Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшмасан (тĕпĕ: пулӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗрне-пӗри пулӑшмасан, мӗнле пурнӑҫ пултӑр вӑл… — илтӗнчӗ юлашкинчен Ванюкӑн кӑмӑлсӑр сасси.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ӑслӑ грексем пулӑшмасан пирӗн чухӑн ҫӗр ҫыннисем хытӑ тата сивӗ вырӑн ҫинче тата та нумай асапланатчӗҫ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ку хут пулӑшмасан, военкомата хам каятӑп.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кирлӗ чух пире пулӑшнӑ ҫынна пулӑшмасан - йӗркерен тухни пулать, ку вара социум ырламан япала, лвл тӳрех.

Куҫарса пулӑш

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Пӗр-пӗрне пулӑшмасан епле-ха ӗнтӗ, — вӗрентсе каларӗ хӑшместӗр.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпир пулӑшмасан вӗсем пӑшаллӑ салтаксене хирӗҫ чылайччен тӑраймаҫҫӗ, — терӗ Тимофей-хусах.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсир те пулӑшмасан, пире, хура халӑха, пурнӑҫ пулас ҫук!

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куратӑп, хам пулӑшмасан эсир карта урлӑ каҫаймастӑр.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эппин вӑрҫӑрисене эпир хамӑр пулӑшмасан, кам пулӑштӑр?

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Патшалӑх пулӑшмасан вӗсем ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра татса параймӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Ют ҫӗрте пӗрне-пӗри пулӑшмасан май ҫук-ҫке.

А как иначе, если не помогать друг другу на чужбине?

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ҫӗнӗ пурнӑҫа» пулӑшмасан, пире пушшех намӑс: вӑл хамӑр ял Советне кӗрекен колхоз…

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эс пулӑшмасан кам пулӑштӑр мана вӑйлӑ утлӑ ҫар тума?

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӗсем пулӑшмасан, эпир ҫураки валли вӑрлӑх тупса ҫитерес ҫук, Марье аппа…

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пӗрремӗшӗнчен, ясака эсӗ пухман, ӑна хан эшкерӗ пухнӑ, эсӗ эпир пулӑшмасан кашни килтен темиҫе алтын укҫа та пуҫтарма пултараймастӑн; иккӗмӗшӗнчен, ку вӑл сан пурлӑху мар, Хусан ханӗн пурлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс пулӑшмасан вӗсем иҫниксен аллине ҫакланма пултараҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Округри ҫар комитечӗ пире пулӑшмасан, Кадыков, Крынецкий пеккисем пӗтӗмпех влаҫа хӑйсем ҫавӑрса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ефремовсем, Эливановсем, Курбатовсем пулӑшмасан, эпир ура ҫине тӑраймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Франципе Англи пулӑшмасан Вильгельмпа ҫапӑҫма пирӗн вӑй ҫитес ҫук.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эсӗ пулӑшмасан, паянхи кун пирӗн пахчара улма-ҫырли те ӳсеймӗччӗ, — кӑмӑлӗ уҫӑлнӑран вӑл чӑлантан авӑрлӑ кӑкшӑм илсе тухрӗ, вара Сарт Ҫеменне пӗр курка сӑра тултарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех