Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултарӑп (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир хушсан эпӗ тем тума та пултарӑп, Владимир Петрович!

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Эпӗ мӗн теме пултарӑп

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тен, вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма пултарӑп.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫакӑн ҫӳллӗш ту ҫинче, — мӗлтлетрӗ ун пуҫӗнче шухӑш, — эпӗ йӗри-тавралла пӗрре куҫ ывӑтсах планетӑпа ун ҫыннисене пӗтӗмпех яр уҫҫӑн курма пултарӑп».

И теперь он подумал: «С такой высокой горы я сразу увижу всю эту планету и всех людей».

XIX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пултарӑп тейӗн-и?

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тен, эп сана пулӑшма пултарӑп? — ҫулсах илчӗ вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Пӗччен те курма пултарӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Эпӗ сире хӑваласа ҫитме те пултарӑп.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вара Верӑпа Генӑна та ҫӑлма пултарӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Акӑ, ме, питне шӑлса типӗт те каласа кӑтарт, тен, мӗнпе те пулин пулӑшма пултарӑп.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тарҫӑран хӑтарма пултарӑп, анчах мӑрса тӑваймӑп.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юсанса ҫитсен, тен руль тытма пултарӑп.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тытаймасан эпӗ хамах кашни иккӗмӗшне ӗнсисенчен ҫапса вилӗмпе тӗл пултарӑп».

Куҫарса пулӑш

Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Тархасшӑн, мӗнпе усӑллӑ пулма пултарӑп?

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ну, ну, эп кӗвӗҫме пултарӑп, — шӳтлесе илчӗ Тал-Мӑрса.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ун пек пулсан — арӑма ӑнлантарса пама та пултарӑп: эрне хушши купарчи ҫине лараймӗ! — терӗ ҫав ҫынах ҫиллессӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мӗнле канаш пама пултарӑп эпӗ хӗрарӑм пуҫӑмпа, — сӑпайлан каларӗ учительница.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Малалла, тен, хам та ҫӳреме пултарӑп, — терӗ те пиччӗшӗ, съезда ҫӳремешкӗн хут ҫырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ман васкамалли ҫук, ӗнтӗ киле ҫитнӗпе пӗрех, виҫ ҫухрӑма ҫуран та утма пултарӑп.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Вот, Борис, — терӗ Шебалов, — эсӗ мана пӗр хут суйрӑн, эпӗ сана тепӗр хут ӗненсе, эсӗ ҫамрӑк пирки ҫеҫ Федяпа пӗрле суда памасӑр хӑварма пултарӑп.

— Вот, Борис, — сказал Шебалов, — ты уже раз соврал мне, и если я поверю тебе еще один раз, если я не отдам тебя под суд вместе с Федором, то только потому, что молод ты еще.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех