал по зачинателю династии Нягиных - Константину Петровичу Крдыкову-Петрову.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ӗҫ пуҫаракан фермер малашне хуҫалӑхне пысӑклатасшӑн, выльӑхсен шутне 15 пуҫ таран ӳстересшӗн, ялхуҫалӑх техники туянасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Районти пӗр фермер гранта тивӗҫнӗ // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Демодекоз — куҫа курӑнман сӑвӑс пуҫаракан чир.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

- Малтанхи тапхӑртах усал шыҫӑ пуҫаракан меланомӑна ахаль куҫпа пӑхса асӑрхама май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Юлашки вӑхӑтра хӗвел пайӑркисемпе пиҫсе кайни те меланома чирне пуҫаракан тӗп фактор пулма пултарнине ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех