Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫӗпе (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах эпӗ сире малтанах ҫав ҫырупа мар, Иван Петровичӑн пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Нарӑс, 16: Британи правительствин Рушдине свидетельсене хӳтӗлемелли программӑна кӗртсе хӳтӗлеме пуҫлать тата кӗнеке мусульмансене кӳрентернӗшӗн куляннине пӗлтерет; Хомейни аятолла ҫапла хуравлать: «Кашни мӑсӑльманӑн тивӗҫӗ — хӑй мӗн пуррипе усӑ курса, хӑйӗн пурнӑҫӗпе пуянлӑхне шеллемесӗр, Рушдине тамӑка ярасси».

16 февраля: Рушди защищён программой британского правительства по защите свидетелей и издает заявление, в котором выражает сожаление о том, что мусульмане были оскорблены книгой; аятолла Хомейни отвечает: «Обязанностью каждого мусульманина является использование всего, чем он владеет, его жизни и богатства для того, чтобы отправить Рушди в ад».

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Ӑсталӑх класне хутшӑннӑ пӗр ҫамрӑк ҫын «Гринев карттине» туса хурасси ҫинчен панӑ сӗнӳ те паха, унта муниципаллӑ музейсен никӗсӗ ҫинче ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑксене ҫемье пурнӑҫӗпе паллашма пулӑшакан ҫавнашкал вырӑнсем йӗркелесси ҫинчен асӑннӑ.

Ценно предложение одного из участников – молодого человека о создании «Гриневской карты» – предлагается создание нескольких аналогичных точек погружения для молодых семей и молодежи в реалии семейной жизни на базе муниципальных музеев.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Голсуорси романист пулнӑ май тӗп сӑнарӑн пурнӑҫӗпе унӑн характерӗ тата унӑн шухӑшӗ хушшинчи ҫирӗп ҫыхӑнӑвне тупса палӑртасси питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутланӑ.

Как романист Голсуорси считал важным уловить взаимосвязь между жизнью героя, его характером и его мыслью.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Ача-пӑча вещанийӗн редакцийӗ те пионерсемпе шкул ачисен пурнӑҫӗпе вӗренӗвне анлӑ ҫутатать, вӗсен тавракурӑмне анлӑлатма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Халӗ радио итлекенсем тӑванла республикӑсен пурнӑҫӗпе ытларах та ытларах паллашма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫӗнӗ ҫӗр ҫинче ҫӗнӗ сывлӑшпа шӑтса ӳснӗ, паркаланнӑ литературӑсем урлӑ эпир ытти халӑхсемпе — вӗсен пурнӑҫӗпе, йӑлисемпе, литературипе, искусствипе ҫывӑхрах паллашрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ӗҫлеменрен мар ӗнтӗ чӑваш халӑхӗн ҫӗнӗ саманари — социализмла саманари пурнӑҫӗпе кӗрешӗвӗ ҫинчен ҫырнӑ романсемпе повеҫсем, поэмӑсем, калавпа сӑвӑ кӗнекисем, драмӑллӑ произведенисем, вӗсене тишкернӗ критикӑллӑ статьясем, очерксем нихҫанхинчен ытла иртнӗ тапхӑрта ҫултан ҫул нумайрах пичетленсе тухма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кӑҫалхи ҫул вӗҫленсе, ҫӗнӗ 2024 ҫул ҫывхарса килнӗ кунсенче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Н.Н.Раськинпа тӗл пулса калаҫрӑм, хамӑр тӑрӑх пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйту ҫине хуравлама ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Кукамай Марфа Трубина сӑнланӑ геройсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашса пынӑ май тек-текех: — Эй, тур-тур, хоспоти помилуй! Ай-ай-ай, нивушлӗ ҫакӑн пек пулать-ши пурнӑҫра? — тесе тӗлӗнсе, пуҫне сула-сулах ҫип арлать.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Пӗр ушкӑнӗ, ытларах хӗрарӑмсем, Венюк йӗри-тавра пуҫтарӑнса ларса унӑн пурнӑҫӗпе интересленеҫҫӗ: ашшӗ-амӑшӗ пирки, ачалӑх ҫинчен, Афганистанри хӗрӳ ҫапӑҫусем пирки, душмансемпе кӗрешнӗ чухне аманни ҫинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Кантӑксене яри уҫса янӑ пӳлӗмре иккӗшӗ кӑвакарчӑнсем пек кӑлтӑртатса калаҫса ларчӗҫ, пӗр-пӗрин пурнӑҫӗпе те малашри ӗмӗчӗсемпе паллашрӗҫ, ниме те вӑрттӑнлӑхра тытмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

«Крепко за баранку держись шофер», «Вӑйӑран-вакӑр», «Ӑсан Уҫӑпӗ сунарҫӑ курни-илтни», «Нестер Янкас пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» кӗнекесен авторӗ вӑл, пирӗн ырӑ тус-юлташӑмӑр тата пултаруллӑ ҫыравҫӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

Ҫамрӑксем Яльчиков пурнӑҫӗпе питӗ кӑсӑкланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сивӗ камерӑра ларнӑ май вӑл темиҫе хутчен те хӑйӗн пурнӑҫне малтан пуҫласа вӗҫне ҫитиччен пӑхса тухрӗ — мӗн туса ӗлкӗрнӗ, мӗн ӗлкӗрмен, пурнӑҫӗпе майӗпен сывпуллашма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Волонтерсен пурнӑҫӗпе Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Марина Павлова, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Людмила Павлова тӗплӗн паллашрӗҫ, ырӑ ӗҫ тума ачаранах пуҫлани паянхи вӑхӑтра уйрӑмах кирлине каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Кам халӑх пурнӑҫӗпе пурӑнса асапланса курать, ун ҫимӗҫне тутаннӑ пекех пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Эпир урӑх ним те мар, эпир протоокеанӑн пурнӑҫӗпе тӗл пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӗпсӗр ҫӑл пурнӑҫӗпе ҫыхӑнман-ши ку тӑвӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл вӑхӑтра эпӗ джунглири тискер кайӑксен пурнӑҫӗпе йӑли-шӑпи ҫинчен шав шухӑшлаттӑм, хам вара тӗрлӗ тӗслӗ кӑранташпа чӑн пирвайхи ӳкерчӗке сӑрласа хума мехел ҫитернӗччӗ.

Я много раздумывал о полной приключений жизни джунглей и тоже нарисовал цветным карандашом свою первую картинку.

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех