Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пусӑ (тĕпĕ: пусӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуралса ларнӑ пусӑ ӑшне хунар тӗттӗмӗн ҫутатать; унӑн ҫути тӗттӗм пусӑ шӑтӑкне тарӑнрах та тарӑнрах ҫутатса, юлашкинчен, виҫӗ чалӑш тарӑнӑшӗнчи пусӑ тӗпне ҫитрӗ.

Фонарь тускло освещал потемневший сруб колодца, теряясь все глубже и глубже в охватившем его мраке, и наконец на трехсаженной глубине осветил дно.

Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Эпир пырса тухнӑ пусӑ пачах та Сахара пушхирӗнчи ытти пусӑсем пек марччӗ.

Колодец, к которому мы пришли, был не такой, как все колодцы в Сахаре.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Ак ҫак пусӑ пури ҫинче питӗ илемлӗ, ҫунатлӑ пукане пекскер тӑратчӗ, ӑна та манашкӑсем ҫӗрле пырса ҫӗмӗрнӗ, — терӗ леш ача, эпир килсе чарӑннӑ ҫурт умӗнчи пусӑ еннелле кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл ячӗшӗн вунӑ пусӑ мар, вунпилӗк пусӑ тума пултарать, анчах ку саплӑксене вара пӗр машинӑсӑр сухаламалла, сӳрелемелле, акмалла.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑртлӑ ҫыран вашмӑкӑн анакан тӗлсенче кӗрхи симӗс калчан кавирӗсем сарӑлса выртнӑ, пласса-пласса хӑмӑр ҫӗр — вӑл хура пусӑ, пласса-пласса хура ҫӗр — вӑл тин ҫеҫ сухаланӑ ҫуртри пусси пулнӑ.

На пологом склоне горного берега раскинуты зеленые ковры озими, бурые полосы земли под паром и черные — вспаханной под яровое.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Такам пусӑран шыв ӑсать пулас, шӑнса хытнӑ пусӑ тараси чӗриклетсе кӑчӑртатать.

Только кто-то доставал воду из колодца, и слышно было как потрескивают бревна промерзшего сруба.

21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫапла асапланнӑ май, сисмесӗрех Тёма пуҫӗ пусӑ пурин ҫӳлти пӗренинчен иртет те пусӑ анинчен тухса тӑрать, унтан Жучкине те туртса кӑларать.

Таким образом, незаметно его голова высовывается наконец над верхним срубом колодца, он делает последнее усилие, вылезает сам и вытаскивает Жучку.

Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Вӑл тилхепин пӗр вӗҫне пусӑ урлаҫҫине тытса тӑракан юпасенчен пӗрин ҫумне ҫыхрӗ те тилхепе тӑрӑх пусӑ тӗпне анма тытӑнчӗ.

Он привязывает вожжу к одной из стоек, поддерживающих перекладину, и лезет в колодезь.

Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Вӑл ӗнтӗ пусӑ ӑшне те ҫуррине ҫитнӗ пекчӗ, анчах ун урисем сасартӑк шуса каяҫҫӗ те, вӑл тӳсме ҫук шӑршлӑ пусӑ тӗпне сирпӗнсе анать.

Он уж добрался до половины, когда ноги его вдруг соскользнули, и он стремглав полетел на дно вонючего колодца.

Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Пусӑ тӑрӑх пӗр кас ҫил вӗҫсе иртрӗ, пӗтӗм тырӑ пусси чӗрӗлчӗ, пуҫне тайрӗ, кашласа илчӗ.

Мгновенный ветер пролетел над полем, вся нива ожила, склонилась, зашелестела.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Верӑн пусӑ леш енчи ҫӗрулми пуссине кайса кур-ха.

Сходи погляди на Верино картофельное поле, что за перелогом.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл пӳрт, ытти кирлӗ ҫуртсем тата ферма тунӑ, сад ларттарнӑ, пӗве, икӗ пусӑ чавтарнӑ; анчах садри ҫамрӑк йывӑҫсем начар ӳснӗ, пӗвинче шывӗ питӗ сахал пуҫтарӑннӑ, пусӑсенчи шыв тӑварлӑ пулнӑ.

Он построил дом, службы и ферму, разбил сад, выкопал пруд и два колодца; но молодые деревца плохо принимались, в пруде воды набралось очень мало, и колодцы оказались солонковатого вкуса.

V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Анчах пӑшӑлтатни усӑсӑр пулчӗ: пӗр ҫекунд та иртмерӗ, халӗ ҫеҫ вӗсем хӑварнӑ пусӑ тӗпнелле, пусӑ аяккинчи картлашкасене тӗкӗне-тӗкӗне, темскер тӑнкӑлтатса анчӗ те, хӑлхана ҫурса яракан взрыв ачасем пытаннӑ галерея стенине ялт! ҫутатса илчӗ.

Но было поздно: не прошло и секунды, как за ними по стволу колодца, откуда они только что выскочили, пронеслось что-то, резко гремя о неровности камня, и оглушительный взрыв бросил слепящий отблеск на стены галереи, за поворотом которой успели укрыться мальчики и девушка.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

12. Манӑн йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм — питӗрсе илнӗ йывӑҫ пахчи, хупса хунӑ пусӑ, пичет пуснӑ ҫӑлкуҫӗ; 13. эсӗ лартнӑ хунав пахчи — нар улмийӗн пахчи, паха улма-ҫырла, кипер, нард йывӑҫҫисем, 14. нард тата шафран, аир тата корица, ырӑ шӑршӑ саракан тӗрлӗ йывӑҫ, мирра тата алой, тем тӗрлӗ техӗмлӗ курӑк; 15. пахчари пусӑра — таса шывлӑ ҫӑлкуҫӗ, Ливан тӑвӗ ҫинчен юхакан юхӑм шыв.

12. Запертый сад - сестра моя, невеста, заключенный колодезь, запечатанный источник: 13. рассадники твои - сад с гранатовыми яблоками, с превосходными плодами, киперы с нардами, 14. нард и шафран, аир и корица со всякими благовонными деревами, мирра и алой со всякими лучшими ароматами; 15. садовый источник - колодезь живых вод и потоки с Ливана.

Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Пусӑ ҫӑварне хупласа тӑракан чула мӗнпур кӗтӳ пухӑнсассӑн ҫеҫ йӑвантарса яма юранӑ, сурӑхсене ҫавӑн чухне ҫеҫ шӑварнӑ; унтан пусӑ ҫӑварне каллех чулпа хупласа хунӑ.

3. Когда собирались туда все стада, отваливали камень от устья колодезя и поили овец; потом опять клали камень на свое место, на устье колодезя.

Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вӑл курах кайнӑ: акӑ хир варринче пусӑ, унта ун тавра виҫӗ кӗтӳ вак выльӑх выртать, мӗншӗн тесессӗн кӗтӳсене ҫав пусӑран шӑварнӑ.

2. И увидел: вот, на поле колодезь, и там три стада мелкого скота, лежавшие около него, потому что из того колодезя поили стада.

Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кивӗ хӑма хапхаран кӗрсенех Ҫунахвунсен сарлака картишӗнчи тарасаллӑ пусӑ, лупас юписем, юманран лартнӑскерсем, тахҫанхи кӑвакарнӑ кӗлет, картиш кӗтессисенче пилӗк-ултӑ ватӑ йӑмра куҫа курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пусӑ валашки патӗнче сивӗ шывпа кӑвапа таран ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн сӗтпе ҫӑкӑр ҫикелерӗ те правлени еннелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Туллине, тасарах пултӑр тесе, пусӑ шывӗпе ҫӑватчӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пусӑ юпи, такам ӑна вӑйпа пӑрса кӑларма хӑтланнӑ пек, кӑчӑртатса ларать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех