Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусси (тĕпĕ: пусӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел те, симӗс тумпа витӗне пуҫланӑ вӑрман та, ем-ешӗл кавир пек сарӑлса выртакан ыраш пусси те — пурте ун телейӗшӗн савӑнаҫҫӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ылтӑнпа эрешленнӗ тулӑ пусси мана яланах сан пирки аса илтерсе тӑрӗ.

Золотая пшеница станет напоминать мне тебя.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ыраш пусси, е хӗрлӗ пуҫлӑ клевер, Е ҫӗмӗртпе сиренӗ килсерен…

Куҫарса пулӑш

Тӗлкӗшет сӳнми кӑваррӑн // Иван Чермаков. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... -n-3451364

Кӗҫех ыраш пусси пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пушшисене вылятса ыраш пусси еннелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Вӑрман пусси» ҫӑлкуҫ патне кайни кӑсӑк, ӑнлануллӑ - савӑнӑҫлӑ иртнӗ.

Увлекательным, познавательно - весёлым прошел посещение родника «Варман пусси».

Ҫутҫанталӑка сыхламалла тата упрамалла // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... la-3392177

Ҫеҫен хир варринчи Тулӑхлӑ тыр ани, Ыраш пусси каллех Сар шӑркана ларни.

Куҫарса пулӑш

Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267

Ыраш пусси ҫийӗн вара лаптӑкӑн-лаптӑкӑн хӗвел ҫутинчен те йӑмӑхрах шурӑ ҫутӑ саркӑмӗсем пӗр вырӑнтах ерипен, каллӗ-маллӗ шуса, ҫаврӑнса ҫӳренӗ пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ыраш пусси — вӑрман урлӑ каҫсанах — Мартин варӗ ҫумӗнчех.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пусси тарӑн пулин те, шывне ирхине хӗвел тухичченех ӑсса юлмасан, кайран шӗвӗ нимӗр пек пылчӑк ҫеҫ туртса кӑларатӑн.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Хуллен ҫеҫ утрӗ тимӗрҫӗ, анчах тем вӑхӑтра кантӑр пусси урлӑ каҫрӗ, Акивер хӗррине пырса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Сылтӑмра — кӑштах вырнӑ ыраш пусси.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫук, тинӗс мар иккен ку, симӗс тулӑ пусси хумханать умра.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

— Сирӗн пата эп пӗр-пӗр кун килех пыратӑп пуль: Никифор Варламовичпа сӑмах пур, — текелесе, мучипе тараватлӑн сывпуллашса кӗр калчи пусси урлӑ ҫулсӑр-мӗнсӗрех вӑрманалла утӑмларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсем, пӗр хушӑ вӑрман хӗррипе утнӑскерсем, ҫатрака туратлӑ ватӑ юман тӗлне ҫитсен кӗр калчи пусси ҫинелле пӑрӑнса кӗчӗҫ, майӗпен ҫул хӗрринелле ҫывхарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫул леш енче сарӑлса выртакан сарӑ хӑмӑллӑ ыраш пусси вӗҫӗнчи тарӑн ҫырмаран тӳпене каллех хӗрен ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унччен те пулмарӗ — хайхи кайӑк ҫуначӗсене кӗлетки ҫумне ҫат! ҫыпҫӑнтарса кӗр калчи пусси ҫине чу-у! тӑрӑнчӗ те йӑвине кӗрсе тарма ӗлкӗреймен мӗскӗн шӑшие чӗрнипе ҫаклатса тӗпсӗр тӳпенелле ҫӗмрен пек вӑшлатса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫул хӗрринчен вӑрман патне ҫитичченех сарӑ та кӗрен ҫулҫӑсем ӳкнипе чӑпарланнӑ ешӗл кӗр калчи пусси кӗҫҫеленет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрмантан йывӑррӑн кӗрлеттерсе тухнӑ грузовик ешӗл ыраш пусси урлӑ каҫсан каллех вӑрмана чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кайран вӗсем, темрен шикленнӗскерсем, алла-аллӑн ҫавтӑнса тӑкӑрлӑк вӗҫнелле анкарти хыҫӗнчи ыраш пусси еннелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех