Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухрӗ (тĕпĕ: пух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунне ирхине Иван Кузьмич больницӑна кайса килчӗ те пӗчӗк канашлу пекки пухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Арена ҫине хура маскӑна кӑларни, чӑн та, куракансене ытларах пухрӗ, хуҫа кӗсйине укҫа ытларах кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Орлик самаях канчӗ, ҫемҫе курӑк ҫисе вӑй пухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Хреҫҫи юлашки вӑйне пухрӗ те тытӑнчӑклӑ сасӑпа: — Эх, ачамсем, «Тӑлӑх выльӑх усраканӑн тути-ҫӑварӗ ҫулланнӑ, тӑлӑх ача ӳстерекенӗн пичӗ-куҫӗ юнланнӑ», — тенӗ пек пулса тухрӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Юлашкинчен вӑл, ухмаха ересрен хӑранипе тата шанма пӑрахнипе юлашки вӑйне пухрӗ те инҫетелле тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вестибюльре Завьялов телефон-автомата вун пилӗк пуслӑх манит ячӗ те справкӑсем параран бюро номерне пухрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл малти пӳлӗмрен васкаса иртрӗ, унта урай тулли хаҫатсемпе журналсем выртаҫҫӗ-мӗн, — вӑл килте пулман икӗ эрне хушшинче почтальон хӑй ӗҫне тӗп-тӗрӗс туса пынӑ, — унтан Завьялов каялла таврӑнчӗ, хаҫатсене пӗр ҫӗре пухрӗ те сапаланакан купана сӗтел ҫине пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Васса пӗр кӗсъе пухрӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пухрӗ Микка бригадӑри хӗрарӑмсене пӗр ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Пухрӗ, тет те, ӗҫе пикенес умӗн пурне те апат ҫитерме шутларӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ӗлӗк-авал Нямаҫ ятлӑ пӗр чӑваш ял халӑхне кӗлет хӑпартма пухрӗ, тет, — тӑнӑ-тӑман калаҫса кайрӗ хайхискер.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл ашшӗ-амӑшне, педагогсене пӗр тӗвве пухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен балӗ Хӗрлӗ тӳремре иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=D_RFPSpAEeI

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ – тавра пӗлӳҫӗсене, хастарсене, чӑваш культуришӗн ырми-канми тӑрӑшакансене пӗр тӗвве пухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тавра пӗлӳҫисен форумӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60501

Анчах композитор (тата вӑлах дирижер) хӑйӗн ӑс-хакӑлӗпе чунӗн пӗтӗм тимне мӗн май килнӗ таранах пухрӗ те ҫапла каларӗ: «Пуян, пуян пирӗн ҫӗршыв вӑрманӗ».

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Мосальский, ҫак сӑмахсенчен хӑраса, ҫаплах стена ҫумӗнче хӗсӗнсе, чӑмӑртанса ларчӗ, юлашкинчен вӑл сасартӑк вӑй пухрӗ те, хӑйӗн шикленӗвне пӗтӗмпех айккине сирсе, ҫав сӑмахсене хирӗҫ ура ҫине хӑюллӑн тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Часах ӗмӗрлӗхех куҫне хупасса пӗлсессӗн вара вӑл тин тупӑннӑ юлташӗсене пухрӗ те хӑйӗн утаманӗ пулнӑ патька-патшан шанчӑклӑ ҫарпуҫӗ Укаслу-полковник ҫинчен мӗн пӗлнине, вӑл ертсе пынипе хӑйсем ӑҫта-ӑҫта ҫитнине, ирӗклӗхшӗн епле кӗрешнине пӗтӗмпех каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ишмук сасартӑк пур вӑйне пухрӗ те, хӑйне мӗн пуласси пирки шухӑшламасӑр, кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксем хӑйне ярсассӑн вӑл, юлашки вӑйне пухрӗ те, стена ҫумне тӗрӗнсе, ури ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн ялта пӗр ватӑ ҫын вилес умӗн ывӑлӗсене хӑй патне пухрӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫар пухрӗ пулсассӑн та Белокопытов хӑй пӑлхавҫӑсене ҫӗнтерессе ӗненсех ҫитмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех