Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӗ сăмах пирĕн базăра пур.
пулӗ (тĕпĕ: пулӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана пӗрмаях хам хыҫра темскерсем тӑнӑ пек туйӑнать, эпӗ каялла ҫаврӑнса пӑхма та хӑратӑп, мӗншӗн тесен, тен, урӑххисем малта тӑраҫҫӗ пулӗ, эпӗ каялла ҫаврӑнса пӑхассине кӗтсе ҫеҫ тӑраҫҫӗ пулӗ вӗсем.

Я все время чувствую, что за спиной у меня кто-то стоит, а повернуться боюсь: может, и впереди тоже кто-нибудь есть и только того и дожидается.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тӗттӗмленсен, вӗсем аякра ларакан пӗчӗк тӗрме таврашӗнче ҫапкаланса ҫӳреме тытӑнчӗҫ, мӗн те пулин пулӗ те, пире тӑруках мӗнпур йывӑрлӑхран хӑтарса кӑларӗҫ тесе ӗмӗтленчӗҫ пулӗ вӗсем.

С наступлением сумерек они начали прохаживаться неподалеку от маленькой тюрьмы, стоявшей на пустыре, должно быть, питая смутную надежду на то, что какой-нибудь счастливый случай еще может все уладить.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Манӑн умра ахальтен мар пулӗ ҫавнашкал сӑмахлаҫҫӗ, мана тытма тӑрӑшаҫҫӗ пулӗ», — терӗ вӑл.

Все замечания делаются при нем нарочно, чтобы испытать его.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Поттер урӑ пулнӑ пулсан, тата пуҫран ҫавӑн пек парсан, тен, вӑл вилсе те каятчӗ пулӗ… халӗ эпӗ пӗлместӗп, апла пулӗ тесе шухӑшламастӑп.

Вот если б он был трезвый, тогда, пожалуй, мог бы окочуриться от такой затрещины, да и то еще неизвестно.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗрача текех курӑнмарӗ, ҫапах та Том хӑйне хӑй пӑртак йӑпатса ҫапла шухӑшларӗ: хӗрача пӗр-пӗр чӳречерен пӑхать пулӗ, вӑл уншӑн епле тӑрашнине курать пулӗ.

Но девочка больше не показывалась, и Том утешал себя мыслью, что она, может быть, подходила в это время к окну и видела его старания.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑй ҫумӗнче ларакан пуянӗсем: «Пулӗ те ҫав, ах, вӑл епле алла, пит вичкӗн шӑллӑ пулнӑ пулӗ шӑшийӗ?» – тесе тӗлӗнӗ пуҫларӗҫ, тет.

Куҫарса пулӑш

Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/

Тен, хӑйӗн ӑш-чиккинче тӑвӑлланса-тулса ҫитнӗ пӑлхавлӑ шухӑшне уҫса парасшӑнччӗ пулӗ мана, малалла епле произведенисем ҫырма ӗмӗтленни ҫинчен пӗлтересшӗнччӗ пулӗ.

Может, он со мной хотел поделиться внутренними переживаниями, может хотел поделиться мечтой о произведении, которую хочет написать.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Хушамат та пулӗ паллӑ, Ят та, чап та пулӗ ун.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кӗвӗҫни пулӗ, кӳнӗҫни пулӗ.

И зависть будет, и смирение будет.

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

Ыр сунакан пулӗ, хур тӑвакан пулӗ.

И желающий добра будет, и обидящий будет.

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

Чун сикни пулӗ, куҫ ӳкни пулӗ.

И душа вздрогнет, и сглаз будет.

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

Савӑнни пулӗ, хурланни пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

Хам айванни пулӗ, ҫын пӑтратни пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

Юратни пулӗ, курайманни пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

Ӑс хупланни пулӗ, юн выляни пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

Тӑрӑшни пулӗ, сӳленни пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

29. Иудӑра укҫа арчи пулнӑ, ҫавӑнпа хӑшӗсем Иисус ӑна хамӑр валли уява мӗн кирлине илме хушать пулӗ е ыйткалакансене мӗн те пулин пама калать пулӗ тесе шухӑшланӑ.

29. А как у Иуды был ящик, то некоторые думали, что Иисус говорит ему: купи, что нам нужно к празднику, или чтобы дал что-нибудь нищим.

Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл ҫакӑнта вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ; вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсемпе пӗрле пулӗ, вӗсен Турри пулӗ.

и Он будет обитать с ними; они будут Его народом, и Сам Бог с ними будет Богом их.

Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл мана каларӗ: ил те ҫисе яр ӑна — ӑшӑнта йӳҫӗ пулӗ, ҫӑварӑнта пыл пек тутлӑ пулӗ, терӗ.

Он сказал мне: возьми и съешь ее; она будет горька во чреве твоем, но в устах твоих будет сладка, как мед.

Ӳлӗм 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Эй юратнӑ тӑвансем, ҫапла калатпӑр пулин те, эпир ӗнтӗ эсир аванах тытӑнса тӑратӑр пулӗ, ҫӑлӑнас шухӑша тытса пурӑнатӑр пулӗ тесе шанса тӑратпӑр.

9. Впрочем о вас, возлюбленные, мы надеемся, что вы в лучшем состоянии и держитесь спасения, хотя и говорим так.

Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех