Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнакан сăмах пирĕн базăра пур.
пурӑнакан (тĕпĕ: пурӑнакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑшӑ вырӑна, лайӑхрах пурӑнакан инке-арӑм патне ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пилӗк ҫул каялла Уфара пурӑнакан Руфия Ханова пӗрремӗш хут амӑшӗ пулса тӑнӑ та лавккасенче пушкӑртла калаҫакан ҫемҫе теттесем ҫуккине асӑрханӑ.

Пять лет назад уфимка Руфия Ханова впервые стала мамой и обратила внимание, что в магазинах нет мягких игрушек, говорящих на башкирском.

Пушкӑрт ӑсти пушкӑртла юрлакан ҫемҫе теттесем тӑвать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... at-3438342

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти пӗрремӗш класра вӗренекенсем пуҫласа шкул историйӗ «пурӑнакан» паллӑ пӳлӗмре пулнӑ.

Сегодня первоклассники нашей школы впервые побывали в заветной комнате, где «живет» история нашей школы.

Тӗлӗнмелле вӑхӑт! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... -t-3434097

Проекта районта пурӑнакан 6 пине яхӑн ҫын суйласа илнӗ, уншӑн «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проекчӗн шайӗнче сасӑланӑ.

Проект выбрали почти 6 тыс. жителей района, проголосовав за него в рамках конкурса национального проекта «Жильё и городская среда».

Чаплӑ район центрӗнче Усолка юханшыв хӗррине хӑтлӑлатӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3433548

Унтан Авӑркас районӗнче пурӑнакан хӗр патне ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

18 ҫулхи каччӑ савнийӗпе тӗл пулас тесе автомобиль вӑрланӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... an-3422113

Ҫтерлӗ хулинче пурӑнакан 18 ҫулхи каччӑ савнӑ хӗрӗпе тӗл пулас тӗллевпе преступлениллӗ ӗҫ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

18 ҫулхи каччӑ савнийӗпе тӗл пулас тесе автомобиль вӑрланӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... an-3422113

Тӑван тӑрӑхра пурӑнакан ҫывӑх ҫыннисем киле таврӑнайман паттӑрсене чылай ҫул иртсен те шыраса тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d0%bf%d0% ... %d0%b0cce/

Чи ҫутӑ та илемлӗ уявсенчен пӗри регионта пурӑнакан халӑхсен йӑли-йӗркипе культури енне ҫаврӑнма май парать.

Один из самых ярких и красивых праздников даёт возможность обратиться к традициям и культуре народов, которые проживают в регионе.

Пушкӑрт Республикинчи халӑхсен Наци костюмӗн кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... un-3425328

2023 ҫулхи сентябрьтен Пушкӑрт Республикинче пилот программи шайӗнче республикӑра пурӑнакан 800 ҫынна тӳлевсӗр пулӑшупа тивӗҫтерме палӑртнӑ.

С сентября 2023 года в Башкирии в рамках пилотной программы планируется охватить бесплатным долговременным уходом 800 жителей республики.

Пушкӑрт Республикинче 800 ҫын тӳлевсӗр пулӑшу илме пултарать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3422779

Сӗннӗ халӑх пурӑнакан вырӑнсен списокне РФ Федерацин канашӗн Председателӗн ҫумӗ Андрей Турчак пӗлтернӗ.

Список предложенных населенных пунктов озвучил зампредседателя Совфеда РФ Андрей Турчак.

Путин Раҫҫей Федерацинчи 10 хулана "Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули" ята панине ырланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3421538

Китайри Фуцзянь провинцинче пурӑнакан хӗрарӑм, iPhone 14 Plus вӑрлама шут тытса, смартфона вӑрласа каясран лавккари сӗтелпе кӑкарнӑ троса кӑшласа татнӑ.

Жительница китайской провинции Фуцзянь, решив украсть iPhone 14 Plus, перегрызла в магазине противоугонный трос, который скреплял смартфон с прилавком.

Ҫӗнӗ iPhone-лӑ пулас тесе китаянка трос кӑшласа татнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35929.html

Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче 20 пин тенкӗ тӑракан шӑнтмӑш туянас тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тетелӗнче шӑнтмӑш туянас тесе ултавҫӑ аллине лекнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35893.html

Васильевка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Орск хулинче пурӑнакан Сергей Володин ҫирӗп пӗренесенчен хӑпартнӑ пурашӑн укҫа-тенкӗ тӳленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем часавай хӑпартнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/t-van-k-tes/2023 ... tn-3412519

Вырӑнта пурӑнакан Петр Лазаревпа Алексей Григорьев, Анатолий Вотяковпа Уметбек Худайназаров маччасене тата чартака минватӑпа витеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Янӑшма ялӗнче ҫӗнӗ объект пулӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/p-ch-k-yal-n-pys ... ul-3413123

Пирӗн тӑрӑхра, республикӑра пурӑнакан аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем хушшинче Петр Николаевич Тепловӑн ятне пӗлмен ҫын сахал пуль тесе шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Халӗ килте пурӑнакан кӗҫӗн ывӑлӗпе пӗрле хуҫалӑха тирпейлӗ тытса пыраҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк усраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ ҫул ытла пӗрле // Руфина СМИРНОВА. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b0%d0%b ... %bb%d0%b5/

Йӑлмахва ялӗнче ҫур ӗмӗр ытла пӗрле килӗштерсе пурӑнакан ҫемье чылай.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ ҫул ытла пӗрле // Руфина СМИРНОВА. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b0%d0%b ... %bb%d0%b5/

Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан А.Т.Рябчиковӑпа калаҫса ларатӑп та, вӑл ача чухнех курнӑ йывӑрлӑхсене куҫ умне кӑларма тӑрӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Ҫӗрпӳре пурӑнакан хӗрарӑм ӗнине уйра вӗренпе кӑкарнӑ.

В конце июля цивилянка в поле на веревку привязала корову.

Участовӑй хӗрарӑма ӗнине тупма пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35874.html

Вӑл иккӗмӗш ҫул иртет ӗнтӗ, вӑл Раҫҫей территорийӗнче пурӑнакан 193 национальноҫран пӗрин йӑли-йӗркине тата культурине ҫутатакан видеороликсем пулса тӑрать, Национальноҫсен ӗҫӗпе федераци агентстви пӗлтерет.

Он проходит уже второй год и представляет собой видеоролики, в каждом из которых освещают традиции и культуру одной из 193 национальностей, проживающих на территории России, передает Федеральное агентство по делам национальностей.

Раҫҫейре "Национальность.ги" проектӑн иккӗмӗш сезонӗ пуҫланнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... nn-3413137

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех