Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухусенче (тĕпĕ: пуху) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пухусенче регионта кирлӗ специальноҫсем, ӗҫ паракансен ыйтӑвӗ валли ориентированисем, «Профессионалитет» программӑсем тӑрӑх хатӗрленмелли ҫул-йӗрсем ҫинчен каласа парӗҫ, ӗҫе кӗрес ыйтусем тӑрӑх консультаци тӑвӗҫ.

На собраниях расскажут о востребованных в регионе специальностях, ориентированных под запрос работодателей, направлениях подготовки по программам «Профессионалитет», проконсультируют по вопросам поступления.

Пушкӑрт Республикинче "Профессионалитет" федераци проекчӗн шайӗнче уҫӑ алӑксен Пӗрлехи кунӗ иртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3475781

— Ҫитет, хам ӗмӗрте пухусенче ларса сахал мар йӗм ҫӗтнӗ!

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

— Писательсен пултарулӑхӗ ҫинчен час-часах ҫыратӑн, вӗсем пухусенче мӗнле-мӗнле ыйтусем сӳтсе явнине вулакансене хыпарласах тӑратӑн, композиторсене те манмастӑн темелле, анчах пире ак, художниксене, кӳрентеретӗн, тӑванӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Апла пулсан мӗншӗн вӑл пухусенче е ытти ҫӗрте: «Чӑвашсем ушкӑнпа ӗҫлесе пурӑнма хӑнӑхнӑ — вӗсем колхоза салатасшӑн мар!» — тесе шавлать?

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пухусенче арҫынсенчен кая мар сӑмах кастарма пултарнӑскер, бригадирта та, ферма пуҫлӑхӗнче те ӗҫленӗ, ӑна ял совет депутатне те час-часах суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Территори пайӗн ертӳҫи Николай Сормов пухусенче халӑха 2022 ҫулта картишсен территорийӗсене тирпей-илем, ялта пурӑнакансен пуҫарӑвӗпе 11 проект пурнӑҫа кӗртни ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Пухусенче ҫав кутсӑр-пуҫсӑр шалак, чара, палка ҫӑвар — сӑнчӑрти йытӑ «хам! хам! хам! хамлатнипе» янӑраса тӑнах илетчӗ: никама та ум памасӑр тем чанкать, тем паврать, тем кӑранклатать, пырне те шеллемест.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Чи малтан пухусенче сехечӗ-сехечӗпе нимӗн чӗнмесӗр шухӑшласа ларнӑ илемлӗ сӑн-питлӗ, ырӑ чунлӑ Доруца, малашнехине ӗмӗтленме юратаканскер, халӗ ҫакӑн пек йӗрке тӑвасшӑн питех те тӑрӑшрӗ:

Красивый, мечтательный и добрый по натуре, Доруца, который целыми часами кряду мог бывало сидеть с отсутствующим, задумчивым взглядом, теперь стал самым ярым сторонником этой установки:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫапах та отчетлӑ пухусенче ял ҫыннисем хускатнӑ ыйтусене, тухса калаҫакансен сӗнӗвӗсене ертӳҫӗсен малашнехи ӗҫре усӑ курмах тивӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Чӗлхипе хытӑ кастарать вара, пухусенче ун сасси кӑна.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пухусенче кӑшкӑрма питӗ ӑста вӗсем…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл ялти пухусенче халӑха ӑнлантарса пама кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унӑн та хӑюлӑх тупӑнчӗ, вӑтанма пӑрахрӗ, пухусенче тухса калаҫма вӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ялти пухусенче пирӗн майлӑ ҫынсене суйлама тӑрӑшӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пухусенче уҫӑмлӑ тухса калаҫать, обществӑлла ӗҫсене те активлӑ хутшӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пухусенче, тепӗр чух шавласа кайсан, лӑпкӑн каласах халӑха лӑплантарма пултаракан ҫын вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Халиччен Зейнаб Гариф усаллипе ыррине, лайӑххипе начаррине уясах кайманччӗ, ӑна ялан правленире е пухусенче курма хӑнӑхнӑран хӑй ӗҫлӗ калаҫнӑ чухке унпа ӗҫлӗ калаҫаканччӗ, шӳт тунӑ чухне шӳт тӑваканччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пухусенче пӗр-пӗринпе харкашни ӗҫе чарать, юлташсем, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алюновсем пухусенче чӑвашсене Учредительнӑй пуху кӗҫ-вӗҫ пухӑнасса ӗнентерчӗҫ, Ҫӗпӗрте каллех ӗлӗкхи йӗрке туса хунине шанма хушмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халӗ тем те калаҫҫӗ пухусенче: пӗрисем пӗтӗм влаҫа рабочисемпе чухӑн хресченсен аллине памалла теҫҫӗ, теприсем — чӑваш эсерӗ пеккисем — патшалӑхра тӗреклӗ хресченсен влаҫӗ кирлӗ теҫҫӗ, пуянни-чухӑнни — пурте «пӗртӑван» пулмалла теҫҫӗ, чӑваш тӳре-шари те тӑвасшӑн хӑшӗ-пӗри, — кулкаласа каларӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех