Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултараймаҫҫӗ (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хисеплӗ Король, тӗрмере этемсем ҫук, пулма та пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав ҫӗрме пуянсем ялхуҫалӑх юлташлӑхне, ӗлӗк ниме ушкӑнне Кашкӑр Микули курайман пекех, тӳсме пултараймаҫҫӗ, май килсен, ӑна ҫунтарса, кӗлне ҫилпе вӗҫтерсе ярӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тинӗспе юрату чӑкрашсене тӳсме пултараймаҫҫӗ.

Море и любовь не терпят педантов.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӗсем вигвама шанӑҫма пултараймаҫҫӗ.

В вигваме они не поместятся.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Шурӑ ҫынсем ӑна туртса илме пултараймаҫҫӗ.

И белые люди не посмеют ее отнять!

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Казаксем ҫав тери хӑвӑрт чуптарса килеҫҫӗ, хытӑ килнипе вӗсенчен кайрисем те ниепле чарӑнма, учӗсене калла ҫавӑрма пултараймаҫҫӗ, — утсемпе ҫын кӳлепи куписем ҫине ҫите-ҫите кӗрсе, вӗсем ҫавӑнтах пере-пере анаҫҫӗ, уйрӑм-уйрӑм казакӗсем вагонсем патнеллех пыраҫҫӗ.

Разгон всей лавы был так велик, что задние не успели ни свернуть, ни задержаться, — врезались в кучу конских, человеческих тел и, сбиваемые, валились, и все же отдельные всадники продолжали нестись к вагонам.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗсем, ӑсӗсемпе ытла сарлакан ытамласа шухӑшлама пултараймаҫҫӗ ӗнтӗ, паллах.

Широтой ума не блистали.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Асрах тытас пулать: Брестри договор тӑрӑх нимӗҫсем Донецк округне йышӑнма пултараймаҫҫӗ.

Нужно помнить: по Брестскому договору — немцы не должны занимать Донецкого округа.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫавнашкал, армипе нимӗнпе те ҫыхӑнса тӑман отрядсем, яланах ҫирӗп пулма пултараймаҫҫӗ, малтанхи ҫапӑҫурах вӗсем станцисем тӑрӑх эшелонсене тарса пӗтеҫҫӗ…»

Такие, ничем не связанные с армией, отряды непостоянны и в первом же бою разлетаются в эшелонах по станциям…»

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эпир массӑсен тӗп интересӗсене палӑртса тӑратпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ Милюковпа Керенский ҫакна хирӗҫ нимӗн тума та пултараймаҫҫӗ.

Мы выражаем коренные интересы масс, и с этим ничего не смогут поделать Милюков и Керенский.

16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Е революцилле правительство, ҫакна чарса лартса, ҫав намӑса сирсе ярать, е вӑл ӑна тӑваймасан, истори урӑх ҫынсене мала кӑларса тӑратать те, вӗсем ҫав намӑса сирнипе пӗрлех революци ҫӗнтерӗвӗсене те пӗтерсе хураҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫӗршыва телей кӳме пултараймаҫҫӗ…»

Или это бегство будет прекращено и этот стыд снят революционным правительством, или если оно это сделать не может, то неизбежным ходом истории будут выдвинуты другие люди, которые, сняв бесчестье, вместе с тем уничтожат завоевания революции и потому не смогут дать счастья стране…»

6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эпӗ ҫакна аван пӗлетӗп: мӗн курнине нумай вӑхӑт асра тытакан е ун ҫинчен дневник ҫырса пыракан автор кӗнекипе танлаштарсан, нимӗнле пултарулӑх та, пӗлӳ те тата талант та ҫук авторсем ҫырнӑ сочиненисем хӑйсен авторӗсене нихҫан та чапа кӑларма пултараймаҫҫӗ.

Я отлично знаю, что сочинения, не требующие ни таланта, ни знаний и никаких вообще дарований, кроме хорошей памяти или аккуратного ведения дневника, не могут особенно прославить их автора.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах арӑмпа ачасем ҫак таранчченех ман апат патне пырса тӗкӗнме те, эпӗ ӗҫекен куркаран ӗҫме те пултараймаҫҫӗ, ҫак таранчченех эпӗ вӗсене алӑ пама та ютшӑнатӑп.

Но и до сих пор они не смеют прикасаться к моему хлебу или пить из моей чашки, до сих пор я не могу позволить им брать меня за руку.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл кӗпесене ҫав тери лайӑх ҫуса тасатнӑччӗ, ҫавӑнпа вӗсем ман ӳт-тирӗме те варалама пултараймаҫҫӗ тесе шутларӑм.

Они были хорошо выстираны и не могли особенно сильно замарать меня.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак вӑхӑтра вӗсем килӗсенчен тухса ҫӳреме пултараймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем патне хӑйсен тусӗсем час-часах пырса курма тытӑнаҫҫӗ.

Друзья особенно часто навещают их в это время, так как им самим уже трудно выходить из дому.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Гуигнгнмсем хисеплесе сума сӑвас йӗркесене ҫирӗп тытаҫҫӗ, анчах вӗсем эпир этикет текен япалана пачах та ӑнланма пултараймаҫҫӗ.

Гуигнгнмы строго соблюдают приличия и учтивость, но они совершенно не знакомы с тем, что мы называем этикетом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавӑнпа та гуигнгнмсем нумай вӑхӑт хушши тӑсӑлакан тавлашусене, ҫине тӑрсах пӗрне-пӗри хирӗҫленисене, суя та иккӗленӳллӗ шухӑшсене чӑнлӑха кӑларма тӑрӑшнисене, кӑлтӑксемпе ҫитменлӗхсене ӑнланма пултараймаҫҫӗ.

Поэтому долгие споры, ожесточенные пререкания, упорное отстаивание ложных или сомнительных мнений — пороки, не известные гуигнгнмам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ехусемпе танлаштарсан, сыснасем вӗсенчен йӗркеллӗрех пулин те, ҫапах та вӗсем хӑйсен тасалӑхӗпе мухтанма пултараймаҫҫӗ.

Хотя эти четвероногие более благообразны, чем еху, однако они не могут похвастаться большой чистоплотностью.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чухӑн нацисем ҫӑткӑн, пуяннисем — мӑнкӑмӑллӑ пулаҫҫӗ, ҫӑткӑнлӑхпа мӑнкӑмӑллӑх вара яланах пӗр-пӗринпе килӗштерме пултараймаҫҫӗ.

Бедные нации алчны, богатые — надменны, а надменность и алчность всегда не в ладах.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑшпӗр чухне икӗ патша хушшинче, вӗсенчен пӗри те тепӗр патша ҫӗрне туртса илме пултараймаҫҫӗ пулсан та, виҫҫӗмӗш патша ҫӗрне хӑйсенчен кам туртса илме пултарасси пирки тавлашу тухса каять.

Иногда ссора между двумя государями разгорается из-за решения вопроса: кому из них надлежит низложить третьего, хотя ни один из них не имеет на то никакого права.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех