Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухуран (тĕпĕ: пуху) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шавласа саланчӗҫ пухуран ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Григориу та пухуран пухӑва, планеркӑран планеркӑна ҫеҫ курать пуль-ха ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Патшана ҫакмаллах, аппа, — терӗм, Марине аппа пухуран таврӑнсан.

Куҫарса пулӑш

Шурикпа калаҫни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ула Тимӗр ури айӗнче халӗ ҫӗр те ҫунчӗ тейӗн, унӑн пӗрре ытти ачасен хыҫне пытанас, тепре пухуран тухса тарас шухӑш та ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӑх татӑклӑ ним те йышӑнмасӑрах саланчӗ пулсан та, пухуран Михха ӑншӑрт ҫапса хуҫнӑ пек вӑйсӑрланса таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӑлхатакансене пухуран хӑвалас!

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй, чӑнах та, пухуран киле таврӑнман, — хыпаланса пӗлтерчӗ учительница.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Паянлӑха Сергее пухуран тухма ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хусан хӑнисене ӑсатнӑ хыҫҫӑн Урасмет яла юлса ҫынсене пухуран саланма хӗтӗртекен этеме тупасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗншӗн-ха ӑна пухуран тухсан та киле пӗрле пыма чӗнекен те пулмарӗ, йӑлтах ют-ши вӑл вӗсемшӗн?

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Пухуран Елюкпа Михала, темӗнле-ҫке, пӗрлех тухрӗҫ, пӗрлех килелле ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вӑл ҫеҫ те мар-ха: Крахвине кинемей ялти пер пухуран та юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Пухуран кайсанах исправник старостана чӗнтерсе кӑларать.

Вернувшись со схода, исправник тут же призвал к себе старосту.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эс кала, пухуран килтӗмӗр, те.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗр пухуран та юлмасть.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳртре никам та ҫук иккен-ха, ашшӗпе Анушка пухуран килсе ӗлкӗреймен, амӑшне Укахви иртенпе те курман, вӑл пристане ҫу леҫме кайнӑччӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви пухуран киле кайма Тутаркасра пурӑнакан участковӑй агрономпа — хӑйпе пӗр ҫулхи Олимпиадӑпа пӗрле тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятламаспа Северьян пухуран ҫӗнни нимӗн те пӗлсе килеймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах Ахваниҫе, ӳсӗр тесе, пухуран хӑвалама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пушар тухнӑ пирки учительсем пухуран часах саланса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех