Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухӑнса (тĕпĕ: пухӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Смена пӗтсен хӗрсем пӗр ҫӗре пухӑнса ларчӗҫ те хӑйсем паян мӗн чухлӗ ӗҫленине шутлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ку ыйту — пысӑк ыйту, ун ҫинчен эпир тепӗр чухне юриех пухӑнса калаҫӑпӑр, ҫав пуху хӑҫан пулассине сана та малтанах систерсе хурӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пушӑ вӑхӑтра вӑл медработниксем пухӑнса ларакан пӳлӗме кӗретчӗ те пирӗнпе шӳтлеме пуҫлатчӗ, хӑш чухне вара хӑйӗн мӑнукӗ ҫинчен каласа паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кунта вара шӑпах та, республикӑра чи хӑватлӑ аталанса пыракан предприятисем пӗр чӑмӑра пухӑнса ӗҫлени паха.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Вӗсемпе пӗрле пухӑнса, ӗҫ планӗсене сӳтсе явсан лайӑх, тепре чухне вӗсем те чылай ӗҫсене пурнӑҫа кӗртсе пыма витӗм кӳни куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

…«Тилли юррисене» вулатӑн та савӑнса ҫапла калатӑп: ку юрӑсенче — тӑван халӑх юрри-сӑввисен тахҫантанпа пухӑнса пынӑ илемӗ, халӑх кӑмӑлӗ, ӑс-хакӑлӗ, чӑваш поэзийӗн хӑйне евӗрлӗхӗ, вӑйӗ, поэт ӑсталӑхӗ, тетӗн, вара ху каланӑ сӑмахсене ҫирӗплетсе пама, сӑлтавлама, ӑнлантарма тытӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хӗрлӗ площадьри репродуктор умӗнче ҫынсем вара передачӑсене яланах йышлӑн пухӑнса итленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Революциччен, калӑпӑр, «Нарспи» поэмӑна кашни алла тытса вулайман, нумайӑшсем, пӗрле пухӑнса ларса, пӗр-пӗр ҫын вуласа панине итленӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл ял ҫыннисен малашне кирек епле уява та, пӗлтерӗшлӗ мероприятие те пӗрле пухӑнса ирттерме майсем пуласси пирки каларӗ, ҫитсе килекен 2024 ҫулпа саламларӗ, пурне те ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Зоя Дипломатова асӑннӑ тӑрӑх, халӗ кунта ял ҫыннисен пӗрле пухӑнса вӑхӑта усӑллӑ ирттерме пур условисем те ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Пӗррехинче, ҫапла пухӑнса ӗҫсе ларнӑ вӑхӑтра, алӑка шаккамасӑрах пилӗк милиционер кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла пӗр ушкӑн арҫын пухӑнса пӳрте кӗчӗҫ те алӑк патӗнче кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уйри ӗҫе тума пуҫӑничченхи канлӗ вӑхӑтра, пуринчен ытла каҫпа, хресченсем урама пухӑнса ларасса аван пӗлет вӑл.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эх, пухӑнса лараҫҫӗ вара ҫак штабра шӗвӗрккесем, хӑйсене мӑн ҫын пек тытса тем сӳтсе яваҫҫӗ, тем канашлаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Пӗррехинче Закускинпа унӑн тусӗсем хӑйсен черетлӗ улахне пухӑнса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

— Эпӗ мӗн… касса татрӑм ҫав, — терӗм ҫак самантра пухӑнса тӑма ӗлкӗрнӗ юлташсене.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Пурте йывӑҫа тӗревпе тӗртсе тӑракан Хӗрӳ Хӗветӗр тавра пухӑнса тулнӑ, ӑна пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ларасчӗ ҫак йывӑр ӗҫпе тата выҫӑпа халтан кайнӑ сӳпӗлтетӳҫӗсен пӗрле пухӑнса, шутласа илесчӗ — Ваҫилен саккунлӑ упӑшки — Ванюш тимӗрҫӗ салтака хӑҫан тухса кайнине.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗрре пурте вӑрттӑн пухӑнса ҫар ҫине хӑватлӑн тапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Пӗрле пухӑнса тӗлпулу йӗркелерӗмӗр, туслӑ ӗҫленине кӑмӑллӑн аса илтӗмӗр, хамӑра юрӑ-ташӑпа та савӑнтартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех