Шырав
Шырав ĕçĕ:
пурнӑҫламасть (тĕпĕ: пурнӑҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам приказа пурнӑҫламасть, ҫавна персе вӗлеретпӗр, тенӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл вуламасӑр Штольц пӗр ҫыру та ямасть, пӗр шухӑша та ӑна пӗлтермесӗр пурнӑҫламасть; Ольга йӑлтах пӗлет, пуринпе те интересленет, мӗншӗн тесен Штольца интереслентерет.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пытарма кирлӗ мар, Патшалӑх Думинчи пур депутат та хӑйӗн тивӗҫне яваплӑха туйса пурнӑҫламасть.
Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Ман шухӑшпа, пире халӗ ҫакӑ ҫитмест: хут ҫинче саккун пур, анчах ӑна никам та пурнӑҫламасть.
Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№
Страницăсем:
- 1