Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурҫӑнне (тĕпĕ: пурҫӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ухтиван пахчана тухса вӗлтӗрен пурҫӑнне пуҫтарса кӗрет.

Ухтиван сбегал в огород и вернулся с охапкой молодой крапивы.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫурт тӑрринчен тӑпра ан тӑкӑнтӑр тесе, мачча ҫумне парашют пурҫӑнне карса хунӑччӗ.

Чтобы с крыш не сыпалась земля, потолок обтянули парашютным шелком.

Ҫӗнӗ лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Эс каллех кунта-и? — тесе ыйтать те вӑл, манпа юнашар ларса нумайччен нимӗн те чӗнмест, ылтӑн тӗслӗ сухалӗн ҫемҫе пурҫӑнне шӑлкаласа шыв ҫине, пӗлӗт ҫине пӑхать.

— Ты опять тут? — спрашивает он и, садясь рядом, долго, сосредоточенно молчит, глядя на реку и в небо, поглаживая тонкий шёлк золотистой бороды.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Тӗтреллӗ сенкер асфальт ҫине ҫӑмӑллӑн пусса, коммунальнӑй ҫуртӑн шупка хунарӗсен ҫутинче болонь плащӗн пурҫӑнне ялтӑратса.

Чуть ступая ногами на голубой дымный асфальт, поблескивая коконом болоньи в свете бледных фонарей коммунального двора.

Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ҫутӑ нӑрӑсем вӗҫеҫҫӗ, хута патлаттарса шӑтарнӑ пек сасӑ илтӗнет: ку вӑл пульӑсем парашют пурҫӑнне тивсе шӑтарнипе пулакан сасӑ иккен.

Отчетливо слышатся щелчки, как будто пробивают бумагу, — это пули просекают шелк парашюта.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Унта, е кунта аэростатӑн хӗвел ҫинче тӗксӗммӗн йӑм-йӑм курӑнакан шупка пурҫӑнне опытлӑ куҫ анчах уйӑрса илме пултарать.

Только опытный глаз мог заметить то там, то здесь серый, поблескивающий под солнечными лучами аэростатный шелк.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Таҫта пульӑсем тӑрмалаҫҫӗ ялав пурҫӑнне, мӗскӗн Китай ҫӗкленет тарӑхуллӑн, — ӑна мӗн! — вӑл сурать ун ҫине, пурнӑҫ ӑшӑ ун, татуллӑ.

Где-то пули рвут знамённый шёлк, и нищий Китай встает, негодуя, а ему — наплевать. Ему хорошо: тепло и не дует.

Пур йӑх-яха та ҫӳп-ҫапа кӑварлӑ рифмӑпа ҫапар // Аркадий Ӗҫхӗл. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 142–145 с.

Хутор анкартийӗсем ҫумӗнчи ҫулса пӑрахнӑ улӑп шупка-симӗс лаптӑксемпе ҫутӑлса выртать; ҫулма ӗлкӗреймен вырӑнсенчи курӑкӑн ешӗл-ҫутӑ пурҫӑнне ҫил хумхантарса вӑштӑртаттарать.

Луг, скошенный возле хуторских гумен, светлел бледно-зелеными пятнами; там, где еще не сняли травы, ветерок шершавил зеленый с глянцевитой чернью травяной шелк.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чулхулара, Хусанта, Шупашкарта сутакан чи хаклӑ Китай пурҫӑнне эпӗ илсе килетӗп Раҫҫее.

Самый дорогой китайский шёлк, что продаётся в Нижнем Новгороде, Казани, Чебоксарах, я доставляю в Россию.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех