Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусрӑмӑр (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах халӑхӑмӑр хӑраса тӑмарӗ, ҫанӑ тавӑрса ӗҫне пикенчӗ, вара, вӑхӑт нумай та иртмерӗ, эпир вӑрҫӑчченхинчен лайӑхрах пурӑнма тытӑнтӑмӑр, малалла каяс ҫул ҫинче ҫӗнӗ тапхӑра ура ярса пусрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Шӑпах ҫавӑнпа Шарике пусрӑмӑр та.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑн пек эпир те телей ҫунатти ҫине пусрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Плугпа сухалама лаша ҫакланмарӗ те, ҫӗре састӑппа пусрӑмӑр, — ӑнлантарчӗ Татти инке.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Той, той, той тесе Пурнас йытта пусрӑмӑр, Тирне сӳсе илтӗмӗр, Параппан туса килтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Макҫӑм парӑнмарӗ, килӗшесле мар сасӑпа: — Эсӗ ҫамрӑк халь, пурнӑҫра нимӗн те курса чухламан. Эпир, аннӳпе иксӗмӗр, аллӑ ҫине пусрӑмӑр. Мӗн тусан хамӑр ачасене лайӑх пуласса та чухлатпӑр. Юлашкинчен ҫакна ҫеҫ калатӑп: сирӗн юратуран телей мар, ҫӗтӗк сӑхман та ҫӗлесе тӑхӑнас ҫук, — терӗ те вӑл, ачи хутне кӗресрен, арӑмӗ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрланӑ лашана киле илсе таврӑнса пусрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пусрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Эпир унпа иксӗмӗр Чикмере пӗр пуян майрана пусрӑмӑр.

Мы с ним в Козьмодемьянске майру одну богатенькую прирезали.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Алӑ пусрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кун ҫинчен ӑна ӗнер ӑнлантартӑмӑр, малтанхи кунне пурлӑха ӑна пани ҫинчен акт ҫине алӑ пусрӑмӑр ҫеҫ.

Все это ему втолковали вчера, а в первый день только акт сдачи подписали.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Реболынче темиҫе ӗне пусрӑмӑр.

В Реболах зарезали несколько коров.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Ҫак каҫхине эпир Альпӑна пусрӑмӑр та ашне пӗр пек валеҫсе ҫирӗмӗр.

В тот же день вечером мы убили ее и мясо разделили на части.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Тепӗр самантранах эпир — аялалла шуса анакан картлашкаллӑ хӑю ҫине пуринчен малтан ура ярса пусрӑмӑр.

Еще секунда — и мы с Зоей и Шурой первыми ступаем на убегающую вниз рубчатую ленту.

Тӗлӗнмелле ҫулҫӳрев // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Эпир пурсӑмӑр та алӑ пусрӑмӑр.

Мы все расписались на листке.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Бодровпа эпир те тухса алӑ пусрӑмӑр

Мы с Бодровым тоже встали и пошли расписываться…

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Ҫак эрне пысӑк ӗҫпе паллӑ пулчӗ: эпир акӑ халь ҫеҫ пит паха документ ҫине алӑ пусрӑмӑр.

Эта неделя отмечена большим событием: мы только что подписали весьма важный документ.

XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пурнас йытта пусрӑмӑр, Пурнас йытта пусрӑмӑр, Туй параппан турӑмӑр.

Живую собаку зарезали, Живую собаку зарезали, Свадебный барабан сделали.

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫавӑнпа чӑвашӑн ӗлӗкхи йӑли-йӗркине тӗпе хурса така пусрӑмӑр, тӑвансене пуҫтарса ӑна Юман ят хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

2015 ҫулта тин уҫӑлнӑ «Открытие. Арена. Спартак» стадиона ура ярса пусрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех