Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫламаллах (тĕпĕ: пурнӑҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗҫе асӑрхануллӑ тӑвӑпӑр, пиччӳ хушнине пурнӑҫламаллах пирӗн.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Апла пулсан унӑн, тухтӑрӑн, хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫламаллах — суран пулнӑ, сывӑ мар ҫынна сиплӗ пулӑшу кӳрмеллех.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Иккӗмӗшӗнчен, мӗскӗн хӗрарӑма ӗнтӗ пурпӗр ҫӑлаймӑн, Ваньккан вара Крапивин хушнине пурнӑҫламаллах, хурахсен ушкӑнне кам-кам кӗнине, вӗсем ӑҫта-ӑҫта пурӑннине, камсемпе ҫыхӑну тытнине тӗплӗн пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлташсем, хамӑра панӑ заданине пурнӑҫламаллах пирӗн: ҫирӗм пилӗк пин ача-пӑчана, хӗрарӑмсене, стариксене Царицына илсе ҫитеретпӗрех…

Товарищи, мы должны выполнить задание: двадцать пять тысяч детей, женщин, стариков будут доставлены в Царицын…

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пӗрре пуҫланса кайнӑ революци хӑйӗн умне лартнӑ ыйтусене пурнӑҫламаллах.

Однажды вспыхнув, революция уже сама о себе позаботится.

II // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Ҫук, задание пурнӑҫламалла-тӑк — пурнӑҫламаллах!

Нет уж, выполнять задание так выполнять!

Кам вӑл Серёга? // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫак задачӑна пирӗн пурнӑҫламаллах.

Нужно справиться с этой задачей.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех