Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнманни (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Асӑрханса ҫеҫ пурӑнманни, хӑюллӑн аякка пӑхса, ху тӗллевне пурнӑҫа кӗртме чӑтӑмлӑхпа хастарлӑх ҫитерни хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унашкал пурӑниччен пурӑнманни.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Килте таса пурӑнманни кӗпинченех паллӑ, ун ҫухави тарпа варланса сӑран тӗслӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунсӑр пуҫне ҫав ҫемьери ҫынсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнманни сисӗнетчӗ.

Кроме того, было что-то загадочное во взаимных отношениях членов семьи Артура.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Унӑн сӑмахӗсем мана тӗлӗнтерсе ячӗҫ, эпӗ ҫавӑн чухне тин темле тивӗҫлех пурӑнманни ҫинчен шухӑшлама тытӑнтӑм.

Меня ее слова поразили, я впервые задумался над тем, что живу как-то неладно.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Эсир хӑвӑр кӗмен-им тата? — ыйтрӗ Хӗлип, ту ҫинчи ачасем те ашкӑнмасӑрах пурӑнманни ҫинчен аса илтерсе.

— А вы не забирались? — в свою очередь спрашивал Филька, намекая на известные ему проделки горцев.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Тахҫанхи тусанпа эрешмен картисем ку пӳлӗмре чылайранпах никам та пурӑнманни ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.

Давняя пыль и паутина говорили о том, что комната давно нежилая.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Эпӗ апат умӗн хамӑн пӳлӗмре хам халь пурӑннӑ пек пурӑннинчен луччӑ пурӑнманни лайӑхрах тесе шутларӑм; апат ҫинӗ чухне Д. сасартӑк калать: «Вера Павловна, манӑн хӗрпе сирӗн каччӑн сывлӑхӗшӗн ӗҫетпӗр», тет.

Я в своей комнате перед обедом все думала, что лучше умереть, чем жить, как я живу теперь, и вдруг, за обедом, Д. говорит: «Вера Павловна, пьем за здоровье моей невесты и вашего жениха».

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех