Шырав
Шырав ĕçĕ:
Улӑм витнӗ пӳрт ҫукпа пӗрех, урамсенче ҫӗнӗ пурасем йышлӑ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Колхозниксем хӑйсем валли утар пӳрчӗсем пек пӗчӗк пурасем пура-пура лартрӗҫ.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Чи малтанах ҫурт-йӗр таврашӗ тумалла пулнӑ; часах вара ешӗл уҫланкӑра пурасем ӳсе-ӳсе ларчӗҫ, пӗтӗм лагерь турпаспа та йывӑҫ хуппипе витӗнчӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Шыва антарма вӑхӑт ҫитнӗ юлашки галера ҫаплах пурасем хушшинче ларнӑ.Последняя галера, которая уже должна была быть спущена на воду, стояла еще на лесах.
Адмиралтейски верфь // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Ялта ҫӗнӗ пурасем пур, хӑма пур — иртнӗ кунсенче ҫеҫ касса турттарнӑ йывӑҫ ниҫта та ҫук.Были и новые срубы, и доски, но не было свежего, только что вывезенного леса.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Урам тӑрӑх — ку енӗпе те, леш енӗпе те — хӳмесемпе ҫатан картасем ҫумӗпе, ҫӗнӗ пурасем умӗнчен, правленипе ял Совет умӗнчен, клуб умӗнчен, пӗтӗм ҫут тӗнче илтмелле калаҫакан репродуктор умӗнчен, ҫавӑнта ҫав сехетре ҫав-ҫав ҫын, Уйӑх ҫинчен лекци вуласа парасси ҫинчен пӗлтерекен афишӑсем умӗнчен, шкул умӗнчен, магазин тӗлӗнче ҫеҫ кӑшт чарӑнса тӑрса, карчӑксен вӗҫӗ-хӗррисӗр пулкки утать.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Анлӑ урамра унта та кунта ҫутӑ сухӑрлӑ пурасем, шултра пӗренесем, вӑрӑм каштасем купала-купала хунӑ, хӑма ҫурмалли стансем урисене чаркаласа тӑраҫҫӗ.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1