Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултаратпӑр (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Э-э, кун пекки манпа та пулнӑччӗ ҫав» теме пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Эпир те ак халӗ хамӑрӑн пурнӑҫ саманчӗсене тусан пӗрчи пек унталла-кунталла шӑлса илсе чӗртсе тӑратма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Тен, мӗнпе те пулин пулӑшма пултаратпӑр?

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

— Унсӑрӑн ӗҫлекенсемсӗр тӑрса юлма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эпир бригадӑпа ҫапла шутларӑмӑр, — тӗреклӗ хул-ҫурӑмне хускатса илчӗ вӑл, — ҫитес пилӗкҫуллӑха тӑватӑ ҫулта ним те мар тултарма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

38 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Астӑвӑр, каскӑнҫӑсене хӳтӗлекен парторгпа малашне килӗшмесен те пултаратпӑр эпир.

Куҫарса пулӑш

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Конституцире ҫиреплетнӗ хаклӑхсене шута хурса эпир пурнӑҫа тата та пахалатма, Чӑваш Ене тата илӗртӳллӗрех тумашкӑн пултаратпӑр.

Убежден, что следуя ценностям, которые закреплены в Конституции, мы сможем сделаем жизнь более достойной, а Чувашию – более привлекательной.

Олег Николаев Чӑваш Республикин Конституцийӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/11/30/chva ... avash-resp

Эпир ун пирки чухлама кӑна пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑй паракан ҫырусем // Л.МИРОНОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13456-v ... an-cyrusem

— Апла, эпир ку тислӗкпе усӑ курса питӗ тухӑҫлӑ тырпул туса илме пултаратпӑр вӗт, — тет Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ун чухне тин вара мӗнле ҫил вӗрнӗ чухне пирӗн патра тӗтреллӗ ҫанталӑк, йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк пулнине, мӗнле ҫил чухне уяр, типӗ ҫанталӑк пулнине, хӑҫан ӑшӑ кунсене кӗтмеллине, хӑҫан сивӗсене кӗтмеллине пӗлме пултаратпӑр.

Из наблюдений можно узнать: при каком ветре в вашей местности устанавливается пасмурная и дождливая погода, при каком — ясная и сухая; когда следует ждать теплых дней, а когда — холодных.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем тӑрӑх эпир кирек мӗнле ҫӗршыв ҫинчен те нумай пӗлме пултаратпӑр.

По которым многое можно узнать о любой стране.

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах эпир ҫав хушша хут сине пӗчӗкрех виҫепе, сӑмахран сантиметрпа, шутласа ӳкерме пултаратпӑр.

Но мы можем изобразить на бумаге это расстояние в более мелких мерах, например в сантиметрах.

Япаласен хушши мӗн чухлине ӳкерчӗк ҫинче мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Инҫе мар хушша эпир утӑмпа виҫме пултаратпӑр; инҫе хушӑсене миҫе сехет е миҫе кун каймаллипе шутлаҫҫӗ.

Небольшое расстояние нередко измеряют шагами; большое — по числу часов или дней пути.

Тӗрлӗ пунктсен хушшисенӗ (инҫӗшпе ҫывӑхӑшне) пӗлесси // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Нумайӑшӗ ҫӗр патӗнчен килнӗ, ҫӗр патне таврӑнма та пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эпир ҫакӑнтах, коридортах калаҫса илме пултаратпӑр, манӑн пӗтӗмпе те темиҫе сӑмах кӑна:

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ура ҫине тӑма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпир республикӑри ҫамрӑксен Раҫҫей шайӗнчи ҫитӗнӗвӗсемпе те савӑнма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен форумӗ – 14-мӗш хут // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/c%d0%b0%d0% ... %83%d1%82/

Кашни ҫул тенӗ пекех ҫак комисси йышӗнче пулма тивнӗрен, ҫакна эпир те ҫирӗплетсех калама пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Ҫавӑн пекех эпир вӗрентӳ, медицина енӗпе пулӑшу ӗҫӗсем кӳме пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Ҫавна май эпир кашни уйрӑм ҫыннӑн ӑсталӑхӗпе киленме пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Карл Марксӑн антиӳнерӗ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/285

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех