Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухать (тĕпĕ: пух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлтӗр туса хунӑ фонд нумай-нумай кӑтартӑва пухать, вӗсемпе пурте усӑ курмаллли анлӑ майсем уҫать.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Юлташла хуласемпе «Шупашкар туссене пухать» пултарулӑх фестивальне ирттерме калаҫса килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Ахальтен мар вӑл паха сортлӑ, вӑйлӑ тухӑҫлӑ тырпул, пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтерме, ӳсен-тӑрана тӗрлӗ чир-чӗрпе кӗрешме хӑнӑхтарма ӑс пухать.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл Шупашкар хулинчи ял-хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухать, агроном пулма хатӗрленет.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Каҫсерен кӗнеке вуласа ӑс пухать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ыран канмалли кун тенӗ каҫ хӑна пухать.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Пурхи Петти пура пурать, Тарас Тарйи турпас пухать.

Куҫарса пулӑш

Санюк Санькки кӑна выртать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 22 с.

Унта вӑл пилӗк ҫул ӑс пухать.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Салтаксем валли медицина аптекисем халӗ «Надёжный тыл Башкортостана» ыркӑмӑллӑх фончӗ пухать, турникетсем туянассине вара «Мы поможем г.Уфа» ырлӑх группи хӑй ҫине илнӗ, вӑл салтаксенчен килнӗ медицина заявкисен пӗчӗк пайне пурнӑҫлама пулӑшать.

Медицинские аптечки для солдат сейчас собирает благотворительный фонд «Надёжный тыл Башкортостана», а закуп турникетов взяла на себя благотворительная группа «Мы поможем г.Уфа», которая помогает выполнять небольшую часть поступивших от солдат медицинских заявок.

Пушкӑртра волонтерсем салтаксем валли жгут-турникетсем туяннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3466750

Вӑл пӗрлехи пухмача хӑйӗн тӳпине хывать — нуски ҫыхать, мобилизациленисем валли япаласем пухать.

Она вносит свой вклад в общую копилку помощи участникам СВО — связала носки, собрала вещи для мобилизованных.

Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052

Пӗтӗм Раҫҫейри «Атя выляма» вӑйӑ, тетте, пултарулӑх, тавар, тин ҫуралнӑ ачасемпе пӗчӗк ачасем валли тавар, ача-пӑча валли визуаллӑ анимаци контенчӗ, ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри ӑстаҫӑ-ремесленниксене пухать!

Всероссийский фестиваль игр «Айда играть» соберет производителей игр, игрушек, товаров для творчества, товаров для новорожденных и малышей, визуального анимационного контента для детей, а также мастеров-ремесленников со всей России!

Уфара ача-пӑча теттисем валли госпиталь уҫӑлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... at-3421694

Вӑл сехетре 500 килограмм пухать.

За час он собирает 500 килограммов.

Республикӑри хӑмлана Китайри техника пуҫтарать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35873.html

Пушкӑртстанпа Раҫҫей халӑх артисчӗ «Пушкӑртстан тусӗсене пухать» пысӑк концертӑн хедлайнерӗ пулса тӑнӑ Пушкӑрт Республикин кунӗсен шайӗнче Санкт-Петербургра.

Народный артист Башкортостана и России стал хедлайнером большого концерта «Башкортостан собирает друзей» в Санкт-Петербурге в рамках Дней Республики Башкортостан.

Николай Басков юрра пушкӑртла вӗренме сӑмах панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3408595

Анчах вӑл кунпа ҫеҫ ҫырлахмасть, хӑйсен пӗтӗм йӑхӗ-несӗлӗ, уйрӑмах тӑван ашшӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан материалсене тӑрӑшса пухать, тӗпчет.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ҫав хушӑрах пирӗн тусӑмӑр Збанацкий чӑваш ҫыравҫисем ҫырнисене украинла куҫарас тӗлӗшпе хӑй тавра тӑлмачӑсем пухать.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Чылайран тин пӗлтӗм: вӗсем ҫав кандидатпа иккӗшӗ пӗр чӗрӗк ӗҫсе «по-джентельменски» калаҫса татӑлнӑ — мӑшӑрсӑр (нечетнӑй) кунсенче кӗсре пурлӑхне Михал Михалч пухать, мӑшӑрлӑ (четнӑй) кунсенче — кандидат…

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Пухать те пухать ҫапла.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Сӑра-эрехе тӑшман вырӑнне хурсан та, ӗҫкӗ тени вӑхӑт мурӗ ҫеҫ пулсан та, Ҫтаппан хӑйне кирлӗ ҫынсене час-часах пухать иккен.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унччен вӑхӑт усӑсӑр ан ирттӗр тесе, ниме пуҫлансан чӑрмав ан пултӑр, кал-кал ӗҫлеме мӗн кирли йӑлтах хатӗр пултӑр тесе, Атӑл дебаркадерсене шыв кукринчен кӑларать, крансене вырнаҫтарса лартать, ҫав хушӑрах ӗҫ вырӑнне те тирпейлет — хумӗсене ҫыраналла ывӑта-ывӑта ярса, унти тасамарлӑха ҫуса антарать, вырӑнӗ-вырӑнӗпе пӗтрӗне-пӗтрӗне, ҫаврӑна-ҫаврӑна ҫӳп-ҫапа пӗр ҫӗре пухать, пухсан-пухсан, алхапӑл юхтарса каять.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Кирек мӗнле пуҫлӑх та хӑй тавра попугайсене пухать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех