Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн пурӑнӑҫӗшӗн хӑраман вӑл: унран ӑстарах шӑпӑр калама никам та пултарайман.За судьбу свою он не страшился: лучше его никто не умел играть на шыбыре.
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Вӗсен пурӑнӑҫӗшӗн типсе кайнӑ шӑна виллине те никам та парасшӑн пулман пулмалла.За их жизнь, по-видимому, нельзя было дать и дохлой сухой мухи.
Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Кунта пысӑк юмансем, мӑйӑр йывӑҫҫисем, хурамасем хӑйсен пурӑнӑҫӗшӗн кактусӑн йӗпле хунавӗсемпе тата явӑнса та, ҫӗр ҫумӗпе тӑсӑлса та ӳсекен темӗн чухлӗ паразитла ӳсентӑрансемпе кӗрешеҫҫӗ; ҫав ӳсентӑрансене ботаник та пӗлеймест теме пулать.
IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫак меслетсемпе хӗҫпӑшалланнӑ, наукӑпа техника ҫитӗнӗвӗсен меслечӗсемпе авӑрланнӑ совет ученӑйӗсем, хамӑрӑн тӑван ҫӗршывӑн телейлӗ пурӑнӑҫӗшӗн ҫӗр айӗнчи мӗнпур усӑллӑ япаласене тата нумайрах тупма пулӑшаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен ӗҫӗсемпе ҫӗр чӑмӑрӗн геологи аваллӑхӗсен чаршавне уҫса ҫав наукӑна малалла та малалла аталантарса пыраҫҫӗ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Юлташӗсен пурӑнӑҫӗшӗн тӑрӑшса Джон Мангльс малтан вӗрен ҫирӗплӗхне тӗрӗслесе пӑхрӗ.Прежде чем доверить верёвке жизнь своих друзей, Джон Мангльс испытал прочность её волокон.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫулҫӳревҫӗсем пурте Мюльреди пурӑнӑҫӗшӗн хӑраса ҫӗр каҫрӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Грант капитан туземецсен аллинче пулсан, унӑн пурӑнӑҫӗшӗн хӑрамалли ҫук.Если капитан Грант попал в руки туземцев, его жизни не грозит опасность.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Мӗн усси-ха мана ун пурӑнӑҫне пӗтерме, вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫӗшӗн нимӗн чухлӗ те пӑшӑрханмасть пулсан? — тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ.Что пользы мне, подумал я, лишить его жизни, когда он ею вовсе не дорожит?
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
51. Эпӗ — ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ: ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ; Эпӗ парас ҫӑкӑр — Манӑн Ӳтӗм вӑл, Эпӗ ӑна тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп, тенӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Анчах та ытларахӑшӗ, чун-чӗрине ҫирӗплетсе, Турра юрӑхлӑн пурӑнас йӗркерен хӑпман; пулӑшу ҫитессе ырӑпа ӗмӗтленсе, вӗсем хӑйсен пурӑнӑҫӗшӗн укҫа панӑ, хӑйсене шута илсе ҫырассинчен пӗр шикленмесӗр хӑтӑлма тӑрӑшнӑ, хӑпса кайнисенчен пӑрӑннӑ, вӗсене хӑйсен халӑхӗн тӑшманӗ вырӑнне хунӑ, вӗсемпе пачах та хутшӑнмасӑр, туслӑ ҫыхӑну тытмасӑр пурӑннӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: акӑ эпир сире кӗмӗл ярса паратпӑр, ҫак кӗмӗлпе эсир пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем, ҫылӑхшӑн кӳмелли парне тата латӑн туянӑр та парне хатӗрлӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӳрӗр, 11. Вавилон патши Навуходоносор пурӑнӑҫӗшӗн, унӑн Валтасар ывӑлӗ пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтӑвӑр: ҫӗр ҫинче вӗсен ӗмӗрӗ тӳпе ӗмӗрӗ пекех вӑрӑм пултӑр, тенӗ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Юнӑҫлӑ ҫынсем таса ҫынна кураймаҫҫӗ, тӳрӗ ҫынсем вара ун пурӑнӑҫӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.10. Кровожадные люди ненавидят непорочного, а праведные заботятся о его жизни.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Дарий патша Вавилонра кӗнекесем упранакан ҫӗрте шыраса пӑхма хушнӑ, Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче асра тытма ҫырса пынӑ кӗнекере пӗр тӗлте ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: 24. «хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Кир Иерусалимра, сӳнмен вут-ҫулӑм ҫинче парне кӳрекен ҫӗрте, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартма хушнӑ. 25. Ҫурт ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пулмалла, чутласа якатнӑ чулран тунӑ виҫӗ ҫуртран, вырӑнти йывӑҫран тунӑ пӗр ҫӗнӗ ҫуртран тӑмалла, тӑкакне Кир патша килӗнчен парса тӑмалла, 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалимри Ҫурта тавӑрса памалла, вӗсене хӑйсен вырӑнне лартса хумалла. 27. Эпӗ тата Сирипе Финикия аслӑ пуҫлӑхне Сисинние, Сафравузана, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсене лартнӑ вӗсен юлташӗсене ку вырӑнтан аяккарах пулма, Зоровавеле — Ҫӳлхуҫа чурине, Иудея пуҫлӑхне — тата Иудейӑн аслӑ ҫыннисене Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех лартнӑ чухне чӑрмантармасӑр тӑма хушрӑм. 28. Эпӗ ӑна пӗтӗмпех туса пӗтерме, тыткӑнран таврӑннӑ иудейсене Турӑ Ҫуртне пӗтӗмпех туса ҫитерме пулӑшу панине пӑхсах тӑма хушрӑм, 29. Келе-Сирипе Финикийӑна тӳлекен хырҫӑран ҫак ҫынсем валли, Зоровавель пуҫлӑх валли Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пӑрусем, сурӑхсем, путексем туянма ҫителӗклӗ таранах парса тӑмалла. 30. Кулленхи тӑкака шута илсе, Иерусалимри священниксем каланӑ тӑрӑх, ҫулсерен яланах пӗр хирӗҫлемесӗр тулӑ, тӑвар, эрех, ҫу парса тӑмалла; 31. вӗсем ҫапла патшашӑн, унӑн ачисемшӗн Ҫӳлти Турра парне кӳме, вӗсен пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтума пултарччӑр. 32. Ҫакна та пӗлтермелле: кам та кам эпӗ ҫырнинчен пӑрӑнать е ӑна пӑсать, ун харпӑрлӑхӗнчи пӗр йывӑҫа илмелле те ӑна ҫавӑнтан ҫакмалла, ҫав ҫын пурлӑхӗ патша пурлӑхӗ пулса тӑмалла. 33. Иерусалимри ҫак Турӑ Ҫуртне тума чӑрмантарас е ӑна усал тӑвас тесе аллине тӑснӑ кирек мӗнле патшана та, кирек мӗнле халӑха та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне асӑнакан ҫӗрте пӗтерсе пӑрахтӑр. 34. Эпӗ, Дарий патша, ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама хушатӑп».
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Дарий патшаран вара ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: «Эсир вара, юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай, хӑвӑрӑн юлташӑрсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, унтан пӑрахса кайӑр. 7. Турӑ Ҫуртне тума ан чӑрмантарӑр; Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхӗпе Иудейӑн аслӑ ҫыннисем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр. 8. Ҫапла хушатӑп: Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне Иудейӑн аслӑ ҫыннисене пулӑшсах тӑрӑр: патша пурлӑхӗнчен — юханшыв леш енче пухнӑ куланайран — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр илӗр те ҫав ҫынсене парса тӑрӑр: ӗҫ чарӑнса ан тӑтӑр; 9. мӗн кирлине — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлти Турра парнесем кӳме пӑрусем-и, сурӑхсем-и, путексем-и, тулӑ-и, тӑвар-и, эрех-и, ҫу-и — Иерусалим священникӗсем мӗн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пӗр тытӑнса тӑмасӑр парса тӑрӑр, 10. вӗсем ҫапла Ҫӳлти Турра кӑмӑллӑ парнесем кӳрсе тӑччӑр, патшапа унӑн ывӑлӗсенӗн пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтуччӑр. 11. Тата ҫапла хушатӑп: кам та кам ҫак хушӑва пӑсас пулсассӑн, ҫавӑн ҫурчӗн пӗренине кӑларса илмелле те хӑйне ӑна ҫав пӗрене ҫумне пӑталамалла, ҫуртне тӗппипех ҫӗмӗрмелле. 12. Пӗр-пӗр патша е пӗр-пӗр халӑх ҫак хушӑва пӑсса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне сиен кӳме хӑйсассӑн, вӗсене Хӑйӗн ячӗ ҫавӑнта тӑма кӑмӑл тунӑ Турӑ пӗтертӗр. Эпӗ, Дарий, ҫапла хушатӑп: ӑна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫласа тӑрӑр!»
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1