Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуссан (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вунҫиччӗ тултарса вунсаккӑра пуссан, килти пурнӑҫ ҫав тери начаррипе Ҫӗрпӳ хулине ӗҫ шырама тухса кайрӑм, — пуҫларӗ хӑйӗн калавне Сергей Тихонович.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Мӑйран пуссан та алӑ пусмастӑп!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗленче саппунӗ ҫине пурте алӑ пуссан Клавье сӑхсӑхса илчӗ те ҫур литрлӑ кӗленчене турӑ кӗтесӗнчи турӑшсен хыҫне пытарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та кайӑк грипне тӗп тӑвас тата малалла ытти ялсене сарӑлма парас мар тесе ятарлӑ хушӑва алӑ пуссан, Туктамӑш ялӗнчи хуҫалӑхсенчи кайӑк-кӗшӗкпе унтан илнӗ продукцие пуҫтарса илсе (Патӑрьелпе Комсомольскинчи чир тупнӑ ялсенчи пек) тӗп тума та пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Кӳршӗсем, тытса пуссан?!

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Йӑванӑ[н] лашине пуссан чӗрӗлет, — тесе калать тит.

— Если зарезать лошадь Йывана, она выздоровеет.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Ура ҫине тӑрса пилӗк-ултӑ утӑм ярса пуссан, Данил Макарович хыпӑнса ӳкрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ӑҫталла ярса пуссан та вӑл тӑрӑнать куҫа, ӑҫта ҫитсен те ун сасси илтӗнет хӑлхара.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пуссан та ӗлкӗртейместӗр!

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ҫамрӑк чухне ҫемье ҫавӑрма васкамарӑм пуль, кайран кая юлчӗ. Яланах ӗҫпе, спорт вӑййисемпе йӑпаннӑ. Тунсӑх пуссан алла баян-хуткупӑс тытнӑ», — тет Анатолий Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Маринэ сӑмахне Таранов питех ӗненмерӗ, ҫавӑнпа та вӑл тепӗр эрнерен унӑн хваттерне кайрӗ, анчах унта шӑнкӑрав тӳми ҫине пуссан алӑка пачах палламан ҫын уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑкӑр хуҫи каланӑ тӑрӑх, вӑл выльӑха пуссан чикансене сутнӑ.

Владелец быка рассказал, что после того, как животное было зарезано, мясо он продал цыганам.

Ҫӗпӗр мурӗпе инфекциленнӗ какая чикансене мар, икӗ ҫынна сутнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34572.html

Анук вун виҫҫе пуссан, унӑн амӑшӗ, чӗре чирӗпе чирлесе пурӑннӑскер, сасартӑк вилсе кайнӑ (упӑшки калӑпланисем ӳт-тирне, кӑнттам, хаяр, сивӗ сӑмахӗсем чӗрине самаях кӑшланӑ, йӑштарнӑ пуль ӗнтӗ).

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Кахал пуссан «аяк чикет» теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ҫиелти пӗр шӑтӑкне пӳрнепе пуссан, сасси улшӑнать, тепӗрне те пуссан нӑйкӑшать, пӳрнӳсене харӑс илетӗн те сасӑ янках уҫӑлса кайса вӑйланать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Хӑй пуринчен пысӑк, пуссан тӑват-пилек пӑт тӗш какай тухӗ.

Изо всех самый крупный, зарезать — пудов пять-шесть чистого мяса выйдет.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сулхӑн урайне ҫара уран пуссан аса илех кайрӗ: вӗсен ывӑл ача ҫуралмалла-ҫке.

Но когда ступил босой ногой на холодный пол, вспомнил: у него же скоро должен сын родиться!

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗрен вӗҫне урипе пуссан вӑл, кӗл тунӑ пек, пуҫне ҫӗрелле пӗксе илет.

Наступая передними ногами на конец веревки, она то и дело спотыкалась и мотала головой, будто кланялась.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вун ҫиччӗ тултарса вун саккӑра пуссан Авӑстее эпир каллех тутар ҫӗрӗнче куратпӑр.

Только появился Авостей снова в татарской стороне уже восемнадцатилетним.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вун тӑххӑра пуссан мана качча пачӗҫ.

Ну, как исполнилось мне девятнадцать, выдали замуж.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех