Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑм сăмах пирĕн базăра пур.
пулӑм (тĕпĕ: пулӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗршывӑн ҫав вӑхӑчӗшӗн ку тӗлӗнмелле пулӑм шутланнӑ.

Это было редкое для русской действительности того времени явление.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫынсем те сӑмах чӗнмерӗҫ, ҫапах та ҫак пулӑм чӗрене витерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вашаватлӑх – ҫитменлӗх-и? // Вера ШУМИЛОВА. Тӑван Ен, 2017.04.17

— Ун пек тусан вара, — генерал сӑмахне пӳлчӗ тамошня директорӗ, — ҫав вӑрӑсем хӑйсен атаманне алли-урипех ҫыхса, пирӗн алла тытса памаҫҫӗ пулсассӑн — эпӗ коллежский советник мар, киргиз таки пулӑм.

— И тогда, — прервал таможенный директор, — будь я киргизский баран, а не коллежский советник, если эти воры не выдадут нам своего атамана, скованного по рукам и по ногам.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Коррупци пурнӑҫра кирлӗ пулӑм тесе шухӑшлакан ҫынсен шучӗ чакса пырать.

Сокращается количество людей, считающих, что коррупция необходима в нашей жизни.

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Ҫакӑ ял ватӑлса пынин палли – чӗрене ыраттармалли пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Ку - ял хуҫалӑх тата фермер хуҫалӑх ертӳҫисем аталанма тӑрӑшнине кӑтартакан тепӗр пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Район администрацийӗн ЗАГС пайӗн начальникӗ Любовь Артемьева ашшӗсене ҫемьери савӑнӑҫлӑ пулӑм - ача ҫуралнӑ ятпа саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк каччӑсем ҫуралнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/pechek-kachchasem ... ralna.html

Шупашкаршӑн ку Кубок, паллах, питӗ пӗлтерешлӗ пулӑм.

Прошедший Кубок, конечно же, для Чебоксар довольно значимое событие.

Тӗнче Кубокӗ // Аҫтахар Плотников. https://pcode.livejournal.com/81258.html

Унта обществӑлла ӗҫченсем пысӑк йышпа хутшӑнни халӑх шухӑшне кӑтартакан пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Ӑна уҫни ял ҫыннисемшӗн питех те пысӑк пулӑм пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

Чи малтанах пуҫтарӑннисене Кайнлӑк ял поселенийӗн пуҫлӑхӗ Альберт Кузьмин саламларӗ, район 80 ҫул тултарни пирӗншӗн пуриншӗн те паллӑ пулӑм пулнине палӑртрӗ.

Сначала собравшихся поприветствовал глава сельского поселения Кайнлык Альберт Кузьмин, отметил, что для всех нас исполнение 80 лет району является знаковым событием.

Юрри-ташши куҫ тулли // Н. КАЛАШНИКОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Кӑҫал Раҫҫейре спорт тӗнчинчи чи паллӑ пулӑм – тӗнчери футбол чемпионачӗ – иртет.

В этом году в России состоится крупнейшее в мире спорта событие — чемпионат мира по футболу.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ҫак пулӑм хыҫҫӑн эпӗ ун патне Интернетра: «Ман патран лӑпкӑн иртсе те ҫӳрейместӗн-и?

После этого я ему в Интернете написала: "Не можешь мимо меня спокойно пройти?"

Малтанхи черчен туйӑмсем // Вера И.. «Тантӑш», 2016.08.18, 32№

Чӑваш литератури историйӗнчи ҫак ырӑ пулӑм, урӑхла каласан, медицина практикипе илемлӗ литературӑна «йӗкӗрешлентерекен» тӗслӗх, тӳрех А. Чехов, В. Вересаев биографийӗпе пултарулӑхне аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

- Пирӗн куҫӑмӑрсем умӗнче паян пулса иртекен пулӑм ҫитес ӑрусемшӗн чӑн-чӑн пуянлӑх пулса тӑрӗ.

- Мы - свидетели события, которое со временем станет настоящим нематериальным богатством будущих поколений.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Ҫакӑ питӗ лайӑх пулӑм.

Это очень хорошая тенденция.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫак фестиваль — КВН кашни хастарӗн пурнӑҫӗнчи чи асра юлакан пулӑм.

Этот фестиваль - самое запоминающееся событие в жизни каждого активиста КВН.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ӗнерхи студент каланӑ тӑрӑх — ҫакӑ йӗркеллӗ пулӑм, Чӑваш Енре ҫеҫ мар, Раҫҫейре те хӑйсем вӗреннӗ вузӑн чысне 30-35 ҫула ҫитичченех хӳтӗлекен КВН хастарӗсем пур.

Как сказал вчерашний студент - это нормальное явление, не только в Чувашии, но и в России есть активисты КВН, которые защищают честь своего вуза до 30-35 лет.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Чӑн та, патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫнисен савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑм хыҫҫӑн ялта тата темиҫе ҫул ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Кӑҫал Яков Васильевшӑн паллӑ тепӗр пулӑм - Трак шкулӗнчен вӗренсе тухнӑранпа 40 ҫул ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех