Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултӑн (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ мана кӳрентертӗн, ҫыру та ҫырми пултӑн

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Темӗнле йывӑр кунсенче те эсӗ пирӗншӗн тӑван пек пултӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуш витресемпе тӗл пултӑн пулас, эсӗ те…

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫемен пичче, эс пирӗн пата темшӗн ҫӳреми пултӑн?

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эс — кӗслеҫӗ пулсан та, кӗсле хӗлӗхне янратми пултӑн: кӑмӑл та туртмасть кӗвӗ каламашкӑн, — пӑшӑрханать Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кам пултӑн эс? — хӑраса ыйтрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Маншӑн ҫак ҫын эсӗ пултӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Эсӗ манӑн хӗрлӗхе татакан ҫын пултӑн, — терӗ хӗрарӑм кайран — Хӗрлӗхе пӗрререн пӗрре ҫеҫ чи хаклӑ ҫынна парнелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эс пирӗн юлашки ӗне пултӑн, пирӗн картишне урӑх ӗне чӗрни килсе пусас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Питӗ кӑмӑла каякан ӗне пултӑн эс, анчах эс паян тухса каятӑн ӗнтӗ пирӗн ҫуртран.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Тавах сана, маттур йӗкӗт, мана эсӗ те пулӑшрӑн, чӑн та, эсӗ ху ыран ӑҫта ларассине пӗлмен кайӑк евӗр пултӑн.

Благодарю тебя, мальчик, ты мне тоже помог, хотя сам ты был как птица, не знающая, где сядет завтра.

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Сулхӑн айлӑмсен ытамӗ, уҫӑ сывлӑш, ҫил касси Маншӑн эс хӑвах-ҫке пултӑн.

Воздух кроток, твой голос звонок, Ты для меня объятие прохладных низин.

III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Манпа пӗрле ытла та сахал пултӑн!

Как мало ты был со мною!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Эсӗ вара ӑҫта пултӑн?

Где же ты была?

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

— Эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ, итлекен йӗкӗт пултӑн, енчен те сана аслӑ ӑс-тӑнлӑх ерипен парӑнать тӗк — кунта, паллах, санӑн ҫулусем айӑплӑ.

— Ты был добрым, послушным юношей, и если высшая мудрость медленно дается тебе, то здесь, конечно, виноват только твой возраст.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

— Ӑҫта-ӑҫта пултӑн?

— Где был?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Начар ӗҫлекен пултӑн теҫҫӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗме пуҫлаҫҫӗ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Енчен те пӗр-пӗр уйӑхлӑ каҫ ҫавӑн пек кашкӑра тӗл пултӑн тӑк, пӗтрӗн.

— Если встретишь такого волка в лунную ночь, всё, тебе крышка.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эсӗ кам пултӑн тесе ыйтсан, палламан ҫын: — Эпӗ аслӑ ҫарӑн арьергарчӗ — маршал Ней, — тенӗ.

И на вопрос, кто он, человек ответил: — Я арьергард великой армии — маршал Ней.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех