Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑттӑмӑр (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлтермеллеччӗ, илме лав янӑ пулӑттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗр-ик эрнелӗхе те пулин, каникул вӑхӑтӗнче, Шупашкара килсе кайма вӑхӑт тупас пулсан, калама ҫук савӑннӑ пулӑттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Укҫишӗн тӑман пулӑттӑмӑр, тухтӑр, сӗтлӗ хӗрарӑм тупӑнтӑрччӗ ҫеҫ, — терӗ Слюсарев, лайӑхмарланса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Икҫӗр салтак Шупашкара ҫитерсен, эпир кӑмӑллӑ пулӑттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Юлмаллаччӗ, интереслӗ япаласем татах курнӑ пулӑттӑмӑр, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑна та чӗннӗ пулӑттӑмӑр, — тӗртсе каларӗ Виктӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Епле аван пурӑннӑ пулӑттӑмӑр иксӗмӗр, тен, чирлесе ӳкни те ман сан пирки хуйхӑрнӑ пиркиех пулмарӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шебалов Хамур ҫулне асӑрхама хушман пулсан, эпир аяла та анса кайнӑ пулӑттӑмӑр.

Если бы не приказание Шебалова следить за Хамурской дорогой, мы спустились бы вниз.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пирӗн ҫапӑҫма пултаракан арми пулсан, пӗрре татӑклӑн тапӑнсах тӑшмана ҫӗнтерсе мирлӗ самана туса хунӑ пулӑттӑмӑр.

Если бы у нас была боеспособная армия, мы бы одним решительным ударом победили врага и заключили мир.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

«Мӗн каласси пур, ун пек ӗҫшӗн парнелӗхе чӑн-чӑн пӑшал илсе паракан пулсан», апла эпир те хула тавра виҫӗ кун чупса ҫавӑрӑнма килӗшнӗ пулӑттӑмӑр, тесе шавлакалатчӗҫ.

«Нечего сказать, этак и многие из нас согласились бы пробегать три дня вокруг города да за это в подарок получить настоящее ружье».

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Тӑлӑх-турат пулса юлма май килнӗ пулсан, мӗн тери хаваслӑ пулнӑ пулӑттӑмӑр эпир!

— Как мы были бы рады, если бы нам удалось остаться сиротами!

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Пӗрлешсен те телейлӗ пулман пулӑттӑмӑр эпир унпа.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Эпир санпа вӑрмана кӑмпана кайнӑ пулӑттӑмӑр.

— Мы бы с тобой в лес за грибами пошли.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫӗрӗпех, ирчченех куҫ хупмасӑр итленӗ пулӑттӑмӑр ҫав!

Кажется, всю ночь, до утра, не сомкнул бы глаз.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Илюха амӑшӗ сӑх-сӑхать, ашшӗ вара, мунчара ӗҫлекен хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ ҫын, вӗсем хыҫҫӑн ҫӳресе, нимӗҫе пӗрмай: — Драйцик, цвайцик, пӗлместӗп, туршӑн та пӗлместӗп. Вӑл ӑҫта пытаннине пӗлнӗ пулсан, эпир ӑна хамӑрах тытнӑ пулӑттӑмӑр, — тет.

Она крестилась, а Илюхин отец, рыжий банщик, ходил за немцем и бубнил ему в спину: — Драйцик-цвайцик, не знаем, ей-богу, не знаем. Мы его сами поймали бы, если бы знали, где он заховался.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпир, инҫетри ҫӗршывсене кайса ҫӳрекенсем, Европа ҫыннисемпе акӑлчансем сайра хутра кӑна ҫитсе куракан ҫӗршывсенче тинӗсре тата типӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗлӗнмелле чӗрчунсем ҫинчен ҫӑмӑллӑнах ҫырса панӑ пулӑттӑмӑр.

Нам, путешественникам в далекие страны, редко посещаемые англичанами или другими европейцами, нетрудно сочинить описание диковинных животных, морских и сухопутных.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хамӑрӑн пурнӑҫри примерсемпе эпир этемлӗх пӗр чарӑнмасӑр имшерленсе пырассине чарса лартма тӑрӑшнӑ пулӑттӑмӑр.

Своим личным примером мы старались бы предотвратить непрестанное вырождение человечества.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпир ҫынсем хушшинче ӳссех пыракан ҫитменлӗхсене пӗтермелли майсем шутласа кӑларнӑ пулӑттӑмӑр.

Мы придумывали бы меры борьбы с растущими среди людей пороками.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпир, струльдбругсем, хамӑр темиҫе ӗмӗрсем хушши пухса пынӑ сӑнавсемпе асилӳсем пирки калаҫнӑ пулӑттӑмӑр.

Мы, струльдбруги, обменивались бы воспоминаниями и наблюдениями, собранными за много веков.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Туроксем хыҫҫӑн хӑваласа кайсан, эпир Шумлы патне те ҫитнӗ пулӑттӑмӑр, анчах ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн тӑвӑттӑмӑр-ха?

— Если пойдем за турками, то, вероятно, достигнем Шумлы, но потом что станем делать?

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех