Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултарӑн (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс пирӗн ҫинчен тем те калама пултарӑн.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Алӑ вӗҫҫӗн юлсассӑн та, кӗрешме пултарӑн.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тата кӑшкӑрнипе ачана шарт сиктерсе пӑсма та пултарӑн.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эс техникӑна пит лайӑх пӗлен, тен, вӗсене, ҫав хумсене те, тупса палӑртма пултарӑн.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эсӗ кая юлман, эсӗ телейне тупма та пултарӑн.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Сехете каялла пама пултарӑн та, сан пирки персе вӗлернӗ ҫынна чӗртеймӗн!» — тет ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурпӗрех, тен, ман сӑмахсен тӗшшине те пулин ӑша хывма пултарӑн?

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тӑрӑшсан, ҫырма пултарӑн.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗрре-пӗрре эс мана пусса пӑрахма та пултарӑн.

Думаю, в один прекрасный день ты меня, ей-богу, прирежешь.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун хумӗсемпе кӗрешме Вӑй-хал пулсассӑн ҫеҫ пултарӑн.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Председатель ӑна «юсаттар» терӗ, анчах тӗрӗссипе ӗнтӗ кунта Михалан хӑйӗн те ӗҫлеме тивет: ун пек ӗҫе халӗ кама хушма пултарӑн?

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсӗ хурал картинче ҫемҫелсе кайса хирӗҫме пултарӑн, хуна йӳнлӗрех тытмалли ҫинчен манса кайӑн.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. 1230 ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аллу санӑн пушӑ пулать, мӗнле пӗлен ҫавӑн пек ҫапӑҫма пултарӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Профессионал пулма тур килмесен те, нумай ҫынна савӑнтарма пултарӑн эс ку сӗрме купӑспа, — терӗ Анисим Митрофанович; кун хыҫҫӑн Хусанти хӑш-хӑш профессорсен ячӗсене — хӑйсен ирӗкӗпе музыкӑна вӗреннисене — аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чим-ха, кӗсйуна аврипе ан чик, кӑларнӑ чух ункине туртса илме пултарӑн.

Погоди, да не суй ее в карман рукояткой, станешь вынимать, кольцо сдернешь.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Манпа вӗсем кӑмӑллӑн калаҫрӗҫ, хӑйсен капитанӗ мана Лиссабона ҫитерме килӗшет пулӗ, унтан вара эсӗ тӑван ҫӗршывне те ҫитме пултарӑн, терӗҫ.

Они были со мной очень любезны и заявили, что их капитан, наверно, отвезет меня в Лиссабон, откуда я могу вернуться к себе на родину.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эсӗ: — Мӗншӗн-ха эпир марсиансен хулисене курмастпӑр? — тесе ыйтма пултарӑн.

Ты можешь задать вопрос: — А почему мы не видим марсианских городов?

Марс // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Шӑнса пӑсӑлма пултарӑн.

Ты же простудишься.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Пит те лайӑх пултарӑн.

За первый сорт справишься.

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Мӗн тума пултарӑн эс унта?

Что ты там будешь делать?

II // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех