Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшу сăмах пирĕн базăра пур.
пулӑшу (тĕпĕ: пулӑшу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасене пулӑшу пани, каяллах ырӑпа таврӑнассине пурсӑмӑр та лайӑх пӗлсе тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

«Эпир ачасене хамӑр енчен яланах пулӑшу пама хатӑр, вӗсене кӑсӑклантаракан проектсемпе паллашма хавас», – тенӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Эпӗ ӑна килне леҫсе хӑварасшӑнччӗ, анчах, такам шӑнкӑравланипе, пӗлместӗп, ҫак вӑхӑтра чирлисене васкавлӑ пулӑшу паракансен машини кӗрр! вӑркӑнса та ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Генерал-майор «васкавлӑ пулӑшу» паман пулсан, тен, шапа ҫӑвар унтах кӑнса выртнӑ пулӗччӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, «васкавлӑ пулӑшу» тесе ҫырнӑ хӗрлӗ хӗреслӗ, шур акӑш пек шурӑ машина Тимӗр Кӗркури пурӑнакан ҫурт умне тӳ-тӳ-тӳ! тӳлетсе, хыпӑнса, вӑрр! вӗҫсе, йӑрр! шуса ҫитсе те тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Эпӗ васкасах чирлисене вӑраха ямасӑр пулӑшу паракансем патне шӑнкӑравларӑм.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Апла пулсан унӑн, тухтӑрӑн, хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫламаллах — суран пулнӑ, сывӑ мар ҫынна сиплӗ пулӑшу кӳрмеллех.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хыҫҫӑнах тухтӑрсем, чи малтан килсе ҫитнӗскерсем, ҫамрӑк паттӑра сивӗ ӳпкенех лармалла мар васкавлӑ пулӑшу пачӗҫ те машинипе пульницӑна ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— «Васкавлӑ пулӑшу» паракансен телефон номерӗ — 03!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫынсем пайтаххӑн — машинӑсен кабинисенчен, автобуссемпе троллейбуссен салонӗсенчен тухнисем те, пыран-килен те — хыпалансах чӗнтӗрлӗ кӗпер карлӑкӗн сулахай еннелле, варринелле, тӗркӗлтетеҫҫӗ, тӑтӑшӑн кӑшӑр-кӑшӑр! юхаҫҫӗ, тӗр-тӗр чупаҫҫӗ, асӑннӑ тӗле ҫитсен, кӗпӗрленсе, карлӑк урлӑ аялалла, залив шывӗ ҫине халланса тирӗнеҫҫӗ, васкаса, шуйхӑнса, пӑлхавлӑн калаҫаҫҫӗ, пулӑшу ыйтса, чунтан ҫунӑхса кӑшкӑркалаҫҫӗ; шӑппӑн е йӗкӗрсе йӗрекенни те пур.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Эсир ҫынсене хӑвӑр патне туртатӑр, вӗсен ирӗксӗрех сире пулӑшу сӗнес килет.

Вы просто притягиваете к себе внимание, вызываете симпатию, вынуждаете предлагать услуги и помощь.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ сире пулӑшу нихӑҫанхинчен ытла кирлӗ.

Помощь и совет сейчас будут, как никогда, необходимы.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫывӑх ҫынсем пулӑшу сӗнчӗҫ тӗк ан хирӗҫлӗр.

Проявляйте инициативу и не отказывайтесь от поддержки близких.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Паян Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнче службӑра тӑракан хӗрарӑмсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫынсен амӑшӗсене, арӑмӗсемпе аппӑшӗ-йӑмӑкӗсене, Ҫӗнтерӳ Кунне ҫывхартма тӑрӑшса пирӗн салтаксене май килнӗ таран пулӑшу кӳрекен пӗтӗм хӗрарӑма уйрӑммӑн палӑртса хӑваратӑп.

Отдельно обращаюсь к женщинам, которые сегодня несут службу в рядах Вооружённых Сил России, матерям, женам и сестрам участников специальной военной операции, тем, кто оказывает нашим бойцам посильную помощь для приближения Дня Победы.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

Арҫын «Энергозапчаҫ» чарӑну патӗнче дежурствӑра тӑракан инспекторсем патне пырса пулӑшу ыйтнӑ.

Мужчина подошел к инспекторам, дежурившим возле остановки «Энергозапчасть» и попросил помощи.

Инспекторсем чирлӗ ачана пульницӑна ҫитерме пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://www.chuvash.org/news/34515.html

Соцконтракт ҫине таянса округра уйрӑм граждансене патшалӑх енчен социаллӑ пулӑшу парасси малалла пырать.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Хӑй вӑхӑтӗнче ял-йыш хама та тем чул хавхалантарнӑ, халӗ хам та вӑй пур таран пулӑшу алли тӑсма тӑрӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Яланах сӗнӳ та, пулӑшу та парӑп.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Пӗрмаях ӗҫшӗн хыпӑнать вӑл, тӗрлӗ мероприятие васкать, кама та пулин пулӑшу пама, усӑ кӳме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Турӑран пулӑшу ыйтрӗ! — шӑтма-элеклеме васкарӗ ҫак вӑхӑтра Пуриса сӗтӗрсе килнӗ шуйттансенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех