Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухӑнсан (тĕпĕ: пухӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах эпир кӑмӑлсӑр ҫынсем мар, пирӗн пӗрле ӳснӗ, пӗрле пурӑннӑ, ӗҫленӗ тус-тантӑшсем, ырӑ юлташсем пур, ял-йыш, хула-йыш пур; вӗсем пӗр-пӗрне тӗл пулсан, пӗр ҫӗре пухӑнсан — пире ырӑ сӑмахпа асӑнӗҫ, тетӗн…

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

— Кайран та, ҫын пухӑнсан та илсе пӑрахма пулнӑ вӗтха ӑна.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халӑх пухӑнсан Михха мучи мала тухса тӑчӗ те, ҫӑл умне чӗркуҫленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӗрсем унӑн историне пӗлнӗ те кашни каҫах, пӳлӗме пурте пӗрле пухӑнсан, Лизӑран паянхи кун мӗнле иртни ҫинчен, вӑл Виктора курнипе курманни ҫинчен тата вӑл малашне мӗн тума шухӑшлани ҫинчен ыйтма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ушкӑнпа, юлташсемпе пӗрле пухӑнсан кӑмӑллӑрах та.

Куҫарса пулӑш

Ытарайми ҫуллахи савӑк кунсем // Людмила АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... em-3388943

Тата кантура ҫынсем пухӑнсан та, ӑна-кӑна сӳтсе явнӑ чух та хуса ямаҫҫӗ мана, тепӗр чух, ӗҫ ҫук пулсан, тӗрлӗ саҫҫетанисенче малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех итлесе ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Унта малтанхи хут пухӑнсан, асра юлмалли мӗнле ӗҫ ирттерӗпӗр?» — тесе шутлаттӑмӑр колхоз правленийӗпе парткомра.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Пӗрле пухӑнсан вӗсем, пӗрле калаҫса хӑйсен чунти йывӑр япалисене пӗр-пӗринпе калаҫса татма пултараҫҫӗ тесе шутлатӑп эпӗ, хӑйсем хушшинче тӗрлӗрен ыйтусене те пӗр-пӗринпе татса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп чунлисене те пулӑшу кирлӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60568

Ҫынсем кӗшӗлех пухӑнсан ӗнене типӗ ҫӗрелле сӗтӗрсе кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ывӑлӗсем пухӑнсан вӑл икӗ шӑпӑр илсе килме хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслӑк айне хуллен куҫа-куҫа кӗрет, Калӑпӑшпе пухӑнсан каллех ташша ҫӗмӗрет.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Ҫичӗ ялӗ пухӑнсан Шупашкара Шуртантан Ҫын суйласа ямалла, Мӑнастирти пуҫлӑха Парне кӳртсе памалла, Шуртан ҫулнӑ улӑха Шурне пама пулмалла.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сурхури вӑхӑтӗнче пухӑнсан, Таш ташлама пӑрахсан, Тытӑнаҫҫӗ ҫӗр яма, Такмакласа юрлама: Пулас пурнӑҫ хисепне Ҫӗррисене чӳлмеке Пӑрахаҫҫӗ шыв ӑшне, Пӑтратаҫҫӗ йӗкепе.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ферма пӳртне пухӑнсан, пурте — халӑх хушшинчи йӗркене сыхлакан юлташсем те — ӗҫри пӗрремӗш ӑнӑҫупа саламларӗҫ Верука.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Пӗрле пухӑнсан йытӑсенчен ыйтӑпӑр, миҫе ҫыру, миҫе ухӑ йӗппи тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ашшӗ те ҫавӑн пекехчӗ: тимӗрҫӗ лаҫҫинчен таврӑнатчӗ те, пӗрле ӗҫлекен рабочисем каҫхине хӑй патне калаҫса ларма пухӑнсан, сӑмавара ҫапла вӗрсе чӗртетчӗ.

Так и отец бывало, вернувшись из кузницы, раздувал самовар, когда вечером у них собирались потолковать друзья-рабочие.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫӗн сукмак йӗрлеме кӑмӑлу пухӑнсан Ҫичӗ хут шутлама эс пӗлсем!

Куҫарса пулӑш

Кам юлать, мӗн юлать аякра? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 70 с.

Ҫӗннине йӗрлеме кӑмӑлу пухӑнсан Ҫичӗ хут шутласа илмелле!

Куҫарса пулӑш

Кам юлать, мӗн юлать аякра? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 70 с.

Пӗр вырсарникун ҫав пуп, чиркӗве халӑх пухӑнсан, алтарь умне ҫӳҫсӗр-сухалсӑр тухнӑ, тет те, ҫапла каланӑ…

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Халӑхран укҫа пухӑнсан, тӳлетпӗр акӑ, — терӗ Иванюк.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех