Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах хӑйне вӗрентнӗ учителӗн кӑтартӑвӗсене Кутузов хӑйӗн ертсе пынӑ вуншар ҫулхи ҫапӑҫусемпе походсенче, хӑйӗн мӗнпур пурӑнӑҫӗ тӑршшӗнче лайӑх упраса, пурӑнӑҫласа пынӑ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫав минутсенче хӗр хӑйӗн пурӑнӑҫӗ улшӑнмаллипех улшӑнать пуль, тенӗ: сивӗпе тӗттӗмлӗх, асаппа терт хыҫала тӑрса юлать, имӗш; малта — савӑнӑҫпа ирӗклӗх ҫиҫет.
VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ярминкке пурӑнӑҫӗ кунран кун сарӑлса, ҫӗкленсе пынӑ.
IV // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Тӑван ҫӗрӗнче Макҫӑмӑн пурӑнӑҫӗ тутлах пулман: мӑшӑрлӑх ӑна хӑйӗнчен икӗ хут аслӑ инке-арӑм илсе панӑ; унӑн сасси те илемсӗр — хытӑ, чышкисем те вырӑнсӑрах ҫирӗп пулнӑ, упӑшкин йӑваш чӗрине хака хума пӗлеймен вӑл.
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Пурӑнӑҫӗ те тутлӑ унта.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хула пурӑнӑҫӗ ҫӳлерех сыпӑкра тӑнине, вӑл ҫав тери хыпӑнса телейлӗ пулма ӗмӗтленнине, унӑн ӑс-тӑнӗ нимӗн умӗнче те чарӑнса тӑмасӑрах пурне те пӗлме тӑрӑшнине, унӑн тӗллевӗсемпе задачӑсем тӗрлӗ тӗслӗ пулнине эпӗ уҫҫӑнах куратӑп.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хресчен пурӑнӑҫӗ мана кӑткӑс мар пек туйӑнмасть, вӑл ҫӗре пӗрмай пӑхса пыма тата ҫынсем тӗлӗшӗпе пит те сисӗмлӗн чееленме хушать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Сала пурӑнӑҫӗ ман ума пит те савӑнӑҫсӑр сӑн-сӑпатпа тухса тӑрать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл, Изот тата Панков каҫсерен пирӗн пата пыраҫҫӗ те, час-часах Хохол ҫутҫанталӑк мӗнле тытӑнса тӑни ҫинчен, ют государствӑсен пурӑнӑҫӗ ҫинчен, халӑхсем хушшинчи революцилле хумханусем ҫинчен каланисене итлесе ҫурҫӗрчченех лараҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Калӑпӑр — святойсен пурӑнӑҫӗ ҫинчен-и, е Библи-и?
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Анчах вӑл, манӑн ыйтусене ӑнланмасӑр пулас, «мӗншӗн» тесе ыйтнине хирӗҫ кӗнекери пек, ӗнентерме пултарайман сӑмахсемпе халӑхӑн йывӑр пурӑнӑҫӗ ҫинчен, халӑха ҫутта кӑларма, вӗрентме кирли ҫинчен калатчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫил-тӑманлӑ каҫсенчен пӗринче, хаяррӑн ӳлекен ҫил сӑнсӑр кӑвак пӗлӗте ваккӑн-ваккӑн ҫурса тӑкнипе вӗсем ҫӗре тӑкӑнса, вӗсене пӑрлӑ тусан куписем айне пытарнӑ пек туйӑннӑ чух, ҫӗр пурӑнӑҫӗ пӗтсе ларнӑ, хӗвеле сӳнтернӗ, вӑл урӑх нихҫан та тухас ҫук пек туйӑннӑ чух, — ҫавӑн пек каҫхине, Ҫӑварни эрнинче, эпӗ Деренковсем патӗнчен мастерскойне тавӑрнаттӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ ҫынсене вӗсен инстинкчӗ тата пурӑнӑҫри кичемлӗхӗ хӑваласа кӗртнӗ ҫак шӑтӑксенче ухмахла сӑмахсенчен юратӑвӑн пӑлханӑвӗсемпе асапӗсем ҫинчен чӗрене пырса тивекен юрӑсем хунине, «вӗреннӗ ҫынсен» пурӑнӑҫӗ ҫинчен киревсӗр легендӑсем епле пулса тухнине, ӑнланмалла мар япаласем ҫине мӑшкӑларах, тӑшманла пӑхасси епле пуҫланса кайнине сӑнарӑм, «чуна лӑплантармалли ҫуртсем» манӑн юлташсем питех те хаяр, ҫилӗллӗ пӗлӳсем илсе тухакан университетсем пулса тӑнине куртӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вуланӑ ҫӗрте кичемччӗ, манӑн Тутар слободине, темле уйрӑммӑнах таса пурнӑҫпа пурӑнакан ырӑ кӑмӑллӑ, ачаш чунлӑ ҫынсем патне каяс килетчӗ; вӗсем вырӑс чӗлхине пӑсса урӑхларах калаҫаҫҫӗ; каҫсерен ҫӳллӗ минаретсем ҫинчен вӗсене муэдзинсен тӗлӗнмелле сассисем мечетьсене чӗнеҫҫӗ, — эпӗ тутарсен пӗтӗм пурӑнӑҫӗ урӑхла пулӗ, вӑл эпӗ пӗлекен тата мана савӑнтарман пурӑнӑҫ пек мар пулӗ, тесе шутларӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Трусова та ӑмсанаттӑм эпӗ, — вӑл ҫын Ҫӗпӗр, Хива, Бухара ҫинчен тӗлӗнмелле интереслӗн каласа паратчӗ, архиерейсен пурӑнӑҫӗ ҫинчен кулӑшла та пит хурласа калатчӗ, пӗррехинче тата III-мӗш Александр патша ҫинчен вӑрттӑн кӑна ҫапла каласа хучӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл хӑйӗн иртнӗ пурӑнӑҫӗ ҫине сурнӑ ҫеҫ темелле, вара урӑх нимӗн ҫинчен шутламасӑр юлташӗсемпе ирӗклӗхре пурӑнма тытӑннӑ, хӑйӗнни пекех ун юлташӗсен ҫӳлти ирӗк тӳпесӗр тата чунри яланхи савӑнӑҫсӑр пуҫне тӑвансем те, нимле кӗтес те, ҫемье те пулман.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Историрен пурте ҫакна пӗлеҫҫӗ: вӗсен темиҫе ӗмӗре пынӑ кӗрешӗвӗпе канӑҫсӑр пурӑнӑҫӗ Европӑна ҫав лӑпланма пӗлмен тӑшмансен, ӑна аркатса тӑкма шутлакан тӑшмансен тапӑнӑвӗсенчен ҫӑлса хӑварнӑ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Партизан пурӑнӑҫӗ ӑна чӑн-чӑн ҫар ҫынни туса хунӑ иккен.Партизанская жизнь сделала его по-настоящему военным человеком.
Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫапах та унӑн пӗтӗм пурӑнӑҫӗ куҫӗ умне шӑвӑнса тухать пулӗ, мӗншӗн тесен, тӑван хула куҫ уйӗнче ҫеҫ те мар, чӗре ҫумӗнче, вӑл хулара ун пурӑнӑҫӗн чи хаклӑ тивӗҫӗ, Совет влаҫӗ уҫса панӑ ырлӑхпа пархатарлӑх…
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Хӑйсен ҫурчӗсемпе пахчисем ҫинчен мар шухӑшлаҫҫӗ ҫак самантра Путивль партизанӗсем, пӗтӗм пурӑнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ.Не о домиках и садиках своих думали сейчас путивльские партизанаме, а о всей своей жизни.
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.