Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуссисене (тĕпĕ: пусӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятман икӗ ҫула яхӑн курман тыр пуссисене, улӑха, ҫывӑхри мӗнпур япалана тинкерсе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку усал хыпар яла сарӑлсан ҫынсем никам хушмасӑрах хӑйсен пуссисене, арпалӑхӗсемпе мунчисене тӗрӗслерӗҫ, ниҫта та ун пек-кун пек япала тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хыттӑн кӗрӗслетнӗ сасӑ, ҫывӑхри хирсемпе тырӑ пуссисене саланса, таврара вӗҫӗмсӗр кӗрлесе тӑрать; пӗтӗм хире тӗтӗм сарӑлнӑ, запорожецсем сывлӑш ҫавӑрмасӑрах ҫав-ҫавах переҫҫӗ те переҫҫӗ: кайрисем пищальсене авӑрласа малтисене парса кӑна тӑраҫҫӗ; тӑшман козаксем мӗнле пӑшала авӑрламасӑрах пенине ӑнланаймасӑр тӗлӗнет.

Далеко понеслось громкое хлопанье по всем окрестным полям и нивам, сливаясь в беспрерывный гул; дымом затянуло все поле, а запорожцы всё палили, не переводя духу: задние только заряжали да передавали передним, наводя изумление на неприятеля, не могшего понять, как стреляли козаки, не заряжая ружей.

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Козаксем таврари ялсене, турттарса кӗмен ҫӗмелсене вут тӗрте-тӗрте ячӗҫ, ҫурла тӗкӗнмен тырӑ пуссисене хӑйсен лаша кӗтӗвӗсене хӑваласа кӗртрӗҫ.

выжигая окружные деревни, скирды неубранного хлеба и напуская табуны коней на нивы, еще не тронутые серпом.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Халӗ ӗнтӗ пурте похода каясшӑн пулчӗҫ, ваттисем те, ҫамрӑккисем те — пурте старшинасем, куреннӑйсем тата кошевой сӗннипе, запорожецсен пӗтӗм ҫарӗ ирӗк панипе тӳрех Польша ҫине кайса мӗнпур тискерлӗхшӗн, тӗнпе козак чысӗнчен мӑшкӑланӑшӑн тавӑрма, хуласенче пуянлӑх пуҫтарма, ялсемпе тырӑ пуссисене ҫунтарма, ҫеҫенхир тӑрӑх хӑйсем ҫинчен инҫене ят сарма сӑмах пачӗҫ.

Теперь уже все хотели в поход, и старые и молодые; все, с совета всех старшин, куренных, кошевого и с воли всего запорожского войска, положили идти прямо на Польшу, отмстить за все зло и посрамленье веры и козацкой славы, набрать добычи с городов, зажечь пожар по деревням и хлебам, пустить далеко по степи о себе славу.

IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ӑста ура пуссисене пускаласа пир уҫҫисем уҫкалать, темиҫе пӗрчӗ ывӑтать те витӗрнӗ чухне пулма пултарнӑ йӑнӑшсене шырать, тӳрлетет.

Нажимая то на левую, то на правую подножку, ткачиха пробует открывать зев, делает несколько прокидок, ищет ошибки, возможные во время проборки, исправляет, если они были допущены.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Сергейӗн куҫӗсем шывланчӗҫ, анчах ҫил вӗрнипе мар: вӑл хӑй Мускава кайса килнӗ вӑхӑтра кунта мӗнле улшӑнусем пулнине савӑнса пӑхса пычӗ, вырса пӑрахнӑ анлӑ тырӑ пуссисене, кӗлте капанӗсене, комбайнсем вырнӑ уй-хирте выртакан улӑм куписене пӑхса пынипе унӑн куҫӗсем тӗтреленчӗҫ…

Глаза у Сергея заслезились, но не от ветра: он с удовольствием смотрел, какие здесь были перемены со времени своей поездки в Москву, Сергей видел желтые поля, жнивье, копны снопов, валки соломы, лежавшие всюду, где прошли комбайны, и взгляд его туманился…

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Икӗ талӑк хушши пынӑ калама ҫук вӑйлӑ ҫумӑр Гремячий таврашӗнчи сӑртлӑхсене, ирсерен шуранка пӑс чатӑрӗ карса илен ҫӗртме пуссисене питӗ хытӑ шӳтерсе ҫурӗ.

В течение двух суток щедро мочившие гремяченские бугры, зябь, задернутую по утрам белесым пологом пара.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хальлӗхе кунти ӗҫченсем нумай ҫул ӳсекен курӑксен пуссисене сӳрелеме пуҫланӑ, ҫӗр типсе ҫитменни ытти ӗҫсене тума чӑрмантарать-ха.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех