Шырав
Шырав ĕçĕ:
пурӑнмарӑмӑр (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирле каласа хӑварни: «Хӑв та, манӗпен, эп ҫитнӗ тӗлех ҫитсе ӳкетӗн. Тӗрӗс пурӑнмарӑмӑр эпир. Питӗ йӑнӑш ҫулпа утрӑмӑр», — тени халӗ те Мустай хӑлхи умӗнчех янӑраса тӑрать…
XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тӗрӗс пурӑнмарӑмӑр эпир.
XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
7. Эсир хӑвӑр та пӗлетӗр, сирӗн пирӗнтен тӗслӗх илмелле: эпир сирӗн патӑрта ӗҫсӗр пурӑнмарӑмӑр, 8. никам патӗнче те ҫӑкӑр ахаль ҫимерӗмӗр; сире никама та йывӑрлӑх кӳрес марччӗ тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшса ӗҫлерӗмӗр — 9. эпир ҫакна пирӗн сирӗнтен пулӑшу ыйтма тивӗҫ ҫуккипе туман, сире тӗслӗх кӑтартас тесе, пирӗнтен курса вӗренччӗр тесе тунӑ.
2 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Санӑн ӳкӗтӳсене итлемерӗмӗр, вӗсене уямарӑмӑр; Эсӗ пирех ырӑлӑх кӳресшӗн мӗнле пурӑнма хушнӑ пек пурӑнмарӑмӑр.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Чӑнах, Санӑн суту тӳрӗ: Эсӗ мана хамӑн ҫылӑхӑмсене кура, аттемсен ҫылӑхӗсене кура тӗрӗссипе айӑплатӑн, мӗншӗн тесессӗн эпир Санӑн ӳкӗтӳсене уямарӑмӑр, Сан умӑнта тӳрӗ пурӑнмарӑмӑр.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1