Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусас (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ алӑ пусас вырӑнне ҫакӑн пек паллӑ тӑватчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ пӗр сурӑхне пусас, теттӗн те…

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара улпут пусас тесе Йӑван лашине ҫихса пӑра[х]рӗ тит.

Тогда барин, перед тем как зарезать лошадь Йывана, связал и повалил ее.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Тата та хӑвӑртраххӑн ярлаттарса пусас килет, ача чухнехи пек сиккелесех чупса анса каяс килет.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах пӗрре вӗсемпе ҫыхланса курнӑ хыҫҫӑн тепӗр хут унта ура ярса пусас килмест унӑн.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Е кам та пулсан ун ятне хур тусан, Е пусмӑрласа хурах пусас пулсан — Урхашӑн хатӗр хута кӗме ӑратти Тата ӗҫкӗшӗн пуҫ яракан ял йытти.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗҫ-вӗҫ пусас пек макӑрать, — мӑкӑртатса илет пӗве хӗрринче тӑракан Парамун.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ун чухне вӑл сӑмакунпа аташтаракан тӑлӑх маткасем патне ура та ярса пусас ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пусас, юрӗ ирӗлсен те, курӑк тути юлмасть, — килӗшрӗ анне те.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Чакаксене курсан ман атте: — Хӗл хӑнисем килсе ҫитрӗҫ, ыран така пусас, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Ваҫҫа сурӑхне пусас та халӑх умӗнче тунас-и?! — ҫӑварне карчӗ Ваҫҫапа юнашар утса пыракан ҫын.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кам-кам патне ура ярса пусас ҫуккине ҫеҫ лайах пӗлет вӑл.

Одно он знает четко, к кому не пойдет, —

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗреҫепе ӗҫлеме кӑна май ҫук: урапа пусас пулать.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тупӑш ӳсме пултарӗ, карьера картлашкипе хӑпарас, тупӑшлӑ килӗшӳ алӑ пусас шанчӑк пур.

Возможно увеличение дохода, повышение по карьерной лестнице или подписание выгодного контракта.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Эпӗ унта нихӑҫан та ура ярса пусас ҫук, Георгий Петрович!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эс пирӗн юлашки ӗне пултӑн, пирӗн картишне урӑх ӗне чӗрни килсе пусас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

— Пуссассӑн «Маврана» пусас пулӗ-и анчах.

— Если зарезать, то нужно выбрать «Мавру».

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Пӗрне пусас пулать.

Надо зарезать одну.

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Теприне те пусас тетӗн-им?

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Акӑ мӗн, Свиношок, — терӗ Эмиль ашшӗ кайнӑ хыҫҫӑн, — эсӗ вӗшле йытӑ пек начаркка пулӑн, никамӑн та сана пусас килмӗ.

— Ну вот что, Свинушок, — сказал Эмиль, как только его папа скрылся из виду, — ты будешь тощим, как гончая собака, тогда никто не захочет тебя зарезать.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех