Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшмаллине (тĕпĕ: пулӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Журналистсемпе хутшӑннӑ май республика ертӳҫи ҫак производствӑна епле пулсан та пулӑшмаллине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Рязань труба завочӗн филиалӗ Пушкӑрт Республикинче производствӑна аталантарма шутлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3257055

Хӑраса кайнӑ хӗрача нимӗн тума та пӗлмесӗр койка йӗри-тавра ҫаврӑнкаларӗ, анчах мӗнпе пулӑшмаллине пӗлеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗрне-пӗри пулӑшмаллине ҫеҫ вӗсем час манаҫҫӗ.

Позабыв о том, что следует помогать друг другу.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл ҫак йывӑр вӑхӑтра Донбасри халӑха, тӑнӑҫлӑхшӑн тӑшманпа кӗрешекен салтаксене пулӑшмаллине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмастпӑр // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%85%d0%b ... bfa%d1%80/

Вӑл йывӑр вӑхӑтра Донбасри халӑха, тӑнӑҫлӑхпа тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен салтаксене пулӑшмаллине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

Ӑна инкекре мӗнле пулӑшмаллине чухламасӑр эпӗ йӗнер ҫинче тӳлеккӗн ларатӑп.

Не зная, чем помочь его горю, я смирно сидел в седле.

III. Калаҫу // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

— Мӗнпе пулӑшмаллине пӗлетӗп эпӗ, Вася.

Вася.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Юнашар тӑракан Альфредпа Ида ӑна мӗнпе пулӑшмаллине те пӗлмеҫҫӗ.

А рядом стояли Альфред и сестрёнка Ида и не знали, как ей помочь.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Халӗ эпӗ чирлӗ тусӑма мӗнпе пулӑшмаллине те пӗлместӗп.

Я страдал оттого, что не знал, как помочь больному другу.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Салтак мар-и вара, пӗлместӗн-и пушарта пӗрне-пӗри пулӑшмаллине

Не солдат, что ли, не знаешь, что друг дружке положено в беде помогать?..

Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.

Связистсен хатӗрӗсене Алексей тимлӗн тӗрӗслесе тухрӗ, ҫитес вӑхӑтра управленинчен вӗсене мӗнпе пулӑшмаллине палӑртрӗ.

Алексей внимательнейшим образом проверил снаряжение связистов и уточнил, в чем потребуется им помощь от управления в ближайшее время.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Алвишпа Негоро ҫунакан патшана мӗнпе пулӑшмаллине пӗлмерӗҫ.

Алвиш и Негоро не знали, как помочь горящему королю.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ме, минтер хур та ӑшӑн, — хӑй ӑна мӗнле пулӑшмаллине пӗлменшӗн кӑмӑлсӑрланса каларӗ ашшӗ, Саша инке патне ҫитсе йывӑҫ айне майланса выртсан.

На, положи подушку на голову, согрейся, — недовольно говорил отец, не зная, чем помочь сыну, и злясь на свое неуменье, когда они пришли к тете Саше и улеглись под деревьями.

7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Анчах пурӑнасса цыганла пурӑнать, мӗнле пулӑшмаллине пӗлместӗп.

Живет только по-цыгански, и чем тут делу помочь — не знаю.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ним тапранмасӑр хытса итлекен, шӑп пулнӑ класра питӗ ӑслӑ учитель пек васкамасӑр, татӑклӑн та витӗмлӗ калаҫать Сталин, Совет Союзӗн гражданӗсем Хӗрлӗ Ҫарпа тата Хӗрлӗ Флотпа пӗрле кашни шит Совет ҫӗрне сыхлама тивӗҫ, тет вӑл, тылра Хӗрлӗ Ҫара мӗнле пулӑшмаллине тата вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫӗнӗлле мӗнле ӗҫлемеллине вӗрентет.

Сталин говорил медленно, решительно и внушительно, как умный учитель в тихом класе, которого все слушали боясь шевельнуться, о том, что граждане Советского Союза вместе Красной Армией и Красным Флотом должны беречь каждую пядь Советской земли, учит как помочь Красноай Армии в тылу и как работать по новому в военное время.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Мӗн хӗрхенмеллине вӑл пурне те хӗрхенет, мӗн пулӑшмаллине пурне те пулӑшать; вӑл ҫыннӑн телей пулма пултарнине ҫирӗп шанса тӑрать, телей пулмалла, ҫилӗпе хуйхӑ ӗмӗрлӗхех мар, пирӗн пата ҫӗнӗ, ҫутӑ пурнӑҫ хӑвӑрт ҫывхарса килет, тет.

Как он сочувствует всему, что требует сочувствия, хочет помогать всему, что требует помощи; как он уверен, что счастье для людей возможно, что оно должно быть, что злоба и горе не вечно, что быстро идет к нам новая, светлая жизнь.

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ вӗрентекенсене – чӑн-чӑн ӗҫченсене, професси ӑстаҫисене – тав тӑватӑп тата республика Правительствине хӑйсен пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне тӑтӑшах ӳстерсе пыракан, ачасене пӗлӳ парас тата вӗсене тӗрлӗ енлӗн аталантарас ӗҫре чунне парса тӑрӑшакан вӗрентекенсене пулӑшмаллине тата хавхалантармаллине шута илме ыйтатӑп.

Я выражаю благодарность педагогам - настоящим труженикам, профессионалам своего дела - и обращаю внимание Правительства республики на необходимость поддержки и поощрения учителей, которые вкладывают в образование и развитие детей свое мастерство и душу.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех