Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнакансене (тĕпĕ: пурӑнакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Округра пурӑнакансене специализациленӗ 18 спортзал, 43 сооружени, 9 футбол площадки, ҫавӑн пекех 5 хоккей коробки тата 3 йӗлтӗр трасси тивӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Предприяти пурӗ районти нумай хваттерлӗ 38 ҫуртра пурӑнакансене (пурӗ - 1035 абонент) тата 42 предприятие коммуналлӑ ыйтусемпе тивӗҫтерсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ пулӑшусемпе тивӗҫтереҫҫӗ // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/12051 ... iv-cterecc

Ялта пурӑнакансене саламланӑ май ҫӗнӗ Культура ҫуртне халӑх хапӑл тусах ҫӳрессине шанса каланӑ.

Приветствуя жителей села он выразил уверенность, что обновлённый Дом культуры станет местом притяжения сельчан.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Хастарсен шутне Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакансене те кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Эпӗ сӑнанӑ тӑрӑх, пире, ача ҫуртӗнче пурӑнакансене, мӑнастирте кураймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Районта пурӑнакансене ҫак ыйту шухӑшлаттарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Иртнӗ ҫул ЧР цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви аякри ялсенче пурӑнакансене дистанци мелӗпе пулӑшу памалли программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Вӗсенче пурӑнакансене кирлӗ пек мӗнпур пулӑшупа, транспорт юрӑхлӑхӗпе тивӗҫтермелли тата тирпей-илем кӗртмелли инфратытӑм объекчӗсене чи малтан тума тытӑнӗҫ.

В них будут в приоритетном порядке строиться объекты инфраструктуры для оказания жителям всех необходимых услуг, обеспечения транспортной доступности и благоустройства.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫакӑ пурте пӗрле пире республикӑра пурӑнакансене паракан медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне тата унӑн юрӑхлӑхне лайӑхлатма май пачӗ, отраслӗн индикативлӑ кӑтартӑвӗсем - кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗ, ҫураласлӑх, вилеслӗх, ҫав шутра пепкесен вилеслӗхӗ - енӗпе лайӑх результатсем тума пулӑшрӗ.

Все это в комплексе нам позволило повысить качество и доступность медицинской помощи жителям республики, добиться положительных результатов по так называемым верховым индикативным показателям отрасли. Это ожидаемая продолжительность жизни, рождаемость, смертность, в том числе младенческая.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Мероприятие Чӑваш Ен халӑхне, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцие хутшӑнакансене тата Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче пурӑнакансене халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Янратӑр параппан сасси, кӗрлетӗр уяв! // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44130-yanra ... let-r-uyav

Фельдшер вӗсене пурне те, уйрӑмах пӗччен пурӑнакансене тата инвалидсене, тимлӗх уйӑрма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Ку уйрӑмах аслӑ ӑрурисемпе пӗр пӳртре пурӑнакансене пырса тивет.

Это особенно относится к тем, кто живёт вместе с родителями или дедушками и бабушками.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӗнӗ объекта уҫнӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ял хуҫалӑх тытӑмӗнче тӑрӑшакансене ырланӑ, ӳлӗмрен те ялта пурӑнакансене валли хӑтлӑ условисем йӗркелесе парассипе Чӑваш Ен Правительстви ҫине тӑрсах ӗҫлессе хыпарланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Ҫав вӑхӑтрах Вӑрнарти 27-мӗш пушарпа ҫӑлав чаҫне те шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, хӑй вара ӗҫтешӗсемпе пӗрле - ведомствӑна пӑхӑнман хурал уйрӑмӗн дежурствӑри экипажӗпе - ку подъездра пурӑнакансене эвакуацилеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

Канмалли кунсенчи инкек хваттерсенче пурӑнакансене те «урок» пачӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Ҫакна республикӑра пурӑнакансене шута илме ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

«Чӑваш Республикин Правительстви регионта пурӑнакансене паха шывпа тивӗҫтерессишӗн, паянхи технологийӗсене тӗпе хурса мӗнпур палӑртса хунӑ ӗҫсене пурнӑҫа кӗртсе пыма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре шывпа тивӗҫтермелли инвестицисен калӑпӑшне ҫичӗ хут пысӑклатнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/11/chav ... icisen-kal

Унсӑр пуҫне тата 4 ятарлӑ номинаци ҫирӗплетнӗ: «Цифровизаци тата экологи» — электронлӑ «ҫӳп-ҫапа» пӗтересси, кивӗ пайсенчен ҫӗнӗ гаджетсем тӑвасси, ҫынсен историйӗсем тата организацисен опычӗ; «Чӑваш Енри ИТ-специалистӑн карьери» — ИТ-специальноҫсен хисепӗ, ИТ-специалистсен аталану майӗсем, ИТ-специалистсен ӑнӑҫу историйӗсем; «Чи лайӑх ИТ-блогер» — цифра технологийӗсене уҫса паракан автор сайчӗсене тата блогсене аталантарасси; «Алӑран укҫапа мар тӳлекен Чӑваш Ен» — республикӑра пурӑнакансене алӑран укҫа памасӑр тӳлеме хӑнӑхтарасси.

Куҫарса пулӑш

Цифрӑллӑ Чӑваш Ен конкурс // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%86%d0%b ... %80%d1%81/

«Эпӗ хам Интернетпа усӑ курнипе ҫеҫ мар, пӗр ялта пурӑнакансене компьютерпа туслаштарас тӗллевпе «Манӑн компьютер» клуб та ертсе пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Интернет урлӑ ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ // Н.МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%b8%d0%b ... 3c%d0%bda/

Бахтиер Махмаджонович, Чӑваш Республикинче пурӑнакансене мӗнле ҫар вӗренӗвӗн специальноҫӗсене шута илсе повестка параҫҫӗ тата миҫе ҫынна?

Куҫарса пулӑш

Тулли мар мобилизаци камсене пырса тивет? // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%82%d1%8 ... b0-%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех