Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултарӑпӑр (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн вара ҫав тери нумай укҫа пулӗ, эпир ӑна ҫиме те, ун ҫинче шыва кӗме те, вӗсене шыва ывӑтма та пултарӑпӑр.

У нас будет столько монет, что нам хватит на еду, мы сможем купаться в них, швырять их рикошетом в воду…

VI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Епле-ха ҫакӑн чухлӗ ӗҫлесе илнипех ҫемьене ҫӗклеме пултарӑпӑр?

Разве мы можем семью поднять на таком заработке?

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Грузин Габуния Украина ҫинчен ӑшӑ сӑмахсемпе асӑнатчӗ, Сумщинӑна ирӗке кӑларсан, тен, пӗр кун та пулин эпӗ ҫуралнӑ Ображеевка ялӗнче пулса курма пултарӑпӑр! тесе ӗмӗтленетчӗ.

С какой теплотой грузин Габуния говорил об Украине, как мечтал, что вот, когда освободим Сумщину, может и побываем хоть один денёк в моей Ображеевке!

8. Габуния лейтенантӑн паттӑр ӗҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Халӗ кала ӗнтӗ, эсӗ: мӗн тума пултарӑттӑмӑр эпир пурте пӗрле пулсан, пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнса, пӗрлешсе ӗҫлесен мӗн тума пултарӑпӑр эпир?

А теперь скажи, Олег: что же можем сделать мы все вместе, да когда нас так много и когда мы дружить будем?

«Ну, каласа пар-ха…» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑл Эномая хирӗҫ тухас пулсан та, эпир германецсен легионӗсене ҫӑмӑллӑнах пулӑшма пултарӑпӑр, мӗншӗн тесен Эномай та ҫывӑхарах куҫса килет.

Даже если он действительно двинется против Эномая, то, так как он ближе подойдет, мы сможем быстро придти на помощь германским легионам.

XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫавӑн пек пулсан ҫеҫ эпир чӗререн юратакан ирӗклӗхе тивӗҫлӗ пулӑпӑр; ҫавӑн пек пулсан ҫеҫ эпир тӗнчери чи вӑйлӑ та паттӑр ҫарсене ҫӗнтерме пултарӑпӑр.

Лишь при этом условии мы будем достойны свободы, которой мы так страстно добиваемся, лишь при этом условии мы одержим победу над самым сильным и доблестным в мире войском.

XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах та, хамӑр вӑйсене пӗрлештерсен, пӗрне пӗри пулӑшсан, эпир унта ӑнӑҫлӑнах ҫитме пултарӑпӑр.

Но общими силами, помогая друг другу, мы с вами пройдём его благополучно.

Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Анчах мӗнле туртса илме пултарӑпӑр?

— Но как мы сможем это сделать?

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хӳме унта питех ҫӳллӗ мар, эпир ун урлӑ ҫӑмӑлах каҫма пултарӑпӑр.

В этом месте стена не очень высокая, через нее мы легко переберемся.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Ӑҫта пытарма пултарӑпӑр эпир ӑна? — ыйтрӗ тӑваттӑмӑшӗ.

— И затем, где мы могли бы его спрятать? — спросил четвертый.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Халӗ хамӑр та пултарӑпӑр.

Теперь уже мы сможем.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кама шанма пултарӑпӑр эпир хамӑр ӗҫсене, хамӑр куҫҫулӗсене, хамӑрӑн ҫутӑ маяка, э?

Кому мы можем доверить наши труды, наши слезы, наш факел, а?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Кама шанса алӑран алла пама пултарӑпӑр вара эпир хамӑрӑн ҫамрӑк та асап тӳссе курнӑ государствӑна?

 — Кому же мы можем доверить и передать из рук в руки наше молодое и выстраданное государство?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Анчах эпӗ ҫакна пӗлетӗп: апла пулма пултарсан, кӗҫӗрхи пек лӑпкӑ каҫхинех бомбӑсем шартлатса ҫурӑлнине те, ачасем макӑрнине те илтме пултарӑпӑр эпир.

Но я знаю: если это допустить, то в такую же тихую ночь снова мы услышим взрывы и плач детей.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Нивушлӗ эпир вӗсене аппарат экранӗ ҫинче курма пултарӑпӑр.

— Неужели мы их заметим на экране аппарата?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Эпир, начальниксем, нумаййӑн, пурте хуҫаланма хӑтлансан — ӗҫе пӑсма ҫеҫ пултарӑпӑр.

Нас, начальников, много, и если все будем хвататься за один руль — быстро сползем в канаву.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Мӗн тума пултарӑпӑр? —

— Что сможем? —

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Мӗн тума пултарӑпӑр эпӗр пурте?

Ну, что мы можем сделать?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тен эпӗр кӗпӗрне хулинех те илме пултарӑпӑр.

Возможно, что мы захватим губернский город.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Ҫав вӑрттӑн ӗҫе эпир пӗлме пултарӑпӑр та, тен, — тенӗ татах Спэнглер.

— Возможно, что мы еще сможем разгадать эту тайну, — продолжал Спенглер.

XXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех