Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ҫывӑрса кайсан ӳкме пултаратӑп. Лайӑхрах ҫыхӑнса ларма кантӑра хатӗрлем», — терӗ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Халӗ ӗнтӗ эпӗ хам ятӑмпах ҫӳреме пултаратӑп.
Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Эпӗ хӗҫ тытма та, ухӑпа пеме те, утпа ҫӳреме те пултаратӑп, — терӗ, унтан, тархасланӑн, Пӑкачав ҫине пӑхса илчӗ.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Эпӗ арҫынтан кая мар юланутпа ҫӳреме пултаратӑп, ухӑпа перетӗп, хӑвах вӗрентрӗн.
Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кунне виҫӗ мӑшӑр та тӗрлеме пултаратӑп.
«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/
Кун пекех пулсан, эп ытларах та ӗҫлесе илме пултаратӑп…
Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.
Ӑна хулӑн ҫӑм ҫиппине ҫеҫ улӑштарма пултаратӑп.
Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.
Ун хыҫӗнчен эпӗ ҫеҫ тӑма пултаратӑп.
Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Кунне темиҫе те илме пултаратӑп, — тетӗп.
Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Эп Пакартасем тырӑ пытарнине куртӑм, тӗлне кӑтартма пултаратӑп, — терӗ Вӗҫелисса.
Пирӗн те революцие пулӑшас // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вырӑсла кӗнекесем те вулама пултаратӑп.
А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ӗненместӗн пулсан, хам паспорта та хӑварма пултаратӑп сана.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Пусса тирне сӳсе ҫӗлӗк те ҫӗлеме пултаратӑп, кам туянас тет, сутма та пултаратӑп!
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Эпӗ ҫынсем вилсен вӗсем ҫӗр ҫинче епле пурӑннине кура чунӗсене хак пама, суд тума пултаратӑп, анчах хам патшалӑха тӗрӗс, ыхлаҫ, икӗ питленмесӗр, никама та кӳрентермесӗр пурӑннисене кӑна йышӑнатӑп.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Чим-ха, капла эпӗ хӑш енчен килнӗ, ҫавӑнталлах, хам паян кӑмпа пуҫтарнӑ вырӑнсенех, ҫаврӑнса тухма пултаратӑп вӗт-ха, — ҫуйланса, ӑсӗ-тӑнӗпе чӑлхансах ӳкрӗ вӑл.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Апла пулсан, эпӗ ҫутӑсене сӳнтерме те пултаратӑп.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Мӗнех, сирӗн цехшӑн эпӗ кирлӗ мар ҫын пулсан, паянах кайма пултаратӑп.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Эпӗ каллех руль умне ларма пултаратӑп, каллех хамӑн юратнӑ хӗрпе юнашар…
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Халӗ эпӗ санпа мӗнпур вӑрттӑн япаласем пирки тӳррӗн калаҫма пултаратӑп.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кунсӑр епле-ха эпӗ революционер пулма пултаратӑп?
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.