Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнатчӗ (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫемйи те ҫукчӗ унӑн, пӗчченех пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫурхи шывран пуҫласа юр ларичченех Хура Ҫимунсен килӗнче пурӑнатчӗ Эрхип.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ пӗр уйӑх маларах ҫеҫ-ха улпутла канлӗ пурӑнатчӗ мучи.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халь вӑл ытла та канӑҫлӑн, никама пӑхӑнмасӑр пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хамӑр урамра, пиртен кӑшт аяларах, Миккуль тете пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Кӳршӗре Елюк аппа пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Утмӑлалла ҫитсе пыратчӗ пулин те, авланмасӑр пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Витя пиччен ывӑлӗ пурччӗ, комбайн заводӗнче ӗҫлетчӗ, темле майра патӗнче пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Стасик мучӑшӗ, Витя пичче, аэропорт ҫывӑхӗнчи Днепровски текен урамра пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара вара ҫӑва тухичченех Рамансемпе кӳршӗлле мӑнаккӑшӗ патӗнче пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эрне каялла кӑна-ха облаҫа ҫемйипе (тахҫанах арӑмсӑр тӑрса юлнӑскер, амӑшӗпе Крахвинепе пурӑнатчӗ) яланлӑха сывпуллашса тухса кайрӗ — арестлӗҫ е персе те пӑрахӗҫ тесе шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ялти пур ҫын та, «Пӗтӗмпех - фронтшӑн, пӗтӗмпех - ҫӗнтерӳшӗн!» - девизпа пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Унччен вӑл пӗрмаях хӑйне темскер хыҫалтан хӑваласа пынӑ пек пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах Михал Михалч манпа пӗрлех пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Ун чухне вӑл пӗччен пуҫҫӑнах пурӑнатчӗ те — ҫитнӗ те пуль.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Кӳршӗре, тӑкӑрлӑк урлӑ, Калюк Петӗрӗ пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Йӑрӑс та тӑн-тӑн кӗлеткеллӗ, ансӑртарах кӑна чечен пит-куҫлӑ, тӳп-тӳрӗ те хитре сӑмсаллӑ Ҫтаппан пурӑнатчӗ ман асра.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӑватӑ чӳречеллӗскер пысӑках марччӗ, анчах йышлӑ ҫемье те ирӗклӗнех пурӑнатчӗ унта: Сулагаевсем — Игнат Петровичпа Раиса Михайловна — тӑватӑ ача пӑхса ҫитӗнтерчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пурӑнасса вӑл Выл леш енчи ялта пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта эпӗ чи тӑтӑш курнисенчен — ҫав ҫуртрах, пӗрремӗш хутра пурӑнакан Люся ятлӑ ҫамрӑк хӗрачаччӗ, вӑл ватӑ асламӑшӗпе кӑна пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех