Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусать (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пек хатӗрсенче алӑ вӑйӗ такар ҫине мар, ӑна хут листисем ӑшне кӗртекен механизм ҫине пусать.

В таких устройствах усилие руки давит не на саму скобу, а на механизм, который выбивает скобу.

Степлер // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D1%82%D ... 0%B5%D1%80

«Ҫуртсем ишӗлеҫҫӗ, йӗри-тавралӑх юхӑнса пырать, ҫакна пула чуна хуйхӑ пусать. Ҫулсерен лару-тӑру япӑхланса пынине ӑнлансан ҫакӑ пӗрре те сана телей кӳмест. Мӗн те пулин улӑштармалла тесе шутларӑм, 600 ҫула яхӑн историллӗ ялӑн йывӑрлӑхӗсем пирки ҫынсене пӗлтермеллех терӗм хама хам», — каласа парать Алена.

«Здания рушатся, кругом запустение и уныние. Когда ты понимаешь, что с каждым годом ситуация меняется в худшую сторону, счастья не прибавляется. Я решила, что нужно что-то менять и привлекать внимание к проблеме и к селу с почти 600-летней историей», — говорит Алена.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Петрук пӗр-ик утӑм ярса пусать те, кашкӑрӑн юнлӑ шӑл тунисене курсанах, каялла чакать, ҫӳҫӗсем вирелле тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗренсе ҫитетпӗр ҫеҫ — ватлӑх килсе пусать ак ҫапла, — шухӑшлӑн каларӗ Архип Григорьевич, — е ура ыратать, е чӗре.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иван Яковлевич вӑрӑм урисене ҫӑмӑллӑн ярт-ярт пусать.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йывӑр пӑчкӑ хулпуҫҫине пусать.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юр ҫине асӑрхануллӑн пусать, шуса ӳкесрен хӑрать.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сывлама йывӑр, хӑсас килет, ыйхӑ пусать, тӑсӑлса выртас, ҫакӑнтах, юр ҫинче хускалми канас килет.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӗмлӗх ытларах ҫӑралать, сӗмсӗррӗн хулпуҫҫисене пусать, хӑратать.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавна пула мана кӑштах кичемлӗх пусать.

И живется мне скучновато.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗри вӑрӑмрах ярса пусать, тепри кӗскерех пусать: пӗр лаша хӑвӑртрах чупать, тепри ерипентерех чупать.

У одного человека шаг большой, у другого маленький; одна лошадь везет быстрее, другая медленнее.

Тӗрлӗ пунктсен хушшисенӗ (инҫӗшпе ҫывӑхӑшне) пӗлесси // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл алӑ пусать те тӑрук ҫак «запасри майор» текен сӑмахсене пирвайхи хут кӳренӳсӗр, хурланмасӑр ҫырнине туйса илет.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Каччӑ приемникӗн клавишӗ ҫине пусать те, кӗвӗ татӑлать.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов пӗр утӑм малалла ярса пусать те халӗ Воронинпа пите-питӗн тӑрать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑнӑхнӑ яланхи йывӑрлӑх унӑн хул пуҫҫийӗсем ҫине пусать.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Йывӑр чул пекех пусать вӑл ӑна.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

ХХ ӗмӗрте ҫирӗпленнӗ орфографине хӳтӗлесе СССР халӑх артисчӗсем Вера Кузьмина, Валерий Яковлев, халӑх ҫыравҫисем Анатолий Кипеч, Сергей Павлов, Раиса Сарпи, филологи докторӗсем Виталий Сергеев, Галина Семенова… чӑваш литературипе искусствинчи 150 ҫын алӑ пусать.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Хӗрачи ахаль пӗр вырӑна ҫиччӗ пусать

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӑрах туяпах ҫӳрет халь Тимуш, аманнӑ урипе самаях пусать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пысӑках мар тӑваткал залра, форточкӑсенчен кӗрекен варкӑш чӳрече каррисене кӑштах хускатать пулин те, йывӑрланса ҫитнӗ сывлӑш кӑмӑла сӳрӗклетет, шӑм-шака пусать; чылайранпа тӑхтав-мӗн туса пӳлӗме уҫӑлтарманни, канашлӑва пухӑннисем хӑйсем те кӑштах уҫӑлманни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех