Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухакан (тĕпĕ: пух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юсав укҫине фондра пухакан 193 ҫуртри ӗҫсене пурнӑҫланӑ — 1,2 миллиард тенкӗлӗх.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Пирӗн шкултан унта Иван Родионов (11-мӗш «а» класс, ертӳҫи П.В.Родионов), 2-мӗш «б» класра вӗренекен Юлия Боровкова (ертӳҫи — Т.Г.Лапшина), 3-мӗш «а» класра пӗлӳ пухакан Ольга Порфирьева (ертӳҫи — С.Г.Орлова) тата 4-мӗш «б» класри Глеб Тихонов (ертӳҫи — Е.А.Пушкарева) «Таса тавралӑх» номинацире хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсем конференцире палӑрнӑ // Петр РОДИОНОВ. http://kasalen.ru/2023/10/20/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Ӗлӗк тӗк пухакан Катакулла тутар ҫӳретчӗ ҫавӑн пек килрен киле.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Китайра кӑларнӑ ҫак тракторсӑр пуҫне «Эмметево» тулли мар яваплӑхлӑ пӗрлешӳ утӑ уйӑхӗнче «ACROSS-585» тырӑ выракан комбайнпа тата пахча-ҫимӗҫ пухакан РСМ-100 «ДОН-680М» комбайнпа пуянланнӑ.

Помимо этого трактора, выпущенного в Китае, общество с ограниченной ответственностью «Эмметево» в июле обзавелось зерноуборочным комбайном«ACROSSF-585» и кормоуборочным комбайном РСМ-100 «ДОН-680М».

160 лаша вӑйӗллӗ трактор туяннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35615.html

«Раҫҫей кунӗ – ахаль уяв кӑна мар, мӗнпур халӑха пӗр чӑмӑра пухакан мероприятисенчен пӗри пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри 12 шкул ачине паспорт парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/racc ... kolaev-res

Ҫакна шута илсе Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксен мӑшӑрӗсемпе амӑшӗсене пӗр чӑмӑра пухакан пӗрлешӳ йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп чунлисене те пулӑшу кирлӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60568

Пӗлтерӗшлисенчен пӗри – Раҫҫейри ҫамрӑксене хӑй ҫуначӗ айне пухакан «Культурӑсен диалогӗ», лагерь.

Куҫарса пулӑш

Республика кунӗ кӗҫех ҫитет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60627

Кӑҫал «Чӑваш Ен мисӗ» конкурсра Шупашкарти 5-мӗш гимназире 10-мӗш класра ӑс пухакан Валентина Алексеева ҫӗнтернӗ.

В этом году победителем конкурса «Мисс Чувашия» стала Валентина Алексеева, ученица 10 класса в гимназии №5 г. Чебоксары.

«Чӑваш Ен мисӗ» конкурсра 10-мӗш класри Валентина Алексеева ҫӗнтернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34918.html

Килти хушма хуҫалӑхсенчен пухакан сӗт хакӗ пӗр уйӑхра 18 тенкӗ те 80 пус таран (иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан 21 процент сахалрах), сӗте ӗҫлесе хатӗрлекен предприятисен хакӗ 10 процент (26 тенкӗ те 6 пус таран) чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт мӗншӗн йӳнӗ? // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81e%d1% ... 9y%d0%bde/

Редакцин ҫӑмӑл машина та пур, анчах Паланов хаҫатра ӗҫлекенсене унпа нумаях ярӑнтарса ҫӳретесшӗн мар: «Машина ҫинче ярӑнса хаҫат валли материал пухакан ҫын журналист-и? Ҫук! Вӑл хӑйне кӑтартса ҫӳрекен гастролер кӑна», — текелет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Вӑрнарти СОМ завод» директорӗ Ф.Волков тата сӗт пухакан уйрӑм предпринимательсем халӑхран туянакан чӗр тавар пур чухне те пахалӑхӗ тӗлӗшӗпе тивӗҫтерменни пирки чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый тунтикун чӗр тавара ӗҫлесе хатӗрлекен «Вӑрнарти СОМ завод» директорӗпе — Федор Волковпа, территори пайӗсен пуҫлӑхӗсемпе тата вырӑнсенче сӗт пухакан хӑш-пӗр уйрӑм предпринимательсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулсан та калаҫу ҫакӑн пирки пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Вӗсем хыр сухӑрӗ пухакан маҫтӑрсемччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Халӗ кунсерен пурӗ 363 автобус шкултан ялсене 1-11 классенче пӗлӳ пухакан 13,5 пин вӗренекене турттарать. Чӑваш Ен ертӳлӗхӗпе пӗрле шкул автобусӗ-сене план тӑрӑх улӑштарасшӑн»,-палӑртать республикӑри вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров.

Куҫарса пулӑш

Шкул автобусӗсем - ачасем валли // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vtobussem/

Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче ӑс пухакан ачасем «ӑслӑ» вӗлле шутласа кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ Чутай ачисем смартфон ҫинчи пускӑча пусса пыл пуҫтарӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34547.html

Шухӑш-ӗмӗтпе тимленнӗ, ир-ирех ӗҫе кӳлӗннӗ хула ир кӳлӗмре пыл пухакан хуртсем сӗрленӗ пек илтӗни-илтӗнми сӑркӑлтатса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӑш-хӑш тӗлте пӗр-пӗрин ҫине ӗмӗрӗ тухнипе е кӑра тӑвӑл тӗртнипе тӳннӗ-йӑваннӑ, арпашӑннӑ, тӗпӗ-тымарӗпех тӑпӑлнӑ ҫакӑн йышши хӑрӑксем, вӗсен хушшинче пыл пухакан хурт ҫӑллиллисем те, хуйӑрӗсене тӗл-тӗл чахотка симӗсӗ тивнӗскерсем те (ҫапла ҫав: йывӑҫсем ура ҫинче тӑрсах вилеҫҫӗ!), иртен-ҫӳрен ҫулне шатах пӳлекен ҫыхланчӑк кӑмӑрсем, «чӗрӗпсем» туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

ЧР Пуҫлӑхӗ ӑна ҫапла каларӗ: «Килти хуҫалӑхсенчен пухакан сӗт пахалӑхне палӑртмалли йӗрке пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

М.Игнатьев доклад тӑваканран килти хуҫалӑхсенчен пухакан сӗт хакӗ мӗнлерех йӗркеленнине ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Планпа халӑхран пухакан налук 790286 тенкӗ, вӗсем ӑна 1063260 тенкӗ пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех