Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухатӑп (тĕпĕ: пух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрлӑха специализациленӗ лавккара кашнинчех икӗ-виҫӗ пин тенкӗлӗх туянатӑп, нумайӑшне чечекне тӑкнӑ хыҫҫӑн хам пухатӑп.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Тӳрӗ пурӑнатӑп, мул тенине вӑйпа та ӑспа пухатӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑхӑт ҫитсен, вӗсене пухатӑп, пӗрлештеретӗп, теттӗм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Халӗ, акӑ, вӑй пухатӑп та каллех ун патне тухса каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ, утнӑ май, ҫултан пӑрӑнкаласа, сарӑлса ӳсекен, ҫирӗп туналлӑ, анчах сар хӗвел пӑхнипех куҫӑхнӑ хитре чечексем (шӑнкӑрав курӑкӗ, лантӑш, фиалка, кӑвак ҫеҫпӗл, кӑвакарчӑн куҫӗ, шур чечек, кукшапуҫ, чӗп куҫ курӑкӗ) тататӑп та алла пухатӑп.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Шкулта ӗҫленӗ хушӑрах чӑваш халӑх юррисене пухатӑп, ялсем тӑрӑх ҫӳресе, ҫынсенчен тӗрлӗ юрӑ ҫырса илетӗп.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Ку пулчӗ, — шухӑшларӗ Джесси, — халӗ кӑштах выртатӑп, ӳкмесӗр малалла кайма вӑй пухатӑп.

«Это сделано, — подумала она, — и я полежу немного, чтобы идти, не падая.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Татӑклӑнах — сирӗн хӑратаканни нимӗн те ҫук (ӑшӗнче вара урӑхла шухӑшлать), анчах та сире татах тӗпчемелле малашне те сиккелеме юратӑр тесе татӑклӑн пӗтӗмлетес тӗллевпе, ҫавӑнпа ыран мар тепӗр кун — урӑхла шухӑшламашкӑн хистекен улшӑнусем пулмасан — консилиум пухатӑп.

Решительно ничего серьезного у вас нет (про себя думал он другое), но, чтобы окончательно решить, как вам снова начать прыгать, я должен буду послезавтра — если не произойдет каких-либо руководящих изменений — созвать консилиум.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Канса вӑй пухатӑп, шанчӑклӑ хураллӑ караван пухатӑп та ҫыран патне ҫул тытатӑп; унтан каллех — Руфут тӑвӗсем, унтан пӗтӗмпех кӑларатӑп, шанчӑклӑ вырӑна куҫарса хуратӑп та мула вырнаҫтарас ыйтӑва татса паратӑп.

— Я отдохну, соберу караван с надежной охраной и отправлюсь к берегу; затем опять к Руфутским горам, возьму все, перевезу в надежное место и займусь реализацией.

XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Старик, эсӗ кӗленче тунӑ, асамлӑх пулӑшнипе шутласа кӑларайми пуянлӑх пухатӑп тесе шухӑшланӑ айван та ӑссӑр ӗмӗтӳнте…

Старик — ты делал стекло, в наивной и безумной мечте представляя, что помощью волшебства создашь несметное состояние!

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Эпӗ вӑрмана каятӑп, каланӑ ӳсен-тӑрана пухатӑп, ӑна мана чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑракан д'Обремон валли сӗтӗрсе ҫитеретӗп.

Я отправлялся в лес, собирал приказанные растения и тащил их нетерпеливо встречавшему меня д'Обремону.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Шайка пухатӑп та, тӳрех ҫавсенчен пуҫлатӑп тенӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Килсе сӗртӗнӗр анчах, халех колхозниксене пурне те пухатӑп та, пӗтӗмпех каласа паратӑп, ялсовета жалоба парам.

Только подойдите, тут же соберу всех колхозников и все расскажу, и жалобу в райсовет отправлю.

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Университет пӗтерсен ӗҫлесе укҫа пухатӑп та тӗнче тӑрӑх аннене шырама тухса каятӑп тет.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Нумайрах пухатӑп та шкула, Василий Григорьевича кайса паратӑп.

Наберу побольше и Василию Григорьевичу в школу снесу.

II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Хӑш чухне килхушшинче тырӑ пӗрчи пуҫтарса ҫӳретӗп пулсан, ӑна та хам вӑйпа пухатӑп.

А те зернышки, которые я собираю иногда на дворе около вас, тоже заработаны мною.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Эпӗ ҫар пухатӑп.

Скоро соберем войско.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ вара маттур йӗкӗтсене суйласа пухатӑп та пӗтӗм флотпа — полюссем патнелле, унта электромагнит станцийӗсене ярса илетӗп.

А я подберу молодцов и со всем флотом двину прямо на полюсы, захвачу электромагнитные станции.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Эпӗ халех парти пухӑвне пухатӑп.

 — Я сейчас созову партийное собрание.

17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Пысӑк бригада пухатӑп.

Большую бригаду соберу.

Хӗрарӑм-сунарҫӑ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех