Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушмака (тĕпĕ: пушмак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушмакӗ ҫемҫе (SoftBoot) пулсан унӑн хӗрри ура тупанӗнче 2-3 см ҫӳлерех, ун пек пушмака «traing» теҫҫӗ, вӑл спидскейтерсене тренировка ирттернӗ чухне хӑйсене хӑтлӑрах туйма парать.

Если это мягкий ботинок (SoftBoot), то высота края ботинка над щиколоткой 2-3 см, такие ботинки называются «training», что подразумевает, что он предназначен для более комфортной тренировки спидскейтеров.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Хытӑ пушмака хытӑ пластикран тӑвӑртарах тӑваҫҫӗ, шалта унӑн ҫемҫе «атӑ» (хӑш чухне ӑна ҫавӑн пекех «лайнер» теҫҫӗ, акӑлчанла «liner» сӑмахран) пур, ҫавна пула шалта ура ҫирӗп вырнаҫать.

Жесткий ботинок делается достаточно тесным, из твёрдого пластика с внутренним мягким «валенком» (иногда он также называется «лайнер», от английского «liner») и, благодаря этому, хорошо фиксирует ногу.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Хӑш-пӗр роликлӑ тӑркӑчсен моделӗсенче пушмака хытармашкӑн тата ун ҫумне лайӑхрах ҫирӗплетмешкӗн пушмак ҫине те вырнаҫтарма пултараҫҫӗ, ҫапла май кӗлӗ пӳшкӗнӗ вырӑнне усӑ кураҫҫӗ.

Для придания жесткости ботинку и наилучшей фиксации в некоторых моделях роликовых коньков может быть дополнительно установлена на ботинок и замещать собой пяточный ремень.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Пушмака пӗр-пӗтӗмӗшле хатӗрленӗ чухне, фитнес тата ытти тӗссен, вӑл ҫук.

Внутренник отсутствует на фитнес- и других видах роликов с цельным ботинком.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Кустӑрмаллӑ пушмака хатӗрленин историйӗ

История создания обуви на колесах

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Студент укҫине аран-аран хӗстеркелесе тин ҫеҫ туяннӑ пушмака ҫухатма шел.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Киле шӑпӑрт ҫеҫ кӗтӗм те никама систермесӗр урана, хӑрах пушмака пылчӑкран тасатса ҫывӑрма выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Эпӗ уяв умӗн кӑна илсе тӑхӑннӑ замша пушмака пӗрне ҫухатрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хальхинче вӑл питӗ хурланса, пӗтӗм чунтан макӑрчӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне шеллерӗ, пушмакне хӗрхенчӗ — ку пушмака пӗр мастерскойӗнче те юсаттарма ҫук.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ним каличчен малтан вӑл начальник куҫӗнчен ҫав тери хурлӑхлӑн пӑхрӗ те: — Пушмака тӑхӑнма ирӗк парсамӑрччӗ, сирӗн урай сивӗ кунта, манӑн урасене шӑнтма юрамасть — ревматис, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Вара «пӗчӗк вӑрӑ» пушмака пӑрахса хӑваратчӗ те, хӑйӗн хуҫипе кӳршӗсем калаҫнине итлес пек, вӗсем ҫинелле аякран пӑхса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Курӑр-ха, пушмака ҫӗклесе каять!»

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑвар пушмака, Бианка! — илтӗнетчӗ кӳршӗсен пахчинче хӗрарӑмсем кӑшкӑрни.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑтӑр-вӑтӑр пиллӗк, унран мала мар, — терӗ Таранов шӗвӗртерех сӑмсаллӑ йӑлтӑркка хура пушмака сӑнарах пӑхса.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл, пушмака алла илсе, ачи патне тулхӑрса пычӗ те: — Ҫи-пуҫ мурӗ! Укҫа мурӗ! Уруна ҫӗклесе утаймастӑн-и? Сана ҫи-пуҫ туянса ҫитереймӗн! Ы-ы-ых! — тесе хӑтӑрса тӑкса, ӑна пушмакпа пуҫран тивертсе пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Эпӗ янкӑр уҫҫӑн вӑраннине, яртах уҫӑлса кайнине курсан, йытӑ, пӗтӗм кӳлепипе чӗтрене-чӗтрене, пукрас хӳрине антӑхса кайса пӑлтӑртаттарма пуҫларӗ, ман пушмака, ал пӳрнисене ҫулакаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ирсерен вара ҫав сӗврӗк, нӳрри тухса пӗтмен ҫӑм пушмака тӑхӑнсах ӗҫе ҫӳреме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл вара икӗ мӑшӑр пушмака сарӑ сумкине тирпейлесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Эпӗ виҫҫе пӑхнӑ хыҫҫӑн, ман алри пушмака шап-шурӑ хутпа чӗркерӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

— Ав ҫав пушмака, хӗрӗх иккӗмӗш виҫеллине кӑтартсамӑрччӗ?

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех